- Чăвашла верси
- Русская версия
«Ермак» таçта та çитерет, тем тума та пулăшать
Ун чухне Николай Ермаков 5-мĕш класра вĕреннĕ. Çуллахи каникулта колхозра ĕçленĕ вăл. Пĕр кунхине ĕçе ашшĕпе амăшĕ илсе панă вĕр çĕнĕ велосипедпа çитсе тăнă. Ачасем ытараймасăр пăхнă. Иртен-çÿрен те асăрханă. Столовăйне апатланма кĕрсен арçын ача велосипедсăр тăрса юлнă. Икĕ кустăрмаллă ута утланса таракана тупайман. Николай хытă куляннă. Вĕр çĕнĕ велосипеда вăрлаттарса янă вĕт-ха! Тек ăна туянса памĕçех. Куляннипе ĕç тухмасть, арçын ача хăй тĕллĕн велосипед пуçтарма шухăшланă. Çакăнтан пуçланнă та унăн техникăна юратасси, ăна кивĕ хатĕр-хĕтĕртен ăсталасси.
Муркаш районĕнчи Юнкăри Кулибин пирки çывăх ялсенче илтмен çын юлман. Николай Ермаков ăста пирки хăй вăхăтĕнче Пĕрремĕш каналта та, «Че» телеканалта та кăтартнă. Вăл тимĕр-тăмăра ăсатнă машинăран пуçтарнă тракторпа урам тăрăх ярăннине ÿкерсе илнĕ. Ун хыççăн Николай Васильевич трактор, машина темиçе те пуçтарнă. Пĕрремĕш тракторĕ ĕçлемест ĕнтĕ, ăна сÿтсе пăрахнă. Ун хыççăн ăсталани хуçалăхра халĕ те пулăшать. Кулибинăн девизĕ: «Техникăпа анлă усă курмалла». Çавăнпа вăл кулленхи пурнăçра кирлĕ хатĕр- хĕтĕре хăех ăсталать: çĕр улми лартмалли, кăлармалли, утă çулмалли агрегатсем, культиватор, суха пуç… Çÿп-çап турттармашкăн прицеп та ăсталанă.
Николай Васильевич пирĕн республикăра иртекен «21-мĕш ĕмĕрти Кулибин» конкурса çулленех хутшăнать. Унта 2011 çулта çĕнтерсе 15 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Пĕр çул маларах та хутшăннă вăл конкурса. Ун чухне ăсталанă тракторĕпе /ăна регистрациленĕ/ çула тухнă. Прицеп çаклатнă, унта хăй аллипе тунă çĕр улми кăлармалли агрегата хунă. Шупашкара çитеймен — аварие лекнĕ. Ют çĕршывра кăларнă автомашина пырса çапнă ăна. Прицеп çăлăнăç пулнă. Тракторпа та, хуçипе те нимĕн те пулман. Çĕр улми кăлармалли агрегат тĕмсен хушшине «вĕçнĕ», прицеп саланса кайнă. Çав-çавах Шупашкара конкурса кайнă вăл, хутшăннăшăн сертификата тивĕçнĕ.
Николай Васильевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче инженер механике вĕреннĕ. Паллах, техникăна юратнипех çав çула суйланă. Кайран пĕр вăхăт тăван ялĕнче колхозра, шкулта ĕçленĕ. Халĕ вăл Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче студентсене вĕрентет. Унăн мастерскойĕнче кач-чăсемпе пĕрле ăсталанă машина та ларать. Николай Васильевич тракторист тивĕçĕсене те пурнăçлать. Хĕлле ав юр хырмалла. Кун валли агрегат хăех тунă вăл. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина КОШКИНА. Ермаковсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментировать