Нăрваш Шăхаль ялĕнче Мулендеевсен парнисене çĕнсе илессишĕн турнир иртнĕ

Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче Мулендеевсен парнисене çĕнсе илессишĕн футбол енĕпе мини-турнир иртнĕ. Ăна кăçал тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ.

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕн медицина енĕпе ĕçлекен заместителĕ Сергей Мулендеев "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине пĕлтернĕ тăрăх, ăмăртăва Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи "Туслăх" пĕрлештернĕ команда, Шăмăршăсем, Нăрваш Шăхалĕнчи ветерансен тата çамрăксен ушкăнĕсем, Мулендеевсем хăйсем хутшăннă.

Кăçалхи турнирта "Туслăх" команда мала тухнă. Вĕсене тĕп парне -така - лекнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Нăрваш Шăхалĕнчи çамрăксен команди, виççĕмĕшĕнче - Шăмăршă районĕсем, тăваттăмĕшĕнче - Мулендеевсем.

Ăмăртăва хутшăннисене, çав шутра чи лайăх вăйăçăсене, ветерансене, хур, автан тата ытти хаклă парнепе хавхалантарнă. Турнир йĕркелÿçисем спорт ветеранĕсене Василий Бородкина, Николай Трифонова, Александр Давыдова, Валерий Афанасьева, çавăн пекех физика учителĕнче чылай çул ĕçленĕ  Василий Николаева  уйрăммăн палăртса хăварнă.

Патăрьел районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алексей Емельянов район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ячĕпе йĕркелÿçĕсене - Мулендеевсене - хастарлăхшăн тав тунă, асăнмалăх электросăмавар парнеленĕ.

www.hypar.ru 

Вера ТИТОВА. МУЛЕНДЕЕВСЕН архивĕнчи тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать