АПАТРА ПАЛЛĂ ВЫРĂН ЙЫШĂНАТЬ

19 Июн, 2014

Хăяра эпир чĕрĕлле, салата хушса, тăварласа, консервласа çиетпĕр. Вăл тутлă кăна мар, çав тери усăллă та. Ун çинчен Питĕрти Н. Круглова диетолог тĕплĕ каласа парать.

1. Хăяр 95 процент шывран тăрать, çавна май ăш хыпнине лайăх ирттерет. Унсăр пуçне хăярти шыв таса, енчен те çимĕç нитратсăр пулсан унра сиенлĕ хутăшсем çук, минерал япалисем вара нумай.

2. Çимĕç калори питĕ сахаллипе те /100 грамра - 14 килокалори/ рекордсмен. Çавăнпа ăна кĕлетке виçине чакарас тесен те, сахăр диабечĕпе чирлесен те рациона кĕртме юрать. Апат чĕлкемĕсем пуррине кура аванах тăрантать.

3. Хăярта иммун тытăмне йĕркеллĕ ĕçлеме тата çыхăну тĕртĕмĕсен белокне коллагена йĕркеленме кирлĕ С витамин пур. Вăл хуппинче ытларах, çавăнпа хуппи ытла хытă мар пулсан ăна шуратмасан лайăхрах. С витамин ыттисемпе пĕрле пирĕн организма клеткăсен стенкисене аркатакан тата ир ватăлтаракан ирĕклĕ радикалсенчен сыхлать.

4. Хăярти апат чĕлкемĕсем ирĕлмен углеводсем пулин те этем организмĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем апат ирĕлтерекен тытăм тасалассине йĕркелеççĕ, пыршăлăхăн усăллă микрофлорине апатлантараççĕ, организмра В ушкăнри витаминсене çыхăнма пулăшаççĕ, холестерин, ытти çу сăрхăнса кĕрессине вăрахлатаççĕ, усал шыçăн хăш-пĕр тĕсĕ аталанас хăрушлăха чакараççĕ. Апат чĕлкемĕсем çимĕçĕн хуппинче ытларах.

5. Хăяр шывĕнчи хлорфилсемпе апат чĕлкемĕсен çыхăнăвĕ организмран наркăмăшсене кăларассине хăвăртлатать. Чи кирли - хăяра чĕрĕлле çуллă хутăшсемсĕр çини.

6. Вăтам пĕр хăярта - юна кĕвелтерекен тытăм ĕçĕшĕн яваплă тата шăмă тĕртĕмĕнчи кальци виçине йĕркере тытса тăракан К витаминăн талăкра кирлĕ виçин 20 проценчĕ.

7. Ăшĕнче сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ хром микроэлемент пур. Вăл организмăн ылмашăну ĕçĕсене хутшăнать, тĕпрен илсен, глюкоза ылмашăнăвне витĕм кÿрет, тĕртĕмсемпе органсем инсулина туяслăха вăйлатать, шлаксемпе наркăмăшсене кăларма, чĕрепе юн тымарĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшать.

8. Шултра хăярта 2 миллиграмм кобальт пур, ку - çынна талăкра кирлин 20-25 проценчĕ. Çак элемент ылмашăну ĕçĕсене, ДНК туса кăларма хутшăнать, çапла майпа генетика материалне упрама пулăшать. Кобальт тимĕре йышăнассине, гемоглобин пухăнассине лайăхлатать. Çавăнпа та тимĕрпе пуян апата /какай, унран хатĕрленĕ çимĕçсем/ хăярпа пĕрле çиме сĕнеççĕ.

9. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр элемент - пăхăр. Вăл юн тăвас ĕçе хутшăнать, сыпăсене пиçĕлĕхпе, çирĕплĕхпе тивĕçтерет, коллаген туса кăларма, хăш-пĕр инфекцирен хÿтĕленме пулăшать. 100 грамм хăярта пăхăрăн талăкра кирлĕ виçин 20 проценчĕ пур.

10. Ешĕл çимĕçре ăна хăйне евĕр тутă тата шăршă кĕртекен органика йÿçекĕсем пуррине те палăртмалла. Вĕсем апат ирĕлессине, ылмашăну ĕçĕсене лайăхлатаççĕ, пыршăлăхра сиенлĕ микроорганизмсем аталанассине чарса тăраççĕ, çапла майпа пире пыршăлăх чирĕсенчен хÿтĕлеççĕ.

Шута илме: çÿлте асăннă пахалăхсем чĕрĕ хăярăн кăна, маринадласан, тăварласан усăллă чылай япала арканать. .

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.