Шывăн турачĕ çук

7 Июн, 2014

Шăрăхра ача-пăча та, çамрăксем те, аслă ăру çыннисем те шыв хĕррине васкаççĕ. Тем тесен те унта уçăрах. Шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине никамăн та манма юрамасть. Ача-пăча тĕлĕшпе аслисен уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Пĕчĕккисене мăн çынсемсĕр шыва кĕме ямалла мар. Çыран хĕрринче ачана пĕлĕшсемпе те ан хăварăр. Вĕсем ăна пăхса çитереймесен те пултараççĕ.

Пĕчĕк ачасен чăммасан лайăхрах, мĕншĕн тесен хăлхана шыв кĕрсен чир пуçланас хăрушлăх пур.

Унсăр пуçне çыран хĕрринчех вылякан шăпăрлана шыва ÿкесрен асăрхамалла.

Лайăх ишекен ачана та тарăн вырăна кĕртмелле мар.

Пĕлмен вырăнта ачасен те, аслисен те чăмма юрамасть.

Çыран хĕрринчен, кĕпер çинчен шыва сикмеççĕ.

Ытла аякка ишсе каймалла мар.

Шывра пĕр-пĕрне путармалла вылямаççĕ. Чăмса тепĕр çынна уринчен те тытмалла мар - хăранăскер вылякана çапса амантма пултарать.

Хăш-пĕр вырăнта «Шыва кĕме юрамасть» тесе ахальтен çырмаççĕ. Йĕркене ан пăсăр.

Çăлавçăсем пур пляжсене суйлама тăрăшмалла. Унта шывпа чыхăннă ачана та çийĕнчех пулăшĕç.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ çынсене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса йĕркеленĕ пляжсенче кăна канма тата шыва кĕме чĕнсе калать.

Республикăри 14 пляжра çăлавçăсем тата медицина ĕçченĕсем дежурство йĕркеленĕ. Вĕсенчен - 8-шĕ Шупашкарта.

Етĕрне районĕнче виçĕ çĕрте /»Родничок» сывлăх лагĕрĕнче, хула пляжĕнче, «Сурские зори» кану базинче/ шыва кĕме ирĕк панă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче «Белые камни» физкультурăпа сывлăх центрĕн тата хула пляжĕсене çитсе килме май пур. Çĕнĕ Шупашкар пляжĕнче те çăлавçăсем сыхă тăраççĕ. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Куславккари шыв хĕрринчи кану вырăнĕ уçăлĕ.

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăра шыва кĕрекен 11 çын инкеке лекнĕ, вĕсенчен 8-шĕн пурнăçĕ татăлнă. Вăрнар, Шăмăршă, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче, Улатăрта, Çĕмĕрлере, Шупашкарта - пĕрер, Çĕнĕ Шупашкарта 2 çын путса вилнĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.