Кĕрнеклĕ кун-çул, асаплă шăпа

23 Янв, 2019

2019 çула Раççейре Театр çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май чăваш театрĕн «ашшĕ» — Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский — тата унăн çемйи пирки çырса кăтартма шут тытрăмăр. Малашне ытти артист пултарулăхĕпе, шăпипе паллаштарăпăр.

«Хаяр артисткăпа» «фраклă актер»

Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн /Татьяна Степановна Бурашникова/ епле паллашнă-ши? Етĕрне районĕн хĕрĕ, 1922 çулта Мускаври çарпа спорт шкулне пĕтернĕскер, тĕп хулари вĕренÿ уйрăмĕсенче ĕçленĕ. Ку вăхăтра Чăваш театрĕ Хусантан Шупашкара куçса килнĕ ĕнтĕ. Пултаруллă режиссер, актер Иоаким Степанович çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсем лартнă.

1923 çулта «фраклă Кошкинскипе» паллашни Татьяна Степановнăн пĕтĕм пурнăçне у л ăшт а р н ă — т е а т р т ĕ н ч и вĕçертми ярса илнĕ ăна. Ахальтен мар хĕр мĕн пĕчĕкрен артистка пулма ĕмĕтленнĕ-çке. Çавна май Чăваш драма театрĕ çумĕнчи студие вĕренме кĕнĕ. Профессиллĕ сцена çинчи дебют /«Ревизорти» Пошлепкина сăнарĕ/ Тани Юн хĕрÿлĕхне яр уççăн кăтартнă. Ахальтен мар Иоаким Степанович ăна антракт вăхăтĕнче: «Тур сыхлатăрах сан пек хĕре качча илесрен. Хаяр-çке эсĕ!» — тенĕ. «Хаяр мар, темпераментлă», — сăмах хушнă студие ертсе пынă Н.А.Слободский. Сезон пуçлансан вара «хаяр артисткăпа» «фраклă актер» мăшăрланнă.
Тани Юн, пултарулăхне кура, часах куракансен юратнă артистки пулса тăнă. Вăл тĕрлĕ сăнара калăпланă: «Наполеонпа Шозефинăра» император ывăлне — Эйжена — травести те выляма тивнĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула театрта вăл тапхăр- тапхăрпа ĕçленĕ. Ăсталăхне кура ăна кĕвĕçекенсем тупăннă, ытти актрисăпа хутшăнусем япăхланнă.
Лара-тăра пĕлмен Иоаким Степанович ку вăхăтра пьесăсем те çырнă, куçару ĕçне те алла илнĕ. Çак ĕçсене тепĕр чухне мăшăрне явăçтарнă. Пĕр вăхăт вăл театра пăрахса кино искусствипе интересленме тытăннă. Питех те кирлĕ ку ĕçре ăна Чăваш Правительстви тата Тани Юн хавхалантарса пынă.
Çамрăк та ĕçчен чăваш кинематографисчĕсен çулĕ такăр пулман. Çапах та вĕсем 7 çулта 7 илемлĕ фильм тата «Чăваш çĕршывĕ» хроникăллă- документлă фильм ÿкернĕ.
Пĕрремĕш фильм — «Атăл пăлхавçисем». Сценари авторĕсем — И.Максимов-Кошкинскипе П.Петров-Бытов. Фильма куракан умне кăларас шутпа Иоаким Степановичăн ăшталанса çÿреме тивнĕ. Сценарие Мускава кайса çирĕплетмелле пулнă. Комисси председателĕ — Михаил Иванович Калинин. Анчах Мускава çитме укçа çук. Çавна май вăл мăшăрĕн сехетне, бенефисра парнеленĕ хăйĕн кĕмĕл портсигарне сутнă.
«Чăвашкино» фильмĕсене çĕршывăн пур кĕтесĕнче те кăтартнă. Вĕсем çинчен Америкăри, Германири тата Египетри хаçат-журналта статьясемпе сăн ÿкерчĕксем пичетленĕ. Германири кино ыйтăвĕсене çутатакан пĕр журналăн малти хуплашки çине Тани Юн сăн ÿкерчĕкне пичетлесе кăларнă. Хăшĕ-пĕри палăртнă тăрăх, чăваш кино çăлтăрĕ вылянă «Сарпике» фильмăн копийĕ халĕ те Америкăра упранать-мĕн. Татьяна Степановна театрта çеç мар, кинора та хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Сăмахран, «Сарпике» кинофильмра Атăл урлă лашапа ишсе каçакан сценăна сивĕ шывра ÿкернĕ. Артистка ăсталăхĕ пурне те тĕлĕнтернĕ.
Шел те, талантлă мăшăрăн пурнăçĕ тикĕссĕн иртмен. Иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсен вĕçĕ вĕсемшĕн те асаплă пулнă: Иоаким Степановича «халăх тăшманĕ» тесе арестленĕ, унăн хисеплĕ ячĕсене туртса илнĕ, мăшăрне вара «халăх тăшманне пытарса пурăннăшăн» айăпланă.

Çăпата цехĕн пуçлăхĕ

Çак хура кунсем пирки Татьяна Степановна «Аса илес килменнисем» статйинче çапла çырса кăтартнă: «1937 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче Кошкинские арестлерĕç. Пуçланчĕç пирĕн асапсем. Чи малтан пире, хĕрĕмпе иксĕмĕре, хваттертен хăвалама пуçларĕç. Темиçе кун хула тăрăх пÿлĕм шыраса çÿрерĕм, анчах пур çĕрте те çук тетчĕç. Паллах, арестленĕ çыннăн арăмне кам хваттере ятăр? Мускавра пирĕн хваттер пурччĕ, унта кайма НКВД ирĕк памарĕ. Юлашкинчен хваттертен судпа кăларма хăтланчĕç. Суд кăлармалла тумарĕ.

Çав вăхăтра театрта мана хирĕç те наступлени пуçланчĕ. Пĕрре ман пата пĕр актер пычĕ.
— Сана театртан кăларасшăн. Паллах, сана хÿтĕлекенсем пулмаççĕ. Упăшкуна развод пар, тен, тытăнса юлăн, — канаш пачĕ мана артист.
Ун чухне тĕрмене лартнисен арăмĕсем, хăшĕ-пĕри, хăйсене çăлас тесе упăшкисенчен уйрăлчĕç. Анчах эпĕ ун пек хăтланма килĕшмерĕм:
— Кирек мĕн пултăр, эпĕ хамăн çывăх юлташа çавнашкал хăрушă вăхăтра кÿрентерме пултараймастăп, вăл ахалех хуйха ÿкнĕ ĕнтĕ, — терĕм».
Хăйне арестленине вара Тани Юн çапла аса илнĕ: «…Çĕрле, эпир хĕрĕмпе пĕр кравать çинче çывăратпăр. Алăка шаккарĕç. Эпĕ тумлантăм та кĕме ирĕк патăм. Изида та вăранчĕ. Пÿлĕме милиционерпа НКВД следователĕ кĕчĕç. — Тумланăр, эпир сире арестлеме килтĕмĕр, — терĕç…
— Изенька, чунăм! Эпĕ айăплă мар! Тен, часах таврăнăп, каллех пĕрле пулăпăр. Аçу та таврăнĕ…— хĕрĕме ыталаса чуптурăм та алăк патнелле утрăм.
…Пирĕн камера айĕнче пĕрремĕш хутра упăшка ларатчĕ. Мана кун çинчен Иза Кузнецова килнĕ кунах пĕлтерчĕ. Анчах унпа курнăçма памастчĕç. Пире уçăлса çÿреме кăларсан Кошкинский хăма хушăкĕнчен мана куратчĕ. — Куратăп, сана куратăп! — кăшкăратчĕ вăл темĕнле савăнăç пулнă пекех».

КĔСКЕН
Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский 1893 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Вăл — режиссер, драматург, куçаруçă, сценарист, актер. РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ 1975 çулхи августăн 30-мĕшĕнче вилнĕ.
Тани Юн /Татьяна Степановна Бурашникова/ 1903 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енри Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă. Вăл — артистка, драматург, куçаруçă. Татьяна Степановна 1977 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.