- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 16 (1091) № 27.04.2019
* — Эпĕ пĕчĕк чухне пирĕн килте пушар тухнăччĕ. Тĕппипех çуннă йывăç çурт вырăнне кирпĕчрен çĕнни никĕслерĕç. Пушар вăхăтĕнче нумай япала пĕтнĕ. Аннен сăхманĕ вара темĕнле майпа сыхланса юлнă! Вырăн-вырăнпа кăна çулăм чĕлхи лекнĕ ăна. Тавах Турра — кăларса пăрахман ăна анне. Вăхăт иртсен ăна ялтан хулана илсе килтĕм, унта-кунта тирпейлĕ саплăк лартса юсарăм. Арки, çанни вĕçĕсене чĕнтĕрлесе илемлетрĕм. Халĕ ăна аннерен асăнмалăх юлнă паха пурлăх пек упратăп, хушăран концертсенче тăхăнатăп та. Анне пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, анчах унăн тумĕ мана сăвап, вăй панăн туйăнать, — терĕ Красноармейски районĕнчи Шывпуç Чуракасси ялĕнче çуралнă Фаина Анисимова (Сăваплă căхман вăй кÿрет... Ирина ИВАНОВА)
Комментировать