- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăк шахматист
Шахматла выляс енĕпе регион шайĕнче иртнĕ ăмăртура Шупашкарта пурăнакан 6 çулти Анна Игошкина çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Тупăшу кăрлач уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче «Спартак» спорт шкулĕнче иртнĕ.
Шахмат хăми умне 9 çула çитмен 50 арçын ачапа хĕрача пухăннă. Вăййа Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Кÿкеç тата Красноармейски районĕн çамрăк спортсменĕсем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ шахматистсене дипломпа тата медальпе чысланă.
Комментировать