Ачисем ашшĕне авлантарасшăн мар

21 Июн, 2014

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ çĕнĕ спектакльпе куракана тыткăнларĕ. "Пирĕн атте авлана-а-ать!" камит авторĕ - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев. Ку ĕçе ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Оринов сцена çине кăларчĕ. Унта паянхи ял пурнăçĕ сăнланнă. Çапах та мĕн канăçсăрлантарать-ши халăха?

Николай Странный авланма шухăш тытнă. Тивĕçлĕ канури арçыннăн арăмĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă, ачисем килтен тухса кайнă. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ çуралнă тăрăха сайра хутра çеç, выльăх пуссан е пыл юхтарсан, килсе каяççĕ. Çирĕп хуçалăх тытса тăракан ашшĕ, паллах, пĕччен пурăнасшăн мар. Вăл туй тусах çĕнĕ çемье çавăрасшăн. Унăн пулас арăмĕ - медицина ĕçченĕ, çирĕм саккăрти Валентина. Тепĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли пур: халĕ аслă ăру çынни çамрăкпа пĕрлешнĕ тĕслĕх сахал-и?

Туй вăхăтне кашниех асра хăварма тăрăшать. Николай Петрович та хуларан лимузин чĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне кашни саманта сăн ÿкерекен те пур. Çын ăмсанмалла кĕреке хатĕрлеме укçа шеллемен вăл. Эх, туй арăмĕсен юррине итлеме мĕнешкел кăмăллă тата. Анчах... ачисем çывăх çыннине авлантарасшăн мар. Пĕтĕм пурлăх ама çури амăшĕн аллине лекесрен шикленеççĕ вĕсем. Туя пăсас тесе мĕн кăна хăтланмаççĕ пулĕ хайхисем. Ашшĕне пĕчĕк пÿрте хупса хураççĕ, туй халăхне кучченеç парса кăларса яраççĕ. Тĕрĕссипе, ĕç-пуç шăпах çапла, ачисем шухăшланă пек, вĕçленме те пултарнă. Авланма тĕв тунă çыншăн чикĕ пур-и вара? Алăк çинчи çăра та унăн ĕмĕтне татаймĕ. Тĕпренчĕкĕсем курман вăхăтра чÿречерен тухса тарать вăл. Юратупа хĕмленнĕскер туй арăмĕсемпе пĕрле юнашар яла çитсе килет.

Çĕнĕ çынсем ниме пăхмасăр телей тупнипе чаршав хупăнсан та пьеса кăсăклах пулмĕччĕ. Вăй питти арçыннăн вăрттăн шухăшĕ пирки малтан никам та тĕшмĕртмест. Ак хайхи, Валентинăна кĕçĕн ывăлĕ валли илсе килнĕ иккен вăл. Уншăн тĕпренчĕкĕсем ытлă-çитлĕ пурăнни нимрен хаклă. Володьăн малтанхи юратăвĕ çинчен ашшĕ пĕлнех ĕнтĕ. Мускавра ĕçлесе пурăнакан ывăлĕ тăван тăрăха килсе çÿременни, паллах, пăшăрхантарнă ăна. Ашшĕн туйне килмен шăллĕне те чĕнсе илмешкĕн сăлтав тупăнать.

Володьăпа Валентинăн юратăвĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе илни - чуна хускатакан самант. Вĕсем Мускава çул тытрĕç пулин те тăван яла тăтăшрах килсе çÿрессе шанас килет.

Николай Странный - пурнăçа юратакан çын. Авланас шухăш сĕвĕрĕлмен-ха унăн. Хальхинче Интернет урлă савни тупать вăл.

Спектакльте РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов, Чăваш халăх артисчĕсем Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Архипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата Алевтина Семенова, Леонид Яргейкин, Виталий Сергеев, Николай Тарасов выляççĕ.

Ку ĕçе çуллахи гастрольсен программине кĕртнĕ.

 Санăн яту, тен, Алена, Елена, Лиана...

Ял пурнăçне чунран юратакан, тăван тăрăха сăвăра мухтакан, çын хушшинче ĕçленĕшĕн хăпартланакан хĕрарăм пулă шÿрпи пĕçеретчĕ. Хăй пекех вăр-вар кĕçĕн ывăлĕ вăлта йăтса ирех пĕве хĕррине аннă. Чун киленĕçĕшĕн ыйхă татни те ним те мар уншăн.

Вăрнар районĕнчи Ярмушка тăрăхĕн пĕр специалистне, Григорьевсен кил вучахне упракан хĕрарăма, çынсем виçĕ ятпа пĕлеççĕ. Çуралнă тăрăхра, Кивĕ Шуртанра, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем Алена теççĕ ăна. Тĕне кĕртнĕ чухне Елена çыртарнă. Паспорт тăрăх вара вăл Алена та, Елена та мар - Лиана. Мĕнех вара, çак хĕрарăм таçта та - хăйсен çынни.

Сăвăра - тавралăх илемĕ

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕскер «Гвардеец» колхозăн сысна ферминче вăй хунă. Ун чухне хуçалăх ăратлă выльăх сутса тупăш илнĕ. Çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче, колхоз пайлансан, лайăхрах пурнăç шыраса Сарă ту облаçне тухса кайни те манăçмĕ. Тăван тăрăхран хаклăрах вырăн çук пуль çав. Инçетре тымар яма ĕлкĕриччен каялла куçса килнĕ вăл. Унтан «Гвардеецра» бригадăра ĕçленĕ, кайран ял тăрăхĕн специалистне вырнаçнă. 14 çулта ĕçтешĕсемпе пĕрле мĕнле кăна ыйту татса паман-ши?

«Зоотехника вĕреннисенчен нумайăшĕ сăвă çырать тенине илтнĕ», - калаçăва тăсать вăл. Лиана Григорьевăна та вĕсен йышне кĕртмелле. Чун ыйтнипе çуралнă йĕркесене мăн аккăшĕ илтнĕ те куççуль кăлармасăр чăтайман. «Мĕншĕн макăратăн?» - тĕпчеме пуçланă хайхискер. «Пирĕн йăхра та сăвă шăрçалакансем пулнă. Виççĕмĕш сыпăкри тăвансенчен куçнă ĕнтĕ сана çак пултарулăх», - чунне уçнă Канашра пурăнакан Раиса Валентинова. Анаткас Чарпуç ялĕнче те хуçалăх тытса тăма вăй çитерет вăл. Вулама çав тери юратать.

«Пĕррехинче урай çунă чухне те турăш кĕтесĕ патне çитсен сăвă йĕркисем çырăнма пуçларĕç», - каласа кăтартать 3 ача амăшĕ. Ахальтен мар Пуканкасси тăвайккисене те Кавказ тăвĕсемпе танлаштарать вăл. Кĕтÿ пăхма тухсан, тĕслĕхрен, пĕччен хыр шăпи шухăша янă ăна. Ун урлă историе юлнă пулăмсене аса илет хĕрарăм. Çак йывăçпа пĕрле кулянать те, савăнать те. Лиана Родионовнăн сăввисенче - çут çанталăк илемĕ, халăх пурнăçĕ, тăванĕсен кун-çулĕ. Сăмах май, кашни çырма-çатра çинчен те сăнарлă каласа кăтартать вăл.

Çут çанталăк тусĕ Лиана Григорьева пĕчĕкренех лавĕ-лавĕпе эмел курăкĕ пуçтарнă. Çавăнпах чир-чĕре халăх мелĕпе çĕнтерме пĕлет. Ача чухнех вăрманта уçăлса çÿреме кăмăлланă вăл. Халĕ те эрнипех кĕтÿ пăхма хатĕр. Унта вĕçĕ-хĕррисĕр анлăш уçăлать-çке.

Çемьере вĕсем улттăн çитĕннĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ.

Ярмушка ял тăрăхĕнче - темиçе пултарулăх ушкăнĕ. Юрлама-ташлама ăста çакăнти халăх. Маларах Пуканкассисен «Чашма» йышне хĕрĕхе яхăн çын пуçтарăннă. Халĕ ытларах чухне вун иккĕн концерт хатĕрлеççĕ. Çак ушкăнра Лиана Григорьева та пур. Республика, район, ял шайĕнчи уявсене хутшăнаççĕ вĕсем. Чăваш юррисем хула, ял, хир, вăрман, çырма-çатра çийĕн янăраççĕ.

Чашма çырма çинчен кăштах çырса хăварас килет. Унта ĕлĕк-авал шыв-шур пуçтарăннă та чашлатса юхнă. Таçта çитех илтĕннĕ çав сасă...

Пĕр çемьери пек

Нумаях пулмасть Пуканкассисем ял уявне паллă тунă. Мероприятие йĕркелесе ирттерекен Лиана Родионовна кашни çулах çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшать. Кăçал ял-йыш карталанса «Тутăр çук» вăйă вылянă. Ал ăстисен ĕçĕсем уява килнисене тыткăнланине те палăртмасăр иртеймĕн. Пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă кураççĕ чăваш хĕрарăмĕсем: тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, çĕлеççĕ.

Çав кун шÿрпе пĕçернĕ, спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ, хальхи ĕçе пĕтĕмлетсе ĕмĕт-тĕллевпе пайланнă.

 Хăнасемпе хаваслă

Çĕртме уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче республикăра Пĕтĕм тĕнчери «Пурин пĕрешкел пулмасан та юрать» II фестиваль-форум иртĕ. Унăн ятне юрă сăмахĕсенчен илнĕ. Хăйне евĕрлĕ ачасемшĕн /сусăр тĕпренчĕксене шăпах çапла калама хăнăхнă фестиваль йĕркелÿçисем/ виçĕ çав кун уява çаврăнĕ. Çавна май пирĕн тăрăха Францирен, Молдовăран, Литваран, Казахстанран, Тутар, Удмурт, Мордва, Мари республикисенчен, Воронежран, Самартан, Волгоградран, Чĕмпĕртен, Мускавран пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитĕç.

Çак уйăхăн 24-28-мĕшĕсенче С.В.Образцов ячĕллĕ патшалăх академи пукане тĕп театрĕ республикăри ачасем валли спектакльсем кăтартни те - Культура çулталăкĕнчи асра юлакан пулăм. Гастроль вăхăтĕнче артистсем «Необыкновенный концерт», «Путешествие Гулливера», «Кот в сапогах» ĕçсемпе паллаштарĕç. Сцена ăстисемпе Шупашкарта кăна мар, Çĕмĕрлере те, Çĕнĕ Шупашкарта та курнăçма май пулĕ.

Фестиваль-форум вăхăтĕнче художниксемпе драматургсем хăйне евĕрлĕ ачасене пултарулăх лабораторине пуçтарĕç. Çавнашкалах «Юмах терапийĕ» психологи тренингĕ, «Иппотерапи», «Хĕвел ачисем: даунсен театрĕ» семинар-практикумсем йĕркелеме палăртнă.

Пуканесен театрĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Республика кунне уявлама килекен хăнасемпе те паллаштарчĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале çĕр-шывăн 19 регионĕнчен пултарулăх ушкăнĕсем килĕç. Çавнашкалах Китай, Итали, Азербайджан сцена ăстисене кĕтетпĕр. Вĕсем Шупашкарта та, районсенче те концертсене хутшăнĕç.

«Руç ăстисем» конкурс хĕрÿ иртесси халех паллă. Раççейĕн 15 субъектĕнчен 33 маçтăр çула тухнă ĕнтĕ. Пурĕ 60 ăстан пултарулăхĕпе киленме май килĕ. Йăлана кĕнĕ пекех вĕсен ĕçĕсене 10 номинацире хак парĕç.

Акатуя 300 ытла хăна хутшăнĕ. «Шупашкар: 500 çул» паркра пуçланакан уяв Хĕрлĕ лапама куçĕ. Республика халăхĕ аякра тĕпленнĕ йăхташăмăрсемпе пĕрле савăнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.