Çак çырăва арçынсем вулаччăр!

23 Янв, 2019

Чуна йывăртан, чĕре ыратнăран сирĕн пата çырма шут тытрăм.
Çамрăксем çемье çавăрнă чухне ĕмĕр вĕçне çитиччен пĕрле пурăнма сăмах параççĕ. Анчах çулсем иртнĕçемĕн юрату сĕвĕрĕлме пуçлать. Арçын пуçне ырă мар шухăш пырса кĕрет: çумри арăмĕ килĕшми пулать, вăл урăх хĕрарăмпа çыхланать. Çавна май чи малтан ача нушаланать.
Хамăн кĕçĕн мăнук еплерех йывăрлăха кĕрсе ÿкнине çырас терĕм. Ашшĕ иртнĕ çул çемйине пăрахса урăх хĕрарăмпа пурăнма пуçларĕ. Ачине питĕ юрататчĕ вăл малтан. «Мĕнле ăшă кăмăллă ача пулчĕ çакă пирĕн», — тетчĕ.
Уншăн ют хĕрарăм ывăлĕнчен хаклăрах пулчĕ. Кĕçĕн мăнук нумаях пулмасть 14 çул тултарчĕ. Шăн-кăравласа сывлăх сунма та йывăр пулчĕ ашшĕне. Ывăлĕ шăнкăравласан та хурав памасть вăл. Малтан ача «5» паллăсемпе кăна вĕренетчĕ, «4» та сахалччĕ. Питĕнче яланах йăл кулă çиçетчĕ. Халĕ вăл çухалчĕ, чун-чĕрине тунсăх пусрĕ. Вăл ашшĕне питĕ юрататчĕ.
Мăнук 8-мĕш класра вĕренет. Учитель ачасене кашнийĕн хăйĕн пурнăçĕ çинчен сочинени çырма хушнă. «Ăна ывăлăм пĕрре те савăнăçлă çырман. Вуланă май чĕре çурăлатчĕ», — куççуль витĕр каласа кăтартрĕ амăшĕ.
Ачи куляннă вăхăтра ашшĕ ют хĕрарăмпа савăнса пурăнать. Арăмне пăрахнă пулсан та уйăхра пĕр хутчен те пулин ывăлĕ патне шăнкăравлама пултараймасть-ши? <...>
Эпĕ — вăрçă ачи. Çак çулсем маншăн йывăрлăхпа иртнĕ. Çавăнпа та пурнăçа лайăх ăнланатăп. Каçарăр, хушаматăма та, ятăма та çырмастăп. Тулли верси...

Вăрнар районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.