Ырă туни ырăпа таврăнать

19 Дек, 2018

Владимир Михайлович Кузин 1960 çулта Шупашкар районĕнчи Арманкасси ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Хăйĕн ĕç-хĕлне промышленноç тракторĕсен заводĕнчи смена мастерĕнчен пуçланă, «Промтракторта» инструмент цехĕн пуçлăхĕ таран ÿснĕ. Хальхи вăхăтра вăл — «Смак» «Корпорация» обществăн генеральнăй директорĕ. Çавăн пекех Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ. Владимир Михайлович — ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

«Сăмаха тытрăм»

Владимир Михайлович, ял ачи пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе çитĕнет. Çавна май çирĕп ÿсет вăл: чун-чĕрепе те, кĕлеткепе те. Çакă пурнăçра кайран та пулăшать.
— Çапла. Эпĕ çуралнă ял, Арманкасси, халĕ çĕр çинче çук ĕнтĕ. «Химпром» завода тунă май пирĕн çуртсене пăсрĕç, эпир Çĕнĕ Шупашкара куçрăмăр. Çапла вара 1972 çулта хулара тĕплентĕмĕр. Эпĕ асăннă хулари 6-мĕш шкулта вĕренме тытăнтăм. Малтан Анатри Макаçри тулли мар вăтам шкулта 5 класс пĕтернĕччĕ. Çуралнă тăрăх хăй патнех туртать çав. Хулара пурăнма пуçласан та эпир, пĕр ял ачисем, çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван совхоза пулăшма çÿреттĕмĕр: утă пуçтараттăмăр, çум çумлаттăмăр, кăшманпа кишĕре сайралататтăмăр. Çуртсене пăснăччĕ ун чухне. Хуралтăсенче, мунча умĕсенче выртса тăраттăмăр. Атте-анне те пĕчĕкренех ĕçе вĕрентнĕ. Вĕсем те пурнăçне совхозра ĕçлесе ирттернĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, аманнă. Аттепе анне пилĕк ача çуратса ÿстернĕ.
Вăтам шкул хыççăн эсир Чăваш патшалăх университетĕнчи машиностроитель факультетĕнче пĕлÿ илнĕ, каярахпа «Промтракторта» вăй хунă. Халĕ пылак апат-çимĕç хуçи тейĕпĕр
— 1991 çулта заводран пăрахсан хамăн ĕçе пуçарса яма шут тытрăм. Мĕн те пулсан çынна кирли, усăлли туса хатĕрлеме ĕмĕтленеттĕм. Çавна май çăм атă, тĕрлĕ инструмент хатĕрлесе кăларас ĕçе пуçăнтăм. Ытти тĕлĕшпе те ĕçлесе пăхрăм. Анчах тупăш питех курмарăм. Кайран торт хатĕрлесси çине куçрăм. Пылак апат-çимĕç ăнăçу кÿчĕ.
Хăть мĕнпе ĕçлесен те сăра-эрех, пирус, халăхшăн сиенлĕ ытти хатĕр-хĕтĕр сутмастăпах тесе тупа тунă эпĕ. Чăн та, хамăн сăмаха тытрăм.
Депутат ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарăр-ха.
— Депутат виçĕ тĕрлĕ ĕç-хĕл пурнăçлать. Пĕрремĕшĕ, хула çыннисен шухăшне влаç патне çитерет. Хăйĕн округĕнче пурăнакан çынсен сĕнĕвĕсемпе хушăвĕсене хула пухăвĕсенче уçăмлатать, вĕсен ячĕпе влаç органĕсен умне ыйтусем тăратать. Иккĕмĕшĕ, суйлавçăсен интересĕсене хÿтĕлет. Çавна май депутат хăйĕн округĕнчи çынсемпе тĕл пулать. Унăн йышăну пÿлĕмĕ те пур. Эпир депутат ĕçĕ-хĕлĕ пирки çулсеренех икĕ хутчен отчет тăватпăр. Виççĕмĕшĕ, саккунсем хатĕрлес ĕç. Урăхла каласан, депутатсем администрацисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем валли хула шайĕнче саккунсем, нормативлă право акчĕсем, положенисем йышăнаççĕ.
Çÿлерех асăннă виççĕмĕш ĕç-хĕл тĕлĕшпе эпĕ Бюджет енĕпе ĕçлекен комисси председателĕнче тăрăшатăп. Унсăр пуçне Шупашкарти 8-мĕш округри депутат.
Бюджет — тĕп документ. Эпир ăна çулсеренех йышăнатпăр. Пĕлтерĕшлĕ çак документа йышăниччен эпир тупăшсен пĕтĕм администраторĕсемпе, бюджет укçи-тенкине валеçекенсемпе тĕплĕ те пысăк ĕç туса ирттеретпĕр. Укçа-тенке мĕнлерех тĕрĕс пайламаллине, тăкакламаллине тĕплĕн пăхса ту-хатпăр, бюджет проектне тишкеретпĕр. Унта комисси ларăвĕсенче, уçă итлевсенче çынсем пĕлтернĕ сĕнÿсене тăрататпăр, улшăнусем кĕртетпĕр. Декабрĕн 6-мĕшĕнче уçă итлев иртрĕ. Халĕ бюджет комиссийĕсенче унта палăртнă сĕнÿсене пăхса тухатпăр. Пухăннă тупăшсене тата пĕтĕм укçа-тенке тĕрĕс пайлас тесе ĕçлетпĕр.

Шанчăка çухатмалла мар

Пушă вăхăтра мĕнпе кăсăкланатăр? Чун валли вăхăт тупăнать-и?
— Вăхăт çук пулсан та ăна чун валли тупмаллах: тавра курăма аталантарма, ÿт-пĕве çирĕплетме. Эрнере икĕ хутчен — спортзала, пĕр хутчен бассейна çÿретĕп. Унсăр пуçне вăхăтран вăхăта Чăваш патшалăх академи драма, Вырăс драма, Оперăпа балет театрĕсене çÿреме тăрăшатпăр. Çулсерен иртекен опера фестивальне нихăçан та курмасăр юлмастăп. Çуркунне балет фестивалĕ иртет, унта та каятпăр. Малалла вулас...

КĔСКЕН
Юратнă апат?
— Купăста яшки.
Юратнă хисеп?
— Çиччĕ. Мĕншĕн тесен вăл асамлă.
Сирĕн кумир?
— Владимир Путин.
Пурнăçри чи телейлĕ кун?
— Ун пекки нумай. Çапах та ачасем çуралнă кун — чи телейли. Апла пулсан виçĕ ывăл — телейлĕ виçĕ кун.
Ачалăхри ĕмĕтсем пурнăçланнă-и?
— Ытларахăшĕ пурнăçланнă. Эпĕ тракторист пулма ĕмĕтленеттĕм. Тракторпа ĕçлеймерĕм пулсан та заводра цех пуçлăхĕнче вăй хутăм.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.