Пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ

18 Июн, 2014

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ял тăрăхĕн (ертÿçи - Татьяна Семеновна Леонтьева) пурнăçĕ çав тери пуян. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Пупăлькасси ял уявне ирттерсе пысăк ĕç турĕç. Чăваш наци конгресĕн ертÿçисем пулăшнипе чăваш йăли-йĕркине чĕртсе тăратрĕ вырăнти халăх. Таврари ялсенчен çынсем йышлăн килнĕ те кунашкал уяв нихăçан та курман, тăван юрă-кĕвĕ итлесе килентĕмĕр, чăваш çи-пуçне курса тĕлĕнтĕмĕр теççĕ.

Мăн Явăшра Çветтуй Микула чиркĕвне уçни, Çимĕк ирттерни - асра юлмалли самантсем. Пĕчĕк ялсен пысăк уявне çывхартассишĕн «Выльский» тата «Союз» хуçалăхсем хăйсен тÿпине хывнă. Тĕрĕссипе чиркÿ валли пĕтĕм халăх укçа пухнă. Хăй тĕллĕн ĕç пуçарнисем те çак пархатарлă ĕçрен юлман. Çимĕкре Федоровсен, Столяровсен, Ивановсен çемйисене тав сăмахĕ каларĕç.

«Выльский» СХПК пек ?кăçал 45 çулхи юбилей% хăмла нумай лартса ÿстерекен хуçалăх республикипе те çук. Çавăнпа «симĕс ылтăн» отраслĕнче ырми-канми тăрăшнă Галина Васильевна Яковлевăна тата совхоза ăнăçлă ертсе пынă Геннадий Васильевич Федорова чыслани ытахальтен мар. Паян вĕсен ĕçне çĕнĕ ăру малалла тăсать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин ял тăрăхĕн ертÿçине Татьяна Леонтьевăна, «Выльский» хуçалăха ертсе пыракан Владимир Боброва тата Виталий Павлова тав çырăвĕсем панине халăх кăмăллăн йышăнчĕ.

Хĕрÿ ĕçре хастар пулнипе çеç мар, канура та маттуррине кăтартаççĕ Мăн Явăшсем. Ял варринче епле капмар культурăпа спорт центрĕ çĕклесе лартнă. Кунашкал хÿхĕм çурт нихăш хутлăхра та çук. Пире унта муниципалитетăн культура учрежденийĕн директорĕ Лидия Скворцова кăтартса çÿрерĕ. Вăлах библиотека заведующийĕ.

- Спорт залĕнче ретĕн-ретĕн хыçлă пукан вырнаçтарнинчен ан тĕлĕнĕр, - тет Лидия Николаевна. - Массăллă мероприятисем тепĕр чухне çакăнта иртеççĕ. Кунтах сÿтсе пуçтармалли сцена пур. Ăна урама та илсе тухатпăр. Çимĕкре сцена çине «Вирьял», «Выла» пултарулăх ушкăнĕсем хăпарчĕç. «Выла» ушкăн ăçта кăна çитмен пулĕ. Мускаври Акатуя яланах чĕнеççĕ, Питĕрте чăваш юрри шăрантарнă. Саратова кайса килни асра юлчĕ. Питĕ тарават йышăнчĕç ентешсем.

Путвалти пысăк пÿлĕмре хул-çурăма аталантаракан спорт хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Çулла хресчен пахчаран е уйран кĕме пĕлмест пулин те кунта килме вăхăт тупаççех. Уйрăмах хĕллехи вăрăм каçсенче. Çулĕпе чылай аслисем те çамрăксемпе тан вăй виçеççĕ.

Иккĕмĕш хутра - библиотека. Кунта çутă, таса. Кĕнекесен уйрăм кĕтесĕсене тăрăшса йĕркеленĕ: «Эпир пурăнакан тăрăх», «Экологи тата кун-çул», «Ача-пăча тĕнчи», «Çĕнĕ литература» тата ытти ярăмсем пуян та кăсăклă.

- Библиотека «Хыпар», «Ĕç ялавĕ», «Тăван Атăл», «Тетте» çуллен çырăнать, - малалла каласа парать Лидия Николаевна. - Халăх çĕнĕ произведенисем вуласшăн. Акă, Пупăлькассинчи Ольгăпа Зиновий Якимовсем карçинкка çыхаççĕ, тĕрĕ тĕрлеççĕ. Кĕнеке вулама та вăхăт тупаççĕ вĕсем. Питĕ ĕçчен çемье. Мăн Явăшри Пахомовсене тĕслĕхе хуратпăр. Килти выльăх-чĕрлĕхе пуçтарсан пирĕн центра çул тытаççĕ. Пĕр мероприяти те вĕсемсĕр иртмест. Тĕплĕ хуçан пурте йĕркеллĕ. «Выла» ансамблĕн хастарĕсем - Галина Владимировна Семенова ветеринар, Алевтина Николаевна Кузьмина, Елизавета Григорьевна Николаева, Ульяна Николаевна Матвеева. Пĕри шкулта вĕрентет, тепри – пенсире. Михаил Александрович Михайлов ?ушкăн ертÿçи% купăса тăссан чун-чĕре çĕкленет. Юрлас, пурăнас килет. Людмила Леонидовна Кассировăна та ырă сăмах каласшăн. Чăваш эстрада çăлтăрĕн Валерий Клементьевăн аппăшĕ вăл. Вăт, паян каçхине концертпа инçе çула тухмалла тесе пĕлтеретпĕр те, çынсем самантрах пуçтарăнса килеççĕ. Тумĕсене çуса якатнă, мунча хутса кĕме те ĕлкĕрнĕ. Çынсенче хавхалану çăл куç пек тапса тăрать.

Центр çумĕнчех ача-пăча вылявĕн вырăнне йĕркеленĕ. Хоккей площадки те питĕ чаплă. Ялти спортсменсене тум илсе тăхăнтартма вăй çитернĕ. Меценатсен шутĕнче - Столяровсем. Хĕлле ытти ял командисем выляма килеççĕ. Хăйсен каруççельне майлаштарнă.

Культура центрĕнчен ялти çĕнĕ урам пуçланать. Килсене шыв, газ, канализаци кĕртнĕ. Хула ырлăхĕ кунта та çитнĕ. Çавăнпа ĕç-пуç ăнса пырать ял-йышăн.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.