- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 11 (1086) № 23.03.2019
«Чăваш Енĕн паллă геральдисчĕ, медальерĕ, дизайнерĕ, графикĕ, сăрă ÿнерçи Элли Юрьев тĕрлĕ енлĕ ĕç-хĕлĕпе тăван халăхăн культура çÿпçине нимĕнпе виçейми хаклă тупра хывнă. Чăваш Республикин халăх художникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Раççей геральдика обществин Хисеплĕ членĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ çуралнăранпа пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче 83 çул çитет. Паллă кун умĕн пултаруллă ÿнерçĕн тăван тăрăхĕнче, Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕре, пултăмăр, Элли Юрьев ячĕллĕ ÿнер галерейи-музейпе паллашрăмăр. Управ ĕçченĕ Валентина Николаева, унран та ытларах Элли Михайловичăн Шупашкарта пурăнакан мăшăрĕ Галина Алексеевна каласа пани, кăтартни Чăваш Ен патшалăх символĕсене ÿкернĕ ăста мĕн таран тĕрлĕ енлĕ çын пулнине çутатрĕç. Хăйĕн пурнăçĕнче «Эпĕ мар тăк — кам?» шухăшпа çĕнĕрен çĕнĕ картлашка çине хăпарнă мухтавлă ывăлĕпе чăваш халăхĕ чăннипех мăнаçланма тивĕç. <...>
— Эпĕ Эллишĕн канашçă, критик пулнă тесе ниепле те çирĕплетейместĕп — ун пек миссие пурнăçлама унăн шайĕнчи ÿнерçĕ пулмалла. Çапах та пĕр тăрă айĕнче пурăннă май унăн хăш-пĕр пуçарăвĕнче кăштах тÿпе хывма тÿр килнĕ. Константин Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле асăнмалăх укçа кăларас шухăш тĕвĕленсен, сăмахран, иксĕмĕр юбилей чылай вак укçине тишкернĕ-тĕпченĕ. Ăна шăратас ĕç тĕлĕнмелле тĕрĕс виçевпе çыхăннă-çке. Вăл сĕнекен ÿкерчĕкĕн мăкăрăлчăкĕсем хăш тĕлте мĕн хулăнăш пулмаллине пĕрле шухăшланă-виçнĕ. Республика правительствине çавнашкал нухрат янтăламаллине, çакă чăвашлăха сарма пулăшассине каласа ĕнентерсен вырăнти ертÿлĕх Питĕрти Укçа картишне çырупа тухнă. Вĕçтертĕмĕр çапла Нева çинчи хулана! Унта пирĕнтен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ. Ара, Элли Михайлович гипсран янтăланă хатĕр ĕлкепе кайнă-çке! Унта çапнă кашни тенкĕ-пуса вара Укçа картишĕнче ĕçлекен ятарлă художниксем кăна ăсталаççĕ иккен. К.Иванов сăнĕллĕ укçа — «йĕркерен тухнă» пĕртен-пĕр тĕслĕх, — каласа кăтартать Галина Алексеевна» («Ячĕ те ăста пулма хистенĕ». Ирина ИВАНОВА)
* «Пултаратăн, хĕрĕм. Нимĕнрен те ан хăра»
* Тăвар сапнă çăкăр канфет пекех тулăччĕ
Комментировать