- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕллевлĕ ачана çитĕнÿ те алă парать
Ача садĕнче кăнтăр вăхăтĕнче çывăрма юратманран вăл амăшне ялан шкула каяс килет тенĕ. Парта хушшине ларсан [хăй аса илнĕ тăрăх 2-мĕш класра] çывăх çынни пĕррехинче унăн альбом-тетрадĕнче «Садике таврăнас килет», — тесе çырнине асăрханă. Элĕкри шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Мария Егоровăпа амăшĕ тетрадьре çырнине халĕ те йăл кулса аса илеççĕ.
Çывăх çыннисен х\ттинче
— Шкула кайиччен эпĕ вулама пĕлмен. Ача садĕнче тантăш хĕрача пире юмахсем вуласа паратчĕ те манăн та вĕренес килетчĕ. Асанне килте вулама хăнăхтарасшăнччĕ, анчах алфавита астуса юлаймастăм, — çапла пуçларĕ калаçăва вĕренÿ отличникĕ.
Маша халĕ пур предмета та çăмăллăнах парăнтарать. Физикăпа йывăрлăх сиксе тухкалать-ха, анчах 11-мĕш класра ăс пухакан пиччĕшĕ ăна темăна ăнланма пулăшать. Хĕрача ялан «5» паллă илме хăнăхнă та «тăваттă» илсен лăпланаять-ши?
— Аттепе анне аслă пĕлÿ илнĕ çынсем. Вĕсем вĕренÿре кăна мар, ытти çĕрте те тĕрĕс çул суйлама пулăшаççĕ. Хăш-пĕр чухне пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама кăмăл çукки те пулать, вĕсем кун пек вăхăтра ялан алă параççĕ, — хăйне пурнăç парнеленĕ çыннисене хисеплесе калаçрĕ шкул ачи.
Ыттисем патне ĕнентерÿллĕ çитермелле
Мария Егорова — Раççей шкул ачисен юхăмĕн хăйсен шкулĕнчи организацийĕн лидерĕ. Ытти хастарпа пĕрле вăл пĕлÿ çуртĕнчи пресс-центр епле ĕçленине видеоролик ÿкернĕ. Унта шкулта тухса тăракан хаçата та кăтартнă. Çак ĕçпе вĕсем, 6 вĕренекен, ВДЦ /Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕ/ сменăна кайма тивĕçнĕ. Ун хыççăнах Маша «Орленокра» пулнă. Хура тинĕс хĕррине çурла уйăхĕнче çитнĕрен унăн илемĕпе вĕçĕ-хĕррисĕр киленнине аса илчĕ вăл. «Орленокра» тус-юлташран пуянланнине, шкулти мероприятисене епле ирттермеллине, ачасене мĕнле кăсăклантармаллине, хăвăн шухăшусене ыттисем патне ĕнентерÿллĕ çитермеллине хăнăхнине тулли кăмăлпа каласа кăтартрĕ пике. Унсăр пуçне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи тантăшĕсен культурипе паллашнă вăл.
Пушă вăхăт «пушă» иртмелле мар
Пушă вăхăтра хĕрача кĕнеке вулама юратать. Тĕрлĕ хайлавпа интернетра мар, ĕмĕрсем хушши пĕлÿ çăл куçĕ шутланнă кĕнекене шĕкĕлченине нимĕн те çитес çук, астуса юласлăх пĕлтерĕшĕ те пысăкрах тесе палăртрĕ вăл. Тĕрĕ тĕрлеме юратаканскер шурă пусма çине чăваш эрешĕсене куçарать. Ку ал ĕçне шкулти музейри /И.Я.Яковлев уçнă шкул пулнă/ кружокра хăнăхнă Маша.
Тĕрлĕ енлĕ аталанма тăрăшакан хĕрĕн тус нумай.
— Юлташсенчен ыррине, усăллине вĕренме тăрăшатăп. Кирлĕ вăхăтра пулăшу пама пултаракан çынна хаклатăп. Хĕрачасен тирпейлĕ, сăпайлă, арçын ачасен хăюллă, яваплă пулмалла, — шухăшлăн калаçрĕ Маша. Кăçал вăл экзаменсем тытма хатĕрленет. Умра, чăнах та, самай пысăк яваплăх, хумхану. Мария Егорова çак тĕрĕслевре хумханмалла мар тесе тĕллев лартнă. Пăлханни балсене чакарать тет.
Маттурскер çак кунсенче республикăра истори предмечĕпе иртнĕ олимпиадăран таврăннă. Кăтартăвне чăтăмсăррăн кĕтет. Вăл вăрçă çинчен фильмсем пăхма юратать. Ытларах ăна ăс паракан, усăллă, кăтартуллă кинокартинăсем килĕшеççĕ.
— Патриотизм пĕлĕвне, кăмăл-туйăмне аталантарни пысăк пĕлтерĕшĕ. Çакă малалла ытларах пĕлме, вĕренме хавхалантарать. Акă, тĕслĕхрен, Ленинград блокади пирки вуланăччĕ. Çынсем выçлăхпа аптăраса выльăх-чĕрлĕх шăмминчен тунă столяр çилĕмне вĕретнĕ, çинĕ. Çав çилĕме тупассишĕн хаклă япалисене сутнă. Çын пурнăçа çапла хаклани çитĕнекен ăрушăн питĕ витĕмлĕ тесе шухăшлатăп, — чунне уçрĕ Маша.
Умра унăн пысăк ĕмĕт — «Артека» каясси. Вăл Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен «Спутник» конкурсне хутшăннă. Космоса тĕпчекен проектсен 1-мĕш турне парăнтарнă та ĕнтĕ. Малалла — ăнăçăва шанать. Хĕр ăслă, анлă тавра курăмлă тантăшĕсемпе тĕл пулма ĕмĕтленет. Çавăнпах ăна журналист профессийĕ илĕртет. Тен, психолог та… Çынсемпе ĕçлес килет Марийăн. Килтен тухма, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитме сăлтав та пулнине пытармарĕ. Ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан çынна çитĕнÿ вара куçран пăхать.
Елена ЛУКИНА.
Комментировать