В. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче сывлăхпа çыхăннă программа хута ярасшăн

13 Мар, 2019

В. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче «Сывлăх — ĕç вырăнĕнче» корпоратив программине хута ярасшăн. Ăна йĕркелесси федерацин «Общество сывлăхĕ» проекчĕпе çыхăннă.

Ĕçлекен халăхăн сывлăхне çирĕплетесси патшалăхшăн та, ЧР Сывлăх сыхлав министерствин Хула клиника центрĕн ĕçченĕсемшĕн те — пĕрремĕш вырăнта. Корпоратив программин тĕллевĕ — ĕçлекенсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтаракан мероприятисене явăçтарасси, сиенлĕ тата сахал хускалас йăласене пăрахăçласси, сывă апатланăва пăхăнасси, чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртма май паракан скрининг-тĕпчев ирттересси. Проект малтанхи утăмĕсем пурнăçланнă та: предприяти ĕçченĕсен хушшинче анкета ĕçне йĕркеленĕ, «Сывлăх — ĕç вырăнĕнче» пуçарăвăн паспортне çирĕплетнĕ. Ака уйăхĕнче тематика занятийĕсем ирттерме палăртаççĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать