Пĕр-пĕрне ăнланни пĕлтерĕшлĕ

17 Июн, 2014

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Правительство çуртĕнче журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ.

Çĕртме уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарта - VII "Раççей регионĕсем - пĕр тикĕс аталану" экономика форумĕ, Оперăпа балет театрĕнче пленарлă лару иртет. "Республика уявне килекенсем пире тивĕçлипе хаклама пултарччăр, ĕненччĕр, шанччăр тесен хамăрăн наци рейтингне туса хумалла. Ытти регион валли тĕслĕх пулар, таварпа тĕнчене тухма пултарар, - терĕ Владимир Александрович. - Журналистсем тĕл пулусенче форум мĕн чухлĕ тупăш кÿни çинчен ыйтма юратаççĕ, анчах пирĕншĕн унăн тупăшĕ мар, пĕр-пĕрне ăнланни, хăнасемпе килĕшÿсем туни, куçа-куçăн калаçни пĕлтерĕшлĕ".

В.ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: 

Новости по теме