Сăвă кĕнеки кăларас ĕмĕтлĕ

14 Фев, 2019

— Чăвашла вĕренме йывăр мар. Кăркăс тата чăваш чĕлхисенче пĕрпеклĕхсем пур. Тĕслĕхрен, «аппа». Ман тăван чĕлхере вăл «анне» тенине пĕлтерет, «атте» кăркăсла «ата» пулать. «Ă», «ĕ» тата «ÿ» сасăсем пирĕн те пур, анчах вĕсене урăхларах çыраççĕ, — тет Юнтапа шкулĕнче 8-мĕш класра ăс пухакан Аскад Хайтматов.
Аскад — кăркăс ачи. Мĕнле килсе лекнĕ вăл Чăваш Ене? Хăй каланă тăрăх, арçын ача 8 çул тултарсан çемье Кăркăс çĕрĕнчен тухса кайнă. Малтанах Мускавра пурăннă, унтан Саранск хулине çитсе вырнаçнă. Вырăс чĕлхине япăх пĕлнĕрен 4-мĕш класра вĕренмеллискерне 2-мĕш класа кăна йышăннă. Аскад ирçе ачисемпе пĕрле шкула çÿренĕ, вĕсен чĕлхине вĕреннĕ. Кăшт вăхăт иртсен çемье Чăваш Ене куçса килнĕ. 16 çула çывхаракан кăркăс ачи паян ялти ачасемпе пĕрле Юнтапа шкулĕн сукмакне такăрлатать, пур предметпа та ĕлкĕрсе пырать. Чăваш чĕлхи урокĕнче вăл класри ачасемпе пĕрлех, анчах пачах урăх кĕнекепе, хăй тĕллĕн вĕренет. Аскад вырăсла аван пуплет, чăвашла калаçнине ăнланать, анчах ăна хăй тĕллĕн сăмахлама çăмăлах мар. Килĕнче унпа çывăх çыннисем кăркăсла тата вырăсла калаçаççĕ.
Арçын ача сăвăсем илемлĕ вулать, темиçе хут та çак енпе конкурссене хутшăннă. Шкулта иртекен литература каçĕсенче те ăна сăмах параççĕ. Хăй те сăвăсем хайлать, анчах вĕсене пурне те кăтартмасть. «Хам валли çыратăп», — тет вăл. Çамрăка юрату теми илĕртет, хайлавĕсене те вăл хăй кăмăллакан пикене халаллать. Пирвайхи ăшă туйăмсем сăмах хыççăн сăмах, йĕрке хыççăн йĕрке шăрçалама хистеççĕ те. Кам вăл çав чун çунтармăш пике — ку вăрттăнлăх…
Сăвă тăруккăн, хавхалану пур чухне кăна çуралать теççĕ. Çакна Аскад та çирĕплетет. Акă, нумаях пулмасть вĕрентекен ыйтнипе арçын ача вăрçă çинчен сăвă хайланă:
— Каçхи 9 сехетре кăна аса илтĕм ун пирки, анчах пуçа нимĕн те килмерĕ. Çывăрма выртрăм. Каçхи 11 сехетре вăранса кайрăм, йĕркесем хăйсемех тупăнчĕç, сăвă çуралчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Страницăна Вера ШУМИЛОВА хатĕрленĕ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.