Шприцран линейка тума пулать-и?

24 Янв, 2019

Патăрьел районĕнчи Треньелте пурăнакан Василий Юманов физикăпа кăсăкланать. Арçын ача Патăрьелти 1-мĕш шкулта 7-мĕш класра ăс пухать. Вăл районти физика олимпиадинче çĕнтернĕ. Çак эрнере Шупашкарта иртекен республикăри 1-мĕш тата 2-мĕш тапхăрсене хутшăннă Вася.
«Олимпиадăри ыйтусем çав тери йывăр тесе калаймăн. Регионти 1-мĕш тапхăрта теорие пĕлнине тĕрĕслерĕç. 2-мĕш тапхăр 6 сехете яхăн пычĕ. Экспериментсене халалланă ăна. Тĕслĕхрен, шприцран линейка мĕнле тумалла-ха? Çакна ăсталама сăнав çеç мар, шутлав та кирлĕ пулчĕ».
Вася — районти математика олимпиадин призерĕ те. 1-мĕш класранпах çак предметпа лайăх ĕлкĕрсе пырать вăл. Çавăн пекех Аслă Арапуç шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Николай Яковлев та математикăпа — призер, физикăпа çĕнтерÿçĕ пулнă.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.