«Çамрăксен хаçачĕ» 13 (6259) № 04.04.2019

4 Апр, 2019

«Клиент чĕмсĕр тĕк шăплăха татмастăп. Хăш чухне çул тăршшĕпе шыв сыпнă пек пырсан: «Эсир яланах çапла шăп-и?» — ыйтакан тупăнать. Пĕррехинче 30 çулсенчи каччă саккас турĕ, вырăна çитрĕм, салона кĕрсе ларчĕ те пуçларĕ калаçăвне. Ăна мăшăрĕ ют арçынпа улталанă-мĕн, çавăнпа тарăхнăран эрех ĕçнĕ. Машинăрах макăрчĕ» («Чĕкеçĕм, пирĕн хăпарса çитмеллех!». Нина ЦАРЫГИНА)

* «Юлашки вăхăтра чăваш эстради пирки хĕрÿ калаçакансем, тавлашакансем йышланчĕç. Вăл пĕр вырăнта тăпăртатса тăни, пĕр жанрта çеç аталанма тăрăшни чылайăшне канăçсăрлантарма тытăнчĕ. Шел, халăх авкаланса ташламалли юрăсене лайăхрах йышăнать. Сăмахĕсене те итлемеççĕ, хурлăхлă пулсан та, ура хуçса ташлаççĕ. Ара, кĕвви çавнашкал та!» (Çĕнтерессишĕн темиçе конкурса та хутшăнаççĕ)

*  «Çамрăк хĕрарăм ÿсĕрле вăрланипе çакланнă. «Ачан ашшĕ хĕтĕртнипе пулчĕ ку. Вăл лавккана ертсе кайрĕ, темиçе кĕленче эрех илсе тухрăмăр, тÿлемерĕмĕр. Ун чухне манăн ача 3-реччĕ. Упăшкапа çырăнмасăр пурăнаттăмăр. Халĕ эпир хутшăнмастпăр. Вăл тĕрмере ларса тухрĕ, кун хыççăн каллех судпа айăпланчĕ. Унăн алли кукăррине малтанах пĕлмен, юратнă, суккăр пулнă. Паллашнă чухне эпĕ 18-таччĕ, вăл чылай аслăччĕ. Хитре калаçса манăн пуçăма çавăрасси уншăн йывăрах марччĕ. Кайран тин мĕнле çын пулнине ăнлантăм. Пурнăçăма хуçнă çын мана мĕн тума кирлĕ? Сăмахсăрах уйрăлтăм», — аса илсе куççуль кăларчĕ Яна» (Ачисене пула - ирĕкре)

* «Çăлтăр» пулас вырăнне картиш шăлса çÿренĕ

* Хăйĕнчен аслă та самăр майрапа

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.