- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван чĕлхене юратни анлă çул уçать
«Хавал» пуçару ушкăнĕ, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ регионсен шайĕнчи Чăваш çамрăкĕсен форумне йĕркелет. Вăл нарăсăн 16-мĕшĕнче Наци библиотекинче иртĕ. Ăна пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалланă. Форум пирки «Хавал» ертÿçипе, ют чĕлхесен шкулĕн директорĕпе Александр БЛИНОВ полиглотпа калаçатпăр.
— Александр Васильевич, кун пек мероприяти ирттерес шухăш епле çурални пирки каласа кăтартăр-ха.
— Чăваш Ен çамрăкĕсем валли форум сахал иртет теме çук. Йăлана кĕнĕ «Молгород», «Иволга» проектсене илер-ха сăмахран. Питĕ нумай çын пухаççĕ, усăллă иртеççĕ вĕсем. Анчах унта чăвашла калаçнине илтеймĕн. «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ пĕлтĕр чăваш ачисен слетне йĕркелерĕ. Çакна ырласа тата ку пуçарăва малалла тăсса çамрăксем валли те тăван чĕлхепе иртекен форум йĕркелеме шухăшларăмăр.
— Форум тĕллевĕ мĕнлерех?
— Кăсăклă çынсемпе паллаштарасси, чăваш чĕлхин анлăлăхне кăтартасси, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелесси, уйрăм проектсем пуçарасси. Чăвашра пултаруллă çын питĕ нумай. Тăван чĕлхене юратни вĕсене анлă çул уçса панă. Яшсемпе хĕрсене çавăн пек çынсемпе паллаштармаллах.
— Вăл мĕнлерех иртĕ?
— Чăваш тĕнчинче палăрнă çамрăк экспертсемпе тĕлпулусем кĕтеççĕ. Тĕрлĕ ăсталăх класĕсем ĕçлĕç. Хăшне-пĕрне асăнса хăваратăп: блогер, чăваш-медиа, культура, вĕрентÿ, çемье, ют чĕлхесем вĕренесси тата ытти те. Çамрăксен суйламашкăн ирĕк пур: ăçта чун туртать, çавăнта хутшăнма юрать. «Çавра сĕтелте» халăх эткерлĕхне упраса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма палăртнă. Малалла вулас...
Комментировать