Хĕр вăрлама юратакан Очкассисем

Красноармейски районĕнчи Очкасси ялĕнче паян 22 кил шутланса тăрать. Анчах 9 çурт мăрйинчен çеç тĕтĕм тухать. Ку ял пысăккисен йышне нихăçан та кĕмен темелле. 1999 çулта кунта 12 хуçалăх тĕпленнĕ, 33 çын пурăннă. 2002 çулта вара 13 киле шута илнĕ.
41 çул — фермăра
Пĕчĕк çак ялта шкул нихăçан та пулман. Ачасем Кĕçĕн Шетмĕне çул тытнă. Уйрăм хуçалăх та йĕркеленмен ку тăрăхра.
Чим-ха, сысна ферми пулман мар. Çак ялта çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленнĕ Любовь Кириллова шăпах унта вăй хунă та малтан. 1937 çулта кун çути курнăскер паян пĕчченех пурăнать. Канмалли кунсенче ачисемпе мăнукĕсем килсе çÿреççĕ.
— Инçе кайма пĕлмен, урам урлă çеç каçнă. Паспорт памасчĕç вĕт ĕлĕк. Тем пек макăрса ыйтсан та усси пулмарĕ. Выртса йăваланса та пăхрăм. «Эпир килте сакăр ача, эпĕ ывăл та мар, тракторпа та ĕçлеймĕп», — терĕм. «Колхозра çын кирлĕ», — пулчĕ хурав. Укçа çук. Ĕçлемелле. Сысна та самăртрăм, пăру та пăхрăм, ĕне те сурăм — 41 çул ĕмĕрлерĕм фермăра.
Ĕлĕкрех ялта сысна вити пурччĕ-ха. Ăна пĕтерсен пĕр хушă Кăмакалта тăрăшрăм. Ун хыççăн Пшонкăна пăру пăхма илсе кайрĕç. Унтан Кĕçĕн Шетмĕне куçарчĕç. 25 ĕнене алăпа суса пурăннă. Килтен çур çĕр иртни 2 сехетре тухса утаттăм. Çынсем çывăраççĕ вĕт вăл вăхăтра. Вучах чĕртсе кастрюльпе чей лартса хăвараттăм ачасем валли. Çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и — пур пĕр каймалла. Икĕ тарăн çырма урлă каçса çÿремеллеччĕ. Ферма ĕçĕ çăмăл мар: тислĕкне хырмалла, çăнăхне памалла, шăвармалла, пăрушĕсене ĕçтермелле. Каярах аппаратпа сума тытăнтăмăр. Ĕçе вĕçлесен часрах каялла тухса чупаттăм. Килте те выльăх-чĕрлĕх усранă вĕт. Ĕнене сăваттăм та кĕтĕве хăвалаттăм. Сурăх çăмне те касмалла, ачи-пăчи вĕтĕ… — аса илчĕ Любовь Кирилловна иртнĕ кун-çулне. — Кĕркунне куçран чиксен ним курăнмасчĕ. Çырма тĕпне тăрăнса анас мар тесе аран-аран анаттăм. Хыт-хураран çаклансан та чикĕленме пулать вĕт. Хăпарма ытлашши хăрушă марччĕ ĕнтĕ… Пĕррехинче шу-у-ултăра пăрлă çумăр çăвать. Уй варринче ăçта пытанăн? Сăрт айкки те çук. Тумтир те çÿхе. Пуçран ытлашши çапасран алăпа хуплам пекки тума тиврĕ. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне те, ĕçлеме тытăнсан та Шетмĕ шывĕ урлă кĕпер хывманччĕ. Вăрманĕ те пулнă, арçынĕ те — мĕншĕн туман-ши çавна?.. Çуркунне шыв кайнă чухне кăкăр таран кĕрсе каçаттăмăр ун урлă. Шкул ачисене ку вăхăтра каникула яратчĕç-ха. Фермăра каникул çук-çке, — терт-нушине, чăн та, сахал мар курнă хĕрарăм.
Мăшăрĕ Изосим Григорьевич шоферта тăрăшнă. 3 хĕрпе 2 ывăл ÿстернĕ иккĕшĕ. Шел, кил хуçи пурнăçран 30 çул каяллах уйрăлнă. Ачисене ура çине пĕчченех тăратнă хĕрарăм.
82 çула кайнăскер пăру та усрать. Пысăк ĕçсем пурнăçлама палăртнă чухне ачи-пăчи, мăнукĕсем килеççĕ. Утă çулма хăй те ухата Любовь Кирилловна. Бензинпа ĕçлекен çава илсе панă ăна.
— Ним йывăрри те çук. Пĕчĕккине суйланă ман валли. Яшлаттаратăп кăна, — кулать вăл уçă кăмăлне палăртса.
Сехет чарăнсан…
Пĕр урамлă ялта лавкка та çук. Эрнере икĕ хутчен райпо автомашини кĕрсе тухать. Кирлĕ тавара тунти кунпа эрне кунсерен туянма хăнăхнă Очкассисем.
— Ĕнер çăкăрсăрах тăрса юлнă. Юрать-ха вырсарни кун ачасем илсе килнĕччĕ, çавă пĕтмен. Çил-тăман яла кĕмелли çула хÿсе лартнă та — кĕреймен çав машина. Лавккасăр 11 яла çитет тет вăл, — ăнлантарчĕ Римма Григорьева.
80 урлă каçнă Римма Васильевна Васнарта çуралса ÿснĕ. Чăваш йăли-йĕркипе вăрласа килнĕ ăна. 50 çул килĕштерсе пурăннă çемье. Виçĕ ачине кун çути парнеленĕ. Шел, пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Прокопий Кириллович чĕри тапма чарăннă.
Тăван ялĕнче 20 çул яхăн колхозра тăрăшнă хастар хĕрарăм. Очкассине качча килсен малтан райпо столовăйĕнче, унтан шкулта повар пулăшаканĕнче ĕçленĕ.
Район центрне çитме — 9 çухрăм. Ĕçе вара 6 сехет тĕлне çитме тивнĕ. Паллах, тул çутăласса кĕтмен, çур çĕрте тухса утма тивнĕ.
— Пĕрре çапла вăранса кайрăм — сехет чарăнса ларнă. Тухса чупрăм часрах. Иртерех пулчĕ иккен. 4 сехете çитрĕм ĕçе, кĕтме тиврĕ, — аса илет пуçне усма хăнăхманскер.
— Выльăхне ăна яланах нумай усранă. Хăш-пĕр чухне 12 сурăх, 3 ĕне те пулнă. Чăххи-чĕппи халĕ те картиш тулли. 2 пăрушка пур халĕ. Икĕ ĕне усрарăмăр. Иккĕшĕ те хĕсĕр пулчĕç. Сутрăмăр. Апачĕ пĕттĕр, сарайĕнче ан пултăр тесе икĕ пăру туянтăмăр, — каласа кăтартать Римма Васильевна.
Сăпайлă, уçă та ырă кăмăллă пулни калаçăвĕнчен те палăрать.
Тавара уйрах хăварнă
Пуçне усма хăнăхман Очкассисем. Пĕчĕк йышпа пурăнсан та хастарлăхпа палăраççĕ. Ÿркенесси те йăлара çук вĕсен. Лаврентьевсем акă виçĕ ĕне, пăру усраççĕ. Кĕçĕн ывăлĕпе кинĕ пулăшмасан вăй-хал çитереймĕччĕ Людмила Емельяновна. Красноармейскинче хваттерте пурăнаканскерсем кашни ир, кашни каç килеççĕ амăшĕ патне. Сĕтне сутма ял хĕррипе иртекен çул хĕррине тухма тивет.
— Хĕр чухне Красноармейскинче кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ эпĕ. Нарспипе Тăхтаман пек, пĕр-пĕрне пĕр сехет те курса калаçман пулас мăшăрпа. Лартрĕç те вăрласа килчĕç Кăмакала. Хунеçе пÿрт илсе пачĕ те ку яла уйрăлса тухрăмăр. Кăçал кунта качча килнĕренпе 50 çул çитет. Мăшăр вилнĕренпе — 20 çул, — тет Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕнче çуралса ÿснĕскер. — Вăрласса асăрхаттарса та хуман. Ĕç вăхăтĕнчех пырса кĕчĕç. Карта шăтăкĕнченех илсе тухса кайрĕç. Турткаланнипе капрон чăлха та çĕтĕлсе пĕтрĕ. Шăп пăрçа çулаççĕ улăхра. Хупса хучĕç. Аттепе аннене систернĕ ман пирки. Халĕ аса илсен кулас та килет…
Çапла çемье чăмăртанă та Валентин Павловичпа Людмила Емельяновна. 5 ачине кун çути парнеленĕ. 30 çул пĕрле пурăннă хыççăн ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă кил хуçи. 6 мăнукĕпе, 1 кĕçĕн мăнукĕпе пĕчченех савăнать паян хĕрарăм.
— Малтан пĕчĕк пÿрт кăначчĕ, кайран çак çурта лартрăмăр. Мăшăр вăкăрсем, лашасем пăхнă. Эпĕ лавккара та, бригадирта та, весовщицăра та, совхозра та тăрăшнă — ĕçлеменни юлмарĕ. Нуски-чăлха таврашне яланах\çыхнă. Чирленĕ хыççăн тĕрлĕ ытти япала янтăлама тытăнтăм. Вăхăт ирттермелле вĕт. Кĕнеке-журнал вулама кăмăллатăп. Куçлăх кирлĕ мар мана, ăна тăхăнас марччĕ-ха.
Пшонкăра лавккара 12 çул ĕçлерĕм. Çул çукчĕ. Тавар тиеме кайсан путса ларни те, çĕрлеччен асапланни те пулнă. Лавсемпе тарăн çырма урлă каçаттăмăр. Тавара уйрах хăварни те пулкаланă. Халь пулсан… Пĕр япала та юлас çук. Канаша çăнăх тиеме каяттăмăр. Ăна Кĕçĕн Шетмĕрен Пшонкăна çитермеллеччĕ, унта пушатма халăха чĕнмеллеччĕ… Çыннисем ĕне сума ларнă, вăхăчĕ çук… Е тата çĕрле кама шаккăн?.. Халĕ шăнкăравламалла кăна — хапха умнех килсе параççĕ кирлĕ тавара. Ырлăх, — палăртать Людмила Лаврентьева.
Чăннипех те пуç усман çынсем кун кунлаççĕ Очкассинче. Пурнăçпа туллин киленме хăш-пĕр çитменлĕх те чараймасть вĕсене. Ку яла пĕтекеннисен йышне кĕртме васкамалла мар-тăр. Асăрхăр-ха, кил-çурт йышĕ чакса мар, ÿссе пырать-çке. Икĕ хутлă кампар çĕнĕ çуртсем те вырăн тупнă кунта. Йытă хам-хам! туни кăна мар, канмалли кунсенче ача сасси те илтĕнет урамра.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.