«Утиял çитти кайса çĕлеттертĕм»

Ачасем, эсир кăмăллакан «Тантăш» хаçатăн гимнне кам кĕвĕленине пĕлетĕр-и? Вăл — сирĕн пекех ялта кун çути курнă, юлташĕсемпе тĕрлĕ вăйă картинче савăннă, шкулта лайăх вĕренсе тăван халăха кирлĕ çын пулма ĕмĕтленнĕ Людмила КИНЕР. Вун-вун юрă кĕвĕленĕ, «Лель» ансамбльте çепĕç сассипе юрласа савăнтарнă ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ — Людмила Кинер юррисен регионсен хушшинчи «Радужная страна» фестиваль-конкурсăн, «Шупашкар» эстрада ушкăнĕн ертÿçи. Людмила Ивановна композитор паян — пирĕн тĕпелĕн хăни. Халĕ хăйне сăмах парар-ха.
Сăпкара.  Куславкка районĕнчи Кĕнерте 1960 çулта йышлă çемьере çуралтăм. Пирĕн пилĕк хĕрпе пĕр ывăлччĕ. Эпĕ — пиллĕкмĕш. Атте Иван Васильевич, анне Мария Петровна колхозра ĕçлетчĕç. Аслисем каласа кăтартнă тăрăх, хăйсем ĕçленĕ чухне мана, пĕчĕк Люсьăна, колхоз карçинккине лартнă. Лăпкăскере ĕмкĕч хыптарнă. Вĕсем аса илнĕ тăрăх, çав «сăпкара» эпĕ кунĕпе шăп çеç ларнă. Атте килте хăех карçинкка тăватчĕ. Атăл хĕрринче пурăннă май вăл хăй ăсталанă кимĕпе юхан шыв тепĕр енне аннепе час-часах утă хатĕрлеме каятчĕ. Унта пĕр эрне ĕçлесен кăна таврăнатчĕç. Куç умĕнче — вĕсем ман валли хурăн, çĕр çырли татса килни. Хăш-пĕр чухне пире те лартса каятчĕ атте. Атăл шывĕ питĕ тăрăччĕ, кимĕ çинче пынă вăхăтрах ăсса ĕçеттĕмĕр. Çывăх çыннăмсем типĕтнĕ утта кимĕ çине тиесе яла каçаратчĕç.
Уйрăлу. Ун чухне эпĕ 2-мĕш класс пĕтернĕччĕ. Шăллăм Сергей шкула та кайман. Анне кăнтăрлахи апата киле таврăнчĕ те пире çаранра кăкарнă пăрăва шыв мĕншĕн кайса ĕçтермен терĕ. Вăр-варскерччĕ вăл. Хăй апат хыççăн пахчари курăка çулма шухăшланă. Тем вăхăтра инке килчĕ те: «Утă çулма ĕлкĕретĕн, атя ĕçе!» — аннене илсе тухса кайрĕ. Çавăн чухне ăна юлашки хут куртăм. Ĕçре вăл инкеке çакланса пирĕнтен яланлăхах уйрăлнă. Çак çухатăва тĕнчере чи юратнă та хаклă çыннăн 6 ачи епле чăтса ирттертĕмĕр-ши? Суран паянхи кун та сипленмерĕ.
Анне питĕ ырă кăмăллăччĕ. Купăс калама ăстаччĕ. Унран вĕренсе юлнă «Ан хумхан, çăкалăх» юрра урамра кÿршĕсене юрласа параттăм. Анне кашни Мăнкуна çĕнĕ кĕпе çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Кĕписем ялан икĕ кĕсьеллĕччĕ. Ялта мана Люся тесе чĕнетчĕç. Аслăрах ÿсĕмрисем курсан час-часах: «Акă Люся килет, часах пире юрласа парать», — тетчĕç. Юрланăшăн икĕ кĕсьене те канфет-печени тултаратчĕç.
Çĕнĕ çемье. 3-мĕш класа Мушаршкулĕнчех вĕрентĕм. Çулла пирĕн яла Шупашкартан музыка енчен талантлă ачасене суйлама килчĕç. Çавăн чухне мана Шупашкарти музыка шкул интернатне пыма каласа хăварчĕç. Унта лекме йывăррине кайран кăна ăнлантăм. Аттен пиччĕшĕ Михаил Васильевич шкул директорĕччĕ. Вăхăт иртсен мана çав шкула лекме вăл пулăшнă пуль тесе шухăшларăм. 4-мĕш класра çулталăкĕпех макăртăм. Манăн ялтах вĕренес килетчĕ. Аппа Нина 8-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕччĕ. Вăл математикăпа вăйлăччĕ. Хăюллăскер интерната хăех пынă та математика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Таньăна Кÿкеçри интернат шкула янă. Пире, пĕртăвансене, мĕншĕн çапла уйăрнă-ши?
Вĕренме çăмăл марччĕ. Шкул программисĕр пуçне тата темиçе предмет хушăнчĕ: баян, фортепиано, ансамбль, сольфеджио, музыка литератури, хор. Ачасенчен чылайăшĕ пăрахрĕ, чăтăмлисем темиçен кăна юлтăмăр, пÿрне хуçлатса шутлама та пулатчĕ.
Утиял. Пысăках марччĕ эпĕ. Интерната пырсанах вырăсла та пĕлмен, хăюсăрччĕ. Чĕрене ларса юлнă пĕр самант халĕ те куççуль кăларать. Пире вырăн çине сарма простынь-утиял валеçсе пачĕç. Пурте кăптăр-каптăр илсе пĕтерчĕç. Эпĕ утиял çиттисĕрех тăрса юлтăм. Воспитатель çакна пĕлсен мана ятларĕ. «Ăçта хутăн, мĕншĕн çухатрăн? Хуть те ăçтан туп!» — терĕ. Аппа Валя Çĕрпÿре çĕвĕçре ĕçлетчĕ. Темĕн те пĕр çĕлеме ăстаччĕ. Унран кайса илетĕп тесен мана, 4-мĕш класс хĕрачине, воспитатель пĕчченех кăларса ячĕ. Транспорта пĕччен нихăçан та ларса курман, хулара çÿреме пĕлместĕп. Мĕнле çитнĕ-ши эпĕ унта, паянхи кун та пуçа вырнаçмасть. Çĕрпĕве çитсен пĕр чарăнура мана, макăрса тăраканскере, пĕр хĕрарăм: «Эсĕ Валя Мартьяновăн йăмăкĕ мар-и? Сăнпа касса кăларса илнĕ пекех», — терĕ. /Хĕр чухнехи хушамат Мартьянова пулнă — авт./. Çапла вăл аппа патне илсе кайрĕ. Юрать, Турă çав çынпа тĕл пултарчĕ çавăн чухне. Каç та çывхаратчĕ. Аппа ăçта пурăннине камран ыйтса пĕлĕттĕм-ши? Çĕрпÿрисĕр пуçне нимĕн те пĕлмен вĕт эпĕ ун чухне. Нина пĕр каçра утиял çитти çĕлесе пачĕ. Ирхине интерната йăтса кайрăм, воспитателе тыттартăм. Ăна, пичет çапнă ытти вырăн таврашĕ хушшинче, текех нихăçан та курмарăм. Аппа çĕлесе панă утиял çитти куçран яланлăхах çухалчĕ.
Малалла вулас...

Елена ЛУКИНА. Людмила КИНЕР архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.