- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕнтерÿ çулĕ çăмăл мар...
Тĕп хулари 33-мĕш шкулта квалификацие ÿстерекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем валли стажер лапамĕ туса хунине, кунта 23 çул чăваш чĕлхи предметне вĕрентекен Ирина Диарова ĕçтешĕсене ăсталăх урокĕсемпе кăна мар, фольклор мероприятийĕсемпе тата тĕрлĕ уява чăн чăвашла кăтартса тĕлĕнтернине пĕлтернĕччĕ хаçатра. Тăрăшулăх хăйĕн çимĕçне илсе килетех — шкулта ăс пухакан ачасен хушшинче тăван чĕлхене, халăх культурине, йăли-йĕркине лайăх пĕлекен самаях.
«Кирлĕ мар тенине илтмен»
Ÿсĕмсем, çитĕнÿсем те çук мар. Вĕренекенсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Ирина Алексеевна ертсе пынипех кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 6-мĕш класра ăс пухакан Александра Бронникова тĕп хулари Шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центр ирттерекен «Краеведени вулавĕсенче» «Манăн асанне — тыл ĕçченĕ» тĕпчев ĕçĕпе мала тухса Тутар республикинчи Пăва тата Мускав хулисене çитсе килнĕ. Малтанхи çулсенче маттур хĕрача регион шайĕнче иртнĕ «Акпарс вулавĕсене» хутшăнса 2 çул 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăлах пĕлтĕр «Эткер» центр иртте-рекен «Отечество» конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ. Кăçал асăннă конкурса 7-мĕш класра вĕренекен Яна Валиева хутшăнма хатĕрленет.
11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Лукина эссе çырса республикăра палăрнă, регион шайĕнчине хутшăнма тивĕçнĕ. Вăл вара Хусанта иртнĕ. Унта маттур хĕрача чăвашла тата вырăсла сăвăсем вуланă, чăваш текстне вырăсла куçарнă, ăсталăх урокĕсене, семинарсене хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен ретне кĕреймен пулин те республикăра малтисен ретне лекни, Хусана кайса курни те — хăех тем пысăкăш çитĕнÿ.
Нумай конкурс çĕнтерÿçи, 11-мĕш класра ăс пухакан Милена Ятманова çак кунсенче «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв» эссесен конкурсне хăйĕн ĕçне тăратнă. Ăна нарăс уйăхĕнче пĕтĕмлетĕç. Ун чухнех чăваш чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри олимпиада иртмелле. Унта та шкул чысне хула шайĕнче мала тухнă Милена хÿтĕлĕ.
— 23 çул шкулта ĕçлетĕп, пĕр ача та мана «чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ» тесе курман. Хам та шкулта, çав шутра столовăйĕнче те, коридорта ачасемпе тăван чĕлхепе калаçма тăрăшатăп. Вĕсем те мана хирĕç чăвашлах хуравлаççĕ, пач пĕлменнисем те «тавтапуç», «сывлăх сунатăп» сă-махсене калаççех, — тет Ирина Алексеевна.
Чăвашла яка калаçать
Милена Ятманова — шкулти чи маттур вĕренекенсенчен пĕри. Пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер чăвашла яка калаçать. Хĕрача 4-мĕш класс пĕтериччен ялта пурăнни те витĕм кÿрет пулĕ. Халĕ те Ятмановсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пĕчĕк Этмен ялĕнче пурăнакан асламăшĕ патне час-часах хăнана çÿреççĕ. Малалла вулас...
Вера ШУМИЛОВА.
Комментировать