Ĕçлеме кайнă та киле таврăнман

21 Фев, 2019

Амăшĕсем ывăлĕсене 23 çул кĕтеççĕ

Шупашкарта пурăнакан Анна Петрова 23 çул ывăлне шырать. Юра 1996 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче рабочисен бригадипе Мускав облаçĕнчи Щелково хулине тухса кайнă та таврăнман. Унтанпа амăшĕ ывăлĕнчен пĕр хыпар та илмен. Çав сменăри тепĕр каччă та, Надир Назаров, хыпарсăр çухалнă. Ун пирки те нимĕн те паллă мар.

Упăшкисемпе ăнман

«Мана упăшкапа ăнмарĕ», — пуçларĕ калаçăва Анна Ивановна. Красноармейски районĕн пики çак районти Дубовка ял каччипе çемье çавăрнă. Анчах кил хуçи кăра çилĕллĕ пулнă. Хаяррине тиркемен, ача кĕтекен арăмĕ çине алă çĕклеме именмен. Кăкăр айĕнче тĕвĕленнĕ чун хĕрача пуль тесе арăмĕн хырăмне урапа тапнă. Юра çуралнăшăн та савăнман вăл. Арăмĕпе ывăлĕ унран ырă пĕр сăмах кĕтсе илеймен. Çемье баракра пурăннă, йĕркеллĕ условисем пулманран пепке тăтăш чирленĕ. Тин çеç сывалнă, каллех тухтăр патне чупма тивнĕ. «Тĕлĕнмелле ачаччĕ. Тăпăртатса тăратчĕ. Мана çав тери юрататчĕ», — терĕ амăшĕ.
Ывăлĕ пилĕк çул тултарсан Анна Ивановна упăшкинчен уйрăлнă. Машинисткăра ĕçлекенскерĕн хăйĕн вăйне çеç шанма тивнĕ. Унăн Юрăна кăна мар, ватă амăшне те астума тивнĕ. Правурскер пуç усман. Хĕр тусĕ сĕннипех вăл иккĕмĕш хут качча тухнă. Хальхинче ăна хула каччи арăм пулма ыйтнă. Анчах каллех ăнман. Арăмĕ ĕçре тар тăкнă чухне упăшки кил картишĕнче картла тата доминолла выляса вăхăта ирттернĕ. Лăпкă кăмăллă ывăлĕ ют арçынна хăвăртах хăнăхнă, тăван мар ашшĕне те «атте» тесе чĕнме пуçланă. Упăшки çакна хаклама пĕлмен, хуняшшĕпе хунямăшĕ те кинне тарават пулман. Анна ывăлĕпе кăна чунне йăпатнă.
Юра вара чăннипех те ырă кăмăллă ÿснĕ. Чĕр чунсене юратнă. Арçын ача йытăсене пăхма вĕрентекен кружока çÿренĕ, нимĕç ăратĕнчи Альфа ятлă овчарка уншăн чăн-чăн тус пулса тăнă, вĕсем пĕр-пĕрин кăмăлне туйнă тейĕн. Амăшĕ хирĕçлемен, анчах хваттерте ăна усрама йывăр килессе те ăнланнă. Альфа питĕ ăслă пулнă. Унпа Юра Мускав облаçĕнче иртнĕ ăмăртусене те хутшăннă.
Юрăна районти пулăçсем те аван палланă. Атăла, ун леш енчи кÿлле пулла тăтăш çÿренĕ вăл, çынсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупнă. Çавăнпах вăл ашшĕн иккĕмĕш арăмĕпе те, унăн 3 ывăлĕпе те лайăх хутшăннă.

Япалисене пуçтарса таврăннă

Амăшĕ Юрăна пĕрре мар авланма хистенĕ: «Çемьеленмелле, пурăнмашкăн вырăн çитет». «Ой, аннеçĕм, йĕркеллĕ хĕрсем ман куç тĕлне лекмерĕç. Пирус туртаççĕ, пурнăç пирки шухăшламаççĕ», — хуравланă ывăлĕ. «Юра майрасем çине кăна пăхатчĕ. Качча кайса уйрăлнисемпе те çыхăну тытнине пĕлетĕп- ха. «Ачаллă хĕрарăм манăн пусма вĕçне те пырса ан тăтăр», — теттĕм. Çак сăмахсемех кÿрентермерĕç-ши ăна? Тен, вăл ĕçленĕ вырăнта ачаллă хĕрарăма килĕштернĕрен те манăн сăмахран шикленсех киле таврăнас темен?» — ывăлĕ çухалнăшăн хăйĕнче айăп шырарĕ Анна Петрова. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.