«Сеспель» предприяти производство тухăçлăхне ÿстерет

2 Апр, 2019

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев акционерсен «Шупашкарăн «Сеспель» предприятийĕ» хупă обществин ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Унăн цистернăсем хатĕрлекен производство объекчĕсем федерацин М-7 автоçулĕ хĕрринче, Муркаш районĕнчи Москакасси тата Рыккасси ялĕсен хушшинче, вырнаçнă. Общество хăйĕн продукцийĕпе республикăри заводсенчен уйрăлса тăрать. Кунта транспорт, строительство, ял хуçалăхĕ, нефть тата газ комплексĕ, химипе апат-çимĕç промышленноçĕ валли ятарлă цистернăсем туса кăлараççĕ. Вĕсене улттăран сахал мар кустăрмаллă конструкцисем çине вырнаçтараççĕ. Вăрăм цистернăсемпе цемент, тырă, çăнăх, выльăх валли хутăш апат, бензин-дизтопливо, битум, газ, шыв, спирт, хими япалисем турттараççĕ.

ЧР Пуçлăхне завод директорĕ Владимир Бакшаев кĕтсе илчĕ, коллектив еплерех ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Предприяти çуллен продукци ытларах та ытларах сутать. Ăна уçсанах цистернăсем пуçтармалли комплектсен пысăк пайне чикĕ леш енчен илсе килнĕ. Федерацин импорта хамăр таварсемпе улăштармалли программине йышăнсан вĕсене Раççейре ăсталакан комплектаципе пуçтарма тытăннă. Халĕ чикĕ леш енчен ăна 5% çеç туянаççĕ.

Михаил Игнатьев цистернăсен производствине тĕплĕн тишкерчĕ. Пайĕсемпе, вĕсене хăш регионтан илсе килнипе, укçа-тенкĕ çаврăнăшĕпе, ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе, производствăна лайăхрах йĕркелессипе çыхăннă ытти ыйтупа кăсăкланчĕ.

Директор заместителĕ Игорь Гиске продукцие паха тата шанчăклă туса кăларассишĕн инженер-техниксен ушкăнĕ куллен пуçаруллă ĕçлени, нумай çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртни çинчен пĕлтерчĕ. 

Михаил Васильевич коллективпа тĕл пулчĕ, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе кăсăкланчĕ. Заводра вăй хуракансен 60% — ялсенчен, 40% — Шупашкартан. Пĕрремĕш рабочи завода куллен çÿремелли автотранспортпа, иккĕмĕшĕ М-7 трасса урлă çуран çÿрекен каçмалли вырăнпа, виççĕмĕшĕ ача сачĕсен строительствипе çыхăннă ыйтусен хуравне пĕлесшĕн пулчĕç. ЧР Пуçлăхĕ хальхи вăхăтра Шупашкарта 13 ача сачĕ туни тата тума пуçлани, пысăк пайне кăçал хута ярасси, шкул çулне çитмен ачасене йышăнмалли учрежденисем тăвас ĕçе малалла тăсасси çинчен хыпарларĕ. М-7 трасса урлă çынсене каçса çÿреме хатĕр тăвассине федераци органĕсемпе килĕштермеллине пĕлтерчĕ, хăйĕн пулăшуçисенчен пассажирсене илсе çÿрекен автотранспорт ыйтăвне тишкерме ыйтрĕ.

СĂМАХ МАЙ

Кăçалхи кăрлач уйăхĕ тĕлне заводра 506 çын ĕçленĕ. Кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 54500 тенкĕпе танлашать. 

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

ФОТОРЕПОРТАЖ...

 

Рубрика: 

Комментировать