- Чăвашла верси
- Русская версия
«Атте ман умра сукмак кăна мар, магистраль уçса хăварчĕ»
Паллă çынсен ачисен пурнăçĕ, ахаль çынсеннипе танлаштарсан, урăхларах пек туйăнать. Мĕнле-ши вăл: лайăх-ши е япăх-ши? Çак ыйту нумайăшне кăсăклантарнăран çĕнĕ рубрика уçас терĕмĕр. Пĕрремĕш хăна — Чăваш халăх артисчĕн, паллă юрăçăн Иван Христофоровăн ывăлĕ Иван ХРИСТОФОРОВ. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл пирĕн вулакансем валли.
Макăрса кулиса хыçне тартăм
Паллă çын çемйинче çурални маншăн — ăнăçу. Анчах пирĕн килте веçех пыл та çу пулнă тесе ка-ламăттăм. Эпĕ пĕчĕк чухне йывăр вăхăтсемччĕ. Кÿршĕсенчен çăкăр кивçен илнине те астăватăп.
Анне Юлия Михайловна лавккара ĕçленĕ чухне аттепе паллашнă. Вăл ун патне кашни кун килсе çÿренĕ, мĕнле те пулин кучченеçпе хăналаса хăварнă. Вĕсем тĕл пуличчен иккĕшĕ те пĕрер хутчен çемьеленсе уйрăлнă. Аннен пĕрремĕш упăшкинчен ывăл Юра пур. Вăл маншăн тăванран та тăван пичче. Атте аннерен 20 çул аслă пулни вĕсене пĕрлешме чăрмантарман. Эпĕ çуралнă чухне атте 56-ра пулнă. Анне чылайранпа Шупашкарти «Ярмăркка» пасарта — контролер, тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçне пăрахмасть. Палăртам: вăл та хитре юрлать.
Эпĕ садике çÿренĕ чухнех ăнлантăм: манăн атте паллă юрăç. Ăна телевизорпа кăтартатчĕç, ра-диопа юррисене янраттаратчĕç. 2-3 сăмахранах аттене палласа илеттĕм. Воспитатель те радиопа илтсен тÿрех калатчĕ: «Кил кунта, санăн аçу юрлать».
Музыка енĕпе пĕрремĕш утăмсене тумашкăн атте вĕрентнĕ. Кайран музыка шкулне çÿреме пуçларăм. Купăс, баян, домра, гитара калама пĕлетĕп. Занятисене тăтăшах сиктереттĕм. Пĕррехинче урамра аттене тĕл пултăм. «Эсĕ мĕншĕн шкулта мар?» — терĕ. Темĕн суясшăнччĕ, вăл сисрĕ те манпа пĕрле шкула пычĕ. Унта ман çинчен ăна веçех каласа пачĕç. Купăс калама атте вĕрентрĕ. Такмак каласа ташлаттарма пултаратăп. Шкул хыççăн Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине кайрăм. 3-мĕш курс хыççăн культура институтне куçрăм. Опера юрăçи класне пĕтертĕм, унсăр пуçне эпĕ вокал енĕпе педагог.
Пĕрремĕш хут Трактор тăвакансен керменĕн сцени çине 6 çулта тухрăм. Аттен концерчĕччĕ. Ми-крофон патне çитмешкĕн пукан лартса пачĕç. Унта хăпарса тăрса «Кач-кач-качака кĕрсе кайрĕ пах-чана купăста çиме» сăвва каласа патăм. Ăна халĕ те манман, хамăн ывăлăма вĕрентетĕп.
Çавăн чухне маншăн кĕтмен çĕртен пăтăрмах сиксе тухрĕ. Юрламашкăн сцена çине пĕчченех тухрăм. Тăрук аттен юрри янăраса кайрĕ. Эпĕ çухалса кайрăм та кулиса хыçне чупса тартăм. Хăранипе макăртăм. Атте мана лăплантарчĕ. Диджея унран сăмах тивнĕччĕ, унăн йăнăшĕ мана сценăран яланлăхах пистерме пултарнă-çке. Кайран аттепе пĕрле тухрăмăр. Иксĕмĕр «Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă…» шутлав юррине юрларăмăр. «В лунном сиянии» — пĕрремĕш юрăсенчен пĕри. Хăранине астăватăп. Юрать-ха, прожектор сценăна çутатнăран залра тĕттĕм пек туйăнатчĕ, халăха курмастăм. Концертсенче мана пĕчĕклех темĕн те парнелетчĕç. Чи хаклисенчен пĕри — кĕрĕк. Ăна сцена çине илсе тухса тăхăнтартрĕç. Кайран хаклăрах парнесем те пулчĕç. Сăмахран — гитара. Ăна аттен юлташĕ, Кÿкеçре пурăнакан Николай Столяров панăччĕ.
Сăмса каçăртма хушман
Атте чăваш эстрада юррисене ăшăма хывтарма тăрăшатчĕ. Анне нихăçан та хирĕçлемен. «Çемьере пĕр артист çителĕклĕ», — тесе каламан. Аттен тăтăшах гастрольте пулма тивнине курса ÿсрĕм. Вăл 1-2 эрнелĕхе кайсан тунсăхлаттăм. Таврăннă самант — чи савăккиччĕ. Ÿссе кайнă сухалĕ ачашланнă чухне питĕме чикетчĕ. Яланах парне илсе килетчĕ. Видеомагнитофон туянсан пĕтĕм кÿршĕ, юлташсем пирĕн пата кино курма пуçтарăнатчĕç. Пĕр гастрольтен вăл пĕлĕт тĕслĕ çăмăл машинăпа «Копейкăпа» таврăнчĕ. Ăна хăмпăсемпе илемлетнĕччĕ. Картишре уяв пулчĕ, унăнни пек машина никамăн та çукчĕ.
Атте каланă ылтăн сăмахсем ĕмĕрлĕх пуçăма кĕрсе юлчĕç: «Çын мĕн чухлĕ ансатрах, çавăн чухлĕ ытларах ăна хисеплĕç. Нихăçан та сăмсуна ан каçăрт». Эпĕ те атте пекех ансат пулма тăрăшатăп. Юрлама чĕннĕ çĕре вăл яланах каятчĕ, тиркешсе тăман. Килте ларас килмен унăн, усăллă пулма тăрăшнă. Хăйпе пĕрле ăшăлăх илсе килнĕ. Вăл пур чухне çынсем ырăрахчĕ. Концертсенче усаллăх пулман, чунтан алă çупатчĕç.
Атте троллейбуспа çÿреме юрататчĕ. Концерта каятчĕ-и е унтан таврăнатчĕ-и — аллине гитара тытатчĕ те общество транспортне ларатчĕ, аванмарланса тăман. Çынсем тĕлĕнетчĕç: «Эсĕ мĕншĕн аçуна пĕрле машинупа лартса килместĕн?» Вăл яланах халăхпа пулма тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ халăх артисчĕ! «Манăн «проездной», унăн хакне кăлармалла», — шÿтлеме пĕлетчĕ атте.
Çавăн пек пулса тухрĕ, аттен малтанхи арăмĕнчен çуралнă ачисемпе эпĕ унччен хутшăнман. Атте вилни пире пĕрлештерчĕ. Икĕ аппапа пĕрремĕш хут аттене пытарнă чухне паллашрăм. Ку тĕлпулă-вăн маларах пулмаллаччĕ.
Ял хĕрне качча илме ĕмĕтленнĕ
24-ра авлантăм. Унчченех ял хĕрне качча илме шухăшлаттăм. Çемьешĕн ку мĕн тери лайăх! Ял пики йывăр ĕçрен хăрамасть, кутăн мар, укçа салатмасть, хуçалăхшăн тăрăшать... Пулас арăмпа Ксений-ăпа вара 2011 çулта Дагестана «Чунçÿреве» кайсан паллашрăм. Тĕрĕсрех каласан, пĕрре курсах юратса пăрахрăм. Автобусра малта ларса пыракан хĕре куç хыврăм. Тулли верси...
АШШĔНЧЕН:
— ят, ăна ашшĕ ыйтнипе çапла хунă, амăшĕ хирĕçлемен;
— сасă, вăл ашшĕн евĕр пулнине çынсем те асăрхаççĕ;
— хăлха, ун пекех çемçе;
— мăкăрăлчăк сăмса;
— алă çинчи пысăк турпалли;
— пÿрнесем, вăрăм та туйăмлă, пластикăллă;
— çÿç, ашшĕн ÿсĕмне çитнĕ тĕле ун пекех шап- шурă та кукша пуçлă юлĕ ахăртнех;
— Иван Христофоров-кĕçĕннин ывăлне аслашшĕн клонĕ теме пулать, Иван Ивановичăн копийĕ пулнине çынсем те асăрханă.
— унра мĕн лайăххи пур — йăлтах ашшĕнчен илнĕ тесе шухăшлать.
АМĂШĔНЧЕН:
— куçсем, ун пекех пысăк;
— перфекционист;
— вак-тĕвеке шута хурать, пĕтĕмпех лайăх та чаплă тума тăрăшать.
Алина ИЗМАН.
Комментировать