- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă ят ылтăнран çутă
Иртнĕ номерте Çеçпĕл Мишшин амăшĕн вил тăприне чылай çул тирпейлесе тăнă Зоя Михайловăна аса илнĕччĕ. Сăпайлă хĕрарăм çакна капашсăр пысăк ĕç вырăнне хумасть. Çапах та хаçат вулаканĕсене Зоя Васильевнăпа çывăхрах паллаштарас килет.
84-ран иртнĕ вăл. Шупашкарта пурăнать. Пĕлтĕрччен дачăра ĕçлеме вăй çитернĕ. Халĕ çуртпа çĕр лаптăкне сутнă ĕнтĕ. Çĕнĕ хуçасем валли ыхра, улма-çырла хунавĕсем лартса хăварнă. «Хамăр çитĕнтернĕ çĕр улми пĕтмен-ха», - хăпартланать хресчен ĕçне юратакан чăваш хĕрарăмĕ. Çапла, тарпа йĕпеннĕ çĕр çинчен пуçтарса кĕртнĕ çимĕç тем тесен те тутлăрах.
Зоя Михайлова Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕнче çуралнă. Çамрăклах кирпĕч заводĕнче вакун тĕкнĕ. «Çавăн чухне йывăр ĕçе кÿлĕннĕренех кукăрăлтăм-ши?» - кăмăлĕ пусăрăнать унăн. Унтан суту-илÿ ĕçне вĕреннĕ. Иосиф Сталин вилсен ытти студентпа пĕрле хура хăю сутма кăларнă ăна. Алла диплом илсен сутуçа вырнаçнă. Кайран 30 çул электроаппарат заводĕнче вăй хунă. Унăн мăшăрĕ те çакăнтах 45 çул тăрăшнă. Çут тĕнчерен уйрăлнă упăшкине ырăпа çеç аса илет кил вучахне упракан.
«Эпĕ телевизорпа илемлĕ фильмсем пăхмастăп, хыпар кăларăмĕсене çеç сиктермесĕр куратăп», - калаçăва тăсать Зоя Васильевна. Юлашки вăхăтра Украинăри лару-тăрупа кăсăклансах тăрать вăл.
Зоя Михайлова - икĕ ача амăшĕ. Асли Александр - çемьеллĕ. Хĕрарăма куç тулли мăнукĕсем хавхалантарса тăраççĕ. Кĕçĕннин Виталин ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Шкула кайма пуçтарăнаканскер пуçри шыççа пула вилсе кайнă. «Ун чухне раштавра та аслати авăтрĕ теççĕ», - амăшĕн чун суранĕ нихăçан та пирчеймĕ. Уншăн тĕпренчĕкĕ яланлăхах 9 çулта.
«Ăна пытарсан 1-2 çултан тĕлĕк тĕлленчĕ. Виталий çуркуннене çав тери юрататчĕ. Аслă çул айккипе тĕрлĕ тĕмпе йывăç çеçкене ларнă пек. Таçтан аякран ватă çынпа ача утса килеççĕ. Ман пата çитрĕç те - çав тĕпренчĕк Витали пулчĕ-тăчĕ. Ывăлăм ман енне пăхса кулса та кăтартрĕ. Çав хĕрарăм ăна хăйĕнпе пĕрле илсе кайрĕ», - чунне уçать Зоя Васильевна. Çеçпĕл Мишшин амăшĕ Агафия Николаевна пулнă, ахăр, вăл. Шăпах çак тĕлĕк хыççăн унăн вил тăприне 40 çул ытла пăхса тăнă ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ.
Мухтавлă ывăл çуратнă хĕрарăм çинчен Зоя Михайловăна типографире ĕçленĕ Александра Туйская каласа кăтартнă. Аслин хĕресна амăшĕ республикăри лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăни куç кĕрет.
Çеçпĕл Мишшин черетлĕ юбилейне паллă тунă вăхăтра пулăшу ыйтса радиона та çитнĕ, Агафия Николаевăн палăкне тÿрлетсе лартма çын шыранă. Анчах журналистсен ăна итлеме вăхăт тупăнман. «Ăнлантарма пĕлеймерĕм-и тен?» - пур пĕрех никама та айăпламасть Зоя Васильевна.
Кăçал та Шупашкарти 2-мĕш масар çинче канлĕх тупнă ывăлĕ патне çитсе килнĕ хĕрарăм. Çеçпĕл Мишшин амăшĕн вил тăприйĕ патне халăх çÿреме пуçланишĕн çав тери кăмăллă вăл.
Комментировать