Ача-пăча кăларăмĕсен çывăх тус

«Тантăш» хаçатăн тата «Тетте» журналăн страницисене уçнă май унти илемлĕ ÿкерчĕксене сăнанă-и эсир? Чылайăшĕн айне «Ирина Кошелева, Йĕпреç районĕ, Çăкалăх ялĕ» тесе палăртнă. Нумаях пулмасть пултаруллă та маттур хĕрача ашшĕпе пĕрле редакцире пулчĕ.
Кошелевсем 4 хĕр ÿстереççĕ. Асли — Ксюша, алла професси илнĕ, ĕçлет. Катя аслă шкулта пĕлÿ илет. Маша часах шкул пĕтерни çинчен аттестат илĕ. Ирина 4-мĕш класра ăс пухать. Хăй вăхăтĕнче хĕрачасем пурте «Хыпар» ИÇ ача- пăча кăларăмĕсемпе тачă çыхăну тытнă, халĕ ырă йăлана Ирина малалла тăсать. «Ксюша калăпланă пĕрремĕш ÿкерчĕк хаçатра пичетленсе тухни халĕ те асра. Ача «чирлесе» кайрĕ, ÿкерет те ÿкерет. Ирина каярах вăранчĕ, 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне ÿкерчĕксем калăплама тытăнчĕ. Чăваш чĕлхи учителĕ пулнă май ачасене пичет кăларăмĕсемпе çыхăну тытма амăшĕ хавхалантарса тăчĕ», — йăл кулăпа калаçать çемье пуçĕ.
Ирина — кĕнекен чăн-чăн тусĕ те. Вăл вулама юратать, приключени, детектив, фэнтези жанрлă кĕнекесене шĕкĕлчет кăна. «Гарри Поттер» хайлавăн 3 хулăн кĕнекине вуласа тухнă пĕчĕкскер!
4-мĕш класра 4 ача вĕренет: 1 арçын ача тата 3 хĕрача. Ирина — класри чи лайăх вĕренекен, унăн дневникĕнче шăкăрин «5» паллă. Пĕрле ăс пухакан ачасем вăл хаçат-журналпа туслине пĕлеççĕ, ăна кура пĕр класра вĕренекен Валентина та ÿкерчĕкĕсене пичет кăларăмне ярса парать. Мĕн ÿкерме кăмăллаççĕ ачасем? Ирина, акă, чĕр чунсене, çут çанталăка сăнлама юратать. Хăйĕн ĕçĕсем пичетленсе тухсан хытă савăнать.
— Чи малтан хаçат-журнал аттепе анне аллине лекет, вĕсем пичетленнĕ ÿкерчĕксене асăрхасан тÿрех мана кăтартаççĕ, — тет вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.