Пĕрремĕш страницăри пике илĕртнĕ

14 Фев, 2019

Иртнĕ шăматкун, нарăсăн 9-мĕшĕнче, Патăрьелте чаплă туй кĕрлерĕ. Унăн евчи — «Çамрăксен хаçачĕ». Шăпах пирĕн кăларăм пулăшнипе паллашнă хĕрпе каччă çемье çавăрчĕç.

«Сире таçта курнă пек…»

Пĕлтĕр юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Вĕрентекене савнийĕпе паллаштараççĕ» статья пичетленсе тухрĕ. Ăна Учитель кунĕ тĕлне хатĕрлерĕмĕр. Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа пики Ольга Адюкина пирки çыртăмăр. Шупашкарти 37-мĕш шкулта тăрăшаканскер ĕçри кăсăклă саманчĕсем пирки интереслĕ каласа кăтартнăччĕ.
Хаçат Патăрьел районĕнчи Начар Упи ялĕнче пурăнакан Александр Леонтьев аллине çакланнă. Сашăн çемйи пирĕн кăларăма чылай çул çырăнса илет иккен. Каччă пĕрремĕш страницăри сăн ÿкерчĕке тимлесе пăхнă. Доска умĕнче — сарă çÿçлĕ илĕртÿллĕ пике. Ăна таçта курнă пек туйăннă. Статьяна шĕкĕлчесе тухсан аса илнĕ: «Чăнах та! Çурла уйăхĕнче телевизорпа курнăччĕ вĕт!» Ун чухне Ольга шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрленсе çитнине каласа панă. Илĕртÿллĕ хĕр хăйне камера умĕнче мĕнле тыткалани, калаçни каччă кăмăлне кайнă. Шел те, Саша унăн ячĕ-шывне астуса юлайман.
«Çамрăксен хаçатĕнчи» статьяна тишкерсен каччă нумай шухăшламан — пикене социаллă сетьре шыраса тупнă та кĕске çыру шăрçаланă. Анчах Ольга хурав пама васкаман. «Кашни ир, кашни каç çыратчĕ. Ырă ир, ырă каç сунатчĕ, илемлĕ ÿкерчĕксем яратчĕ, — аса илчĕ пике. — Пĕррехинче пĕчченех лараттăм, тунсăх пусрĕ-ши? Çине-çинех çыру вĕçтерекен патне кĕске хурав шăрçаларăм…»

51 кĕл чечекпе ылтăн çĕрĕ

Саша Оля пурнăçне çиçĕмле хăвăртлăхпа вирхĕнсе кĕнĕ. Килĕштернĕ пикене куçран вĕçертес темен вăл. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче каччă пĕрремĕш утăм тунă. Оля ĕçлекен шкула курьер янă — кĕрен тĕслĕ 15 кĕл чечекрен тăракан çыхха çитерме хушнă. Пике ăна йышăннă, анчах камран пулнине тавçăрайман. Тепĕр кунне каçхине каччă хĕрпе паллашма çитнĕ. Пушă алăпа мар, каллех чечек çыххипе. Пикен юратнă чечекĕ — кĕл чечек. Вĕсене Саша ялан çыххипе парнелет — 15 е 51 çеçкерен тăраканнине. «Шкулта та, килте те вĕсен илемĕпе киленеттĕм», — аса илет Оля.
Савакансемшĕн вăрăм çул та чăрмав мар. Водительте ĕçлекен яш хĕре курассишĕн ним мар çĕр-çĕр çухрăма парăнтарнă. Уншăнах вăл кашни кун Патăрьелтен Шупашкара вĕçсе çитме хатĕр пулнă.
Ваттисем атте-анне сăмахĕнчен иртме каламан. Ольăшăн та çывăх çынсен шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ. Ашшĕ пулас кĕрĕвĕпе ăнсăртран, тĕп хуламăрти больницăра пулнă хыççăн, тĕл пулнă. Икĕ арçын çул тăршшĕпе пĕр чарăнми калаçнă. «Аçупа паллашнă хыççăн шухăшăм çирĕпленчĕ, манăн сана ытларах пĕлес килет», — тенĕ яш. Аслă ăрури те хĕрĕн савнине кăмăлланă. Пурнăç тути-масине астивнĕскер усал тата ырă чунлисене уйăрма вĕренсе çитнĕ ахăртнех.
«Хĕрсен суйлас, тиркес йăла пур çав. Эпĕ те каччăсенче çитменлĕх шыраттăм. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче çул çинче Сашăна сăнаса пытăм. Çÿллĕскер, ырăскер… Чи кирли — мана, атте-аннене хисеплет. «Кама шыратăп- ха эпĕ? Мĕн кĕтетĕп?» — шухăшласа пытăм. Акă вăл — ĕмĕтри савни. Яланах çÿллĕ те кĕре ÿтлĕ каччăпа пурнăçа çыхăнтарăп теттĕм. Çапла, эпĕ ĕмĕтленме юрататăп. Шухăшăмсемпе таçта-таçта инçе вĕçеттĕм. Çакăн валли ятарлă вырăн кирлĕ мар: пахчана тухсан та, шавлă урампа утнă чухне те ĕмĕтленетĕп», — пĕлтерчĕ Оля.
Патăрьел каччишĕн те çемье тĕп вырăнта. Саша савнине ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ- асламăшĕпе паллаштарасшăн тăрăшнă. Анчах Оля шикленнĕ. Телей кайăкне алăран вĕçертесшĕн пулман яш лару-тăрăва хăвăртах татса панă. Раштавăн 15-мĕшĕнче 51 кĕл чечекрен тăракан çыхăпа ылтăн çĕрĕ туяннă та пикене мăшăрĕ пулма ыйтнă. Хĕр хирĕçлемен. «Сашăн çемйи питĕ ырă та тарават. Эпир пĕр- пĕрне тахçанах палланăн туйăнчĕ. Мана ăшшăн кĕтсе илчĕç. Сашăн йăмăкĕпе те хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăм», — калаçăва малалла тăсрĕ пике. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.