Вĕсем Ленинграда хÿтĕленĕ

29 Янв, 2019

«Хыпарăн» кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Гитлер тăшманĕ Маринеско кимминче» статьяра нимĕçсем лартнă мина çурăлса сирпĕннĕрен Нарва заливĕнче 1944 çулхи авăн уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче шыва путнă «М-96» кимĕре Муркаш районĕнчи Чуманкасси ялĕнче 1920 çулта çуралнă Алексей Филиппов тата Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче 1917 çулта çут тĕнчене килнĕ Михаил Васильев пуç хуни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Çакăн хыççăн вĕсем çинчен акă мĕн пĕлтĕмĕр.

Алевтина СЕМЕНОВА, Муркаш районĕнчи Анаткас Апаш ялĕн депутачĕ, клуб заведующийĕ:
— Алексей Филиппов спортпа туслă, вăр-вар пулнă. Велосипедпа ярăнса пынă чухне те хут купăс калама пултарнă. Чуманкассипе юнашар Отарккă ялне качча тухнă аккăшĕ Клавди патне пырсан кÿршĕ хĕрне Наçтаçа куç хывнă. Алексей Балти флотĕнче хĕсметре тăнă чухне пĕр-пĕрин патне çырусем çÿретнĕ. Вăл пуç хуни çинчен тăванĕсем патне хыпар çитерсен Наçтаç качча тухнă. Унăн хĕр ачи районта гинекологра нумай çул ĕçлерĕ.
А.Филиппов тăванĕсем — аккăшĕн Клавдин тăватă ачи, çав шутра Отарккăри Раиса Валентиновна Митрофанова, куккăшне асăнса пурăнаççĕ. «Элекçее Хĕрлĕ Çара ăсатма апи мана та илсе кайрĕ, — аса илчĕ Раиса аки. — Кокки, Советски районĕн çар комиссариатне кайма урама тухнăскер, мана, 6 çулти ачана, юратса çĕклесе илчĕ те виçĕ хутчен çÿлелле ывăтрĕ. «Шкулта лайăх вĕрен!» — терĕ. Сăмахĕсем халĕ те хăлхарах. Кокки Отарккăна пырсан мана велосипедпа пĕрре çеç мар ярăнтарнă».
«Салтака кайма ят тухсан, тоттăр вĕçтернĕ чухне, Элекçей яш-кĕрĕмпе сыв пуллашма çăм таптармалли армана кĕчĕ, — каласа пачĕ Отарккăри 93 çулти вăрçă ветеранĕ Петр Митрофанов. — Юлашки хут купăс каласа юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ».
Клавди ачисем Алексей флотран янă икĕ çырăвне нумай çул упранă. Пĕринче шыв айĕпе ишекен кимĕре инкекрен хăтăлнине пĕлтернĕ.
«Хыпарти» материалпа паллашса гидроакустиксен отделенийĕн командирĕ А.Филиппов умне кашни походрах «М-96» субмарина таврашĕнчи шыв çинчи тата айĕнчи кимĕсене вĕсенчен сарăлакан кĕрлев- сасă хумĕ тăрăх палăртма тĕллев лартнине пĕлтĕм. Акустиксем хăйсен тивĕçне ăнăçлă пурнăçланăран Финн заливĕнче тăшман лартнă пин-пин минăран пăрăнса иртнĕ. Шыв айĕпе пăтăрмахсăр пырасси А.Филипповран та нумай килнĕ. А.Маринеско командир тата экипаж çирĕплетнĕ тăрăх — «М-96» Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче Германи майлă çапăçнă Финляндин «Хелене» транспортне атакăласа шыва путарнă, флот командованийĕн заданине пурнăçлама похода çичĕ хут тухнă. Алексей çакна тăванĕсене пĕлтерме пултарайман. Субмаринăра сывлăш çитменнине, моряксем йывăррăн чăтса ирттернине, çĕрле кимĕ шыв çине тухсан экипаж уçă сывлăшпа сывлама рубкăран тухнине пытарман.
А.Филиппов 1944 çулхи авăн уйăхĕнче пурнăçран уйрăлсан, 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче, Балти флочĕн шыв айĕпе ишекен кимĕсен бригадин дивизионĕн штабĕ Чуманкассине Алексей фотоальбомне посылкăпа çитернĕ. Ăна чиксе янине çирĕплетекен документ паянхи кунчченех упранать. Малалла вулас...

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.