Уй-хире - юсавлă техникăпа

13 Фев, 2019

Республикăри хуçалăхсенче тăрăшсах ака-сухана хатĕрленеççĕ: вăрлăх тасатса сортлаççĕ, техникăна юсаççĕ, удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлеме химикатсем туянаççĕ.
Çак кунсенче Канаш районĕнчи «Пионер» агрофирмăра ял хуçалăх техникине юсама ăшă мастерской туса пĕтернĕ. Кунта механизаторсене, водительсене ĕçлеме, канма условисем çителĕклех: боксра ăшă, таса, инструментсем валли тимĕр ещĕксем, çÿлĕксем, автоматика алăксем… Малашне электричествăпа ĕçлекен кран та вырнаçтарасшăн. Обћекта 2018 çулхи август уйăхĕнче тума пуçланă. Çакна валли хуçалăх хăй укçине 9 млн та 245 пин тенкĕ хывнă. Агрофирма ертÿçи Николай Николаев каланă тăрăх, ăна кĕрхи-çурхи юрлă-çумăрлă çанталăкра машина-трактор юсакансене пулăшас тĕллевпе тунă. Хĕрÿ тапхăрта кашни минут хаклă. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра вĕçлесси ял хуçалăх техники юсавлă пулнинчен те килет.
Çĕнĕ мастерскойра ĕç шавĕ кĕр­лет. Аграрисем машина-трактора тĕ­рĕслеççĕ, юсаççĕ. Сăмах май, нумаях пулмасть хуçалăхра акмалли çĕнĕ агрегат та туяннă. Вăл 10 метр сарлакăш илсе пырать, 5 ĕç пурнăçлать. Унпа талăкра 150 гектар акма пулать. Кун пек чаплă агрегат республикăра çук-ха. Предприятин усă куракан çĕрсем хушăннă май хăватлă агрегатсăр йывăртарах. Хуçалăх ĕçченĕсем вăрлăха та кĕркуннех тасатса сортланă. Вăл йăлтах акма юрăхлă. ГСМ, удобрени те пур.
Çак кунсенче Муркаш районĕнчи Андреев ячĕллĕ хуçалăхăн машина-трактор паркĕ те виçĕ çĕнĕ МТЗ-82 тракторпа пуянланнă. «Эпир вĕсене Рос­агролизинг урлă илтĕмĕр. Пирĕн тăрăхри çырма-çатраллă вырăнсенче пĕчĕк техникăпа ĕçлеме меллĕ. Кĕркунне 2 дискаторпа 2 сеялка туянтăмăр. Вăрлăх çителĕклĕ, йăлтах кондицие лартнă. ГСМ та пур, çывăх вăхăтра удобрени кÿрсе килмелле. Кăçал пирĕн тĕрлĕ культурăна 500 гектар çинче акса хăвармалла. Çанталăк лайăх тăрсан, хамăр тăрăшсан çураки вăхăтра вĕçленмелле», — пĕлтерчĕ Виталий Семенов ертÿçĕ.
Вăрнар тăрăхĕнче те умри ĕççине тăрăшсах хатĕрленеççĕ. «Çанталăк ăшăтнă май ял хуçалăх техникине юсатпăр. Хуçалăхра акма вăрлăх çителĕклĕ. Йăлтах кондицие лартнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те илсе хунă. 270 тонна удобрени хатĕрлерĕмĕр. Май пулсан элита вăрлăх та туянасшăн-ха», — терĕ «Мураты» ЯХПКан ертÿçин заместителĕ Юрий Спиридонов.
Аграрисене минерал удобренийĕпе тивĕçтерме республикăри Апат-çимĕç фончĕ те пулăшать. Ăна заявка панă тăрăх кÿрсе килеççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çураки валли 14,5 пин тонна удобрени кирлĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 1 пин тонна ытларах. Пĕлтĕр акакан пĕр гектар çĕр пуçне 30 кг удобрени хывнă. Юхăннă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ май хире удобрени ытларах кăларма тивет.
Акма вăрлăх çителĕклĕ-и? Февра­лĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсенче çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне 49,2 пин тонна янтăланă /100%\. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри специалисчĕсем 46,6 пин тонна вăрлăх тĕрĕсленĕ. Çав шутра кондицилли — 33,4 пин тонна /72%\.
Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Елчĕк районĕсенче мĕн пур вăрлăха тĕрĕслеттернĕ. Юлашки вăхăтра ултă районта кăтарту палăрмаллах лайăхланнă. Вăрлăх хатĕрлессипе Шупашкар /94%\, Тăвай /90%\ районĕсем малта. Хальхи вăхăтра республикăра 70 звено ĕçлет.
Лариса Никитина.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.