Шут шăрçи алран кайман

10 Июн, 2014

Иван Васильевич Бурмистров «Красный партизан» хуçалăхра 46 çул ĕçлет. Çак шутран 43 çул - тĕп бухгалтерта. «Шут шăрçипе шутласах кун-çула ирттертĕм, - тет вăл. - Калькулятора та тинтерех çеç алла илнĕ. Компьютер патне вара алă пымасть».

Улатăрти совхоз техникума пĕтернĕ хыççăн вăл асăннă хуçалăхра учетчикра ĕçленĕ, пĕр вăхăт тĕп экономист та пулнă. Унта-кунта вăй хурсан та шут шăрçине алăран яман. «Виççĕмĕш председательпе ĕçлетĕп, - малалла сăмахларĕ Иван Васильевич. - Пурте тăрăшуллă та пултаруллă пулчĕç. Ял çынни пухнă пурлăха салатма тăрăшман. Укçа улшăниччен колхоз счечĕ çинче самай нухратчĕ, чылай техника туянма пултарнă эпир. Ара, ун чухне миллионер колхозсен шутĕнчеччĕ. Самана пире те тикĕслерĕ, çапах хуçăлмарăмăр. Ĕçченсене шалупа вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатпăр, ытти организаци умĕнче те парăм çук. Çакă чи кирли. Хальхи вăхăтра пурнăçа хамăрах саплаштарма пултарни те аван. Сĕт çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕпе пĕр пулсан эпир çăтмахра пурăнмалла. Иртнĕ çул унăн хакĕ çулла та питех чакмарĕ, çавна май лăштах сывласа ятăмăр».

Хуçалăхри пĕтĕм хут унăн алли витĕр тухнăран пурне те пĕлет вăл. Тен, ертÿçĕрен ытларах та. Çĕнĕ техника пахалăхĕ пăшăрхантарать ăна. Кăçал туяннă сеялка акана хутшăннă-хутшăнман ванса ларнă. Ăна тÿрлетме саппас пайĕсем туянма тÿр килнĕ.

Нумаях пулмасть Иван Васильевич 65 çул тултарнă. «Ĕнер менелникне уявланă пулин те паян ирех ĕçре вăл», - терĕ ăна хакласа хуçалăх ертÿçи Николай Иванов. Яваплăха туйнăран çак ĕçре вăрах вăй хурать ватă. «Пенсие тухиччен сыватмăша та, санаторие те кайса курман эпĕ. Халĕ сывлăх канăçсăрлантарма пуçларĕ. Мăшăр та, ачасем те тивĕçлĕ канăва тухма сĕнеççĕ», - кун-çулĕпе паллаштарчĕ вăл.

Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕ Лариса ашшĕ çулĕпе кайнă, бухгалтерта тăрăшать. Ыттисем те ĕçлĕ, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Вĕсен йăхне паян виçĕ мăнукĕ тăсать.

«Цифрăсемпе «çапăçса» ывăнма- рăр-и?» - ыйтатăп эпĕ шахвăртса. «Ку ĕçе хăнăхнă ĕнтĕ. Мĕн тăвăн?» - пулчĕ хурав.

Хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçланăран Иван Васильевича «ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ята парса чысланă. Вăл ăна тивĕçлĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.