Вырăн шыраççĕ. Хăçанччен?

18 Июн, 2014

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Сиккасси ял тăрăхĕнче йăлари хытă каяш полигонĕ /ЙХКП/ тăвас ыйтупа Канаш райадминистрацийĕн ларусен залĕнче общество сÿтĕвĕ-явăвĕ иртнĕ. Унта ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Е.Юшин, райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Зайцев, Канаш, Сиккасси, ытти ял çыннисем хутшăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хăйсен ирĕкĕпе сÿтсе явма пуçтарăннăскерсене залра ларма вырăн çитмен. Çапах вĕсем алă сулса çаврăнса утман, трибуна çинче тата президиумра сăмах калакансене хăлха тăратса итленĕ.

ЙХКП шăпи çав-çавах тавлаштарать хулапа икĕ района. Вăл этем хăрушсăрлăхне тивĕçтерĕ, унта йĕке хÿре, чир-чĕр саракан ытти чĕр чун ĕрчемĕ теççĕ пулин те çывăхра никамăн та ăпăр-тапăр вырăнĕ тутарас килмест. Çавăнпа йыхравламассерен сÿтсе явма йышлăн пуçтарăнаççĕ. Канашсен пăрахăç вырăнне 1960 çулсенче ĕçе кĕртнĕ. Юлашки çулсенче унта каяш йышăнма "Коммуналлă сервис" обществăна лицензи панă. Вăл çулталăк каяллах вăйран тухнă, тивĕçлĕ орган ăна тăсман. Çавна пула хула-район ЙХКПсăр юлнă. Унтанпа ăптăр-каптăр начар пухаççĕ. Кÿршĕ районсене турттаркалаççĕ. Çул тăкакĕ хушăннăран ĕç хăй хаклăхĕ ÿснĕ.

Рубрика: 

Новости по теме