Ял çынни мĕн чухлĕ çÿп-çап пăрахать?

13 Дек, 2018

Хисеплĕрен те хисеплĕ «Çамрăксен хаçатĕнче» ĕçлекенсене ырă кун! Хаçата кашни çул çырăнатпăр, интересленсе вулатпăр. Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче пурăнакансем патне «Экоцентр» МВК» ОООран квитанци килни çинчен калаçрĕç. Унччен те пулмарĕ, пирĕн почта ещĕкне те килсе выртрĕ вăл.
Вуласа тухрăмăр та нимĕн те ăнланмарăмăр: мĕншĕн тÿлемелле? Ялта тĕрлĕрен калаçаççĕ, тÿлемесен штраф параççĕ, теприсем суда парса суд тăрăх тÿлеттереççĕ теççĕ, тĕрĕс-и çакăн пек калаçни? Эпир нимĕнле договор та туман, нимĕн те пĕлмен. Мĕншĕн халăхпа нимĕнле пуху пухса ăнлантарман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ? Кашни уйăхра пĕр хак тÿлемелле туса хунă. Çулталăка миçе пин тенкĕ пуçтарăнать? Ял çынни мĕн çÿп-çапĕ пăрахма пултарать? Эпир улттăн пурăнатпăр тесе пирĕн уйăхсерен 446,64-шар тенкĕ тÿлемелле тенĕ. Ывăл Мускава ĕçлеме çÿрет, çемьеллĕ мар, хĕр икĕ ачипе хулара хваттер тара тытса пурăнать. Уншăн та тÿлемелле-и? Ялта пурăнакансем хута, пластик кĕленче таврашне, сĕткен курупкине, ытти ăпăр-тапăра вучахра çунтарать, çунман ăпăр-тапăр çулталăкра та 1 михĕ кăна тулать.
Шутласа пăхсан газ, çутă укçинчен те нумай тÿлемелле пулса тухать пек туйăнать. Эпир ялта хулари пек çĕр улми хуппине, яшка юлашкисене çÿп-çапа кăларса пăрахмастпăр, выльăха çитеретпĕр. Пенси пысăк мар, ĕмĕрĕпе ĕçлесен те — 8 пин тенкĕ. Çутă, газ, çÿп-çап илсе кайнăшăн тÿлесен пурăнмалăх та укçа юлмасть. Хĕллехи вăхăтра ялта ним çÿп-çапĕ те пăрахмалли çук пек туйăнать. Тата тÿлемесен пенси укçинчен тытса юлаççĕ тесе те калаççĕ, тĕрĕс сăмах-и ку? Пуçа нимĕн те вырнаçмасть.
Квитанцие сире ярса паратăп. Специалист ăнлантарса парасса шанатăп. Çавăнти суммăна тÿлемесен мĕн кĕтет пире? Ун чуль укçа тÿлесе тăрас пулсассăн килтен мĕнле çÿп-çап тăкмалли çинчен пуç вататпăр мăшăрпа. Нимĕн пĕлмесĕрех çав квитанцире кăтартнă суммăна епле тÿлесе ямалла? Халĕ ултавçăсем çинчен тăтăшах калаçаççĕ, çыраççĕ. Халăх валли хаçатра çырса пĕлтерĕр-ха.

Валерий ФИЛИППОВ.

Ыйтăва йăлари хытă каяшсене илсе тухас ĕçшĕн яваплă регион операторĕн «Экоцентрăн» генеральнăй директорĕ Виктор ЛАГУНОВСКИЙ хуравлать:
— 2019 çулччен Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъекчĕ йăлари хытă каяшсене пухас тĕлĕшпе çĕнĕ тытăм çине куçмалла. Йышăнăва федераци шайĕнче тунă. Вăл каяшсен çаврăнăшĕн тытăмне çĕнетме, экологи хăрушсăрлăхĕн шайне çĕклеме, экономика механизмне аталантарма, каяшсене çĕре чавса чикессине пĕтерме тивĕç.
Уçă конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Республикинче «Экоцентр» регион операторĕ пулса тăнă. 2018 çулхи акан 27-мĕшĕнче «Экоцентрпа» ЧР Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх министерстви килĕшÿ тунă. «Экоцентр» регионта йăлари хытă ка-яшсемпе ĕçлемешкĕн яваплăх илнĕ. Регион операторĕ РФ саккунĕсемпе, РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн ĕçе пурнăçлать, «Производствăпа потреблени каяшĕсем çинчен» калакан саккуна, РФ Правительствин йышăнăвне, нормативлă ытти право актне пăхăнать.
РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 30-мĕш статйинчи 5-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр хуçин е пайçин йăлари хытă каяшсен çаврăнăшне йĕркелемешкĕн регион операторĕпе килĕшÿ тумалла. «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» калакан Федераци саккунĕн 24.7 статйин 4 пункчĕ йăлари хытă каяшсен хуçисене регион операторĕпе килĕшÿ тăвассине çирĕплетет. «Эконцентр» ЧР Конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх служби йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕн регион операторĕ пĕрлĕхлĕ тарифне палăртсан килĕшÿсем тума пуçланă. Çакăн валли потребитель ыйтса çырни е регион операторĕ килĕшÿ тума сĕнни кирлĕ.
Регион операторĕн финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне республика Правительстви тĕрĕслесе тăрать, хăйĕн ĕçне вăл федераци тата регион саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлать.
РФ Правительствин «Йăлари хытă каяшсем пухăннин нормативĕсене палăртни çинчен» 269- мĕш йышăнăвĕнче палăртнă тăрăх, пĕр çынран çулталăкне 2,02 кубла метр каяш пухăнать. Унпа килĕшÿллĕн ЧР Конкурентлă политикипе тарифсен патшалăх служби тариф виçине палăртнă — пĕр кубла метршăн 442,22 тенкĕ.
Регион операторĕ пирки, çĕнĕ тытăм çине куçасси çинчен кăçал çурла-авăн уйăхĕсенче массăллă информаци хатĕрĕсем халăха пĕлтернĕ. Информаци материалĕсене Строительство, Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствисене, депутатсен пухăвĕсен председателĕсене, республикăри районсен сайчĕсене вырнаçтармашкăн ярса панă.
Тăвай районĕнче 2018 çулхи юпан 1-мĕшĕнчен пуçласа каяшсене пухас тата турттарас ĕçе «Коммунальник» организаци пурнăçлать. Вăл юпа-чÿк уйăхĕсенче Чутейрен 57,75 кубла метр хытă каяш илсе тухнă.
Редакцирен: Коммуналлă хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусемпе хуравсем «Хыпар» хаçатăн утă уйăхĕн 31-мĕшĕнчи номерĕнче те пичетленнĕччĕ. Регион операторĕпе камăн килĕшÿ тумалла? Ку ыйтăва çакăн пек хуравланă унта: коммуналлă хытă каяшсене тирпейлеме каяш хуçисен килĕшÿ тумалла. Коммуналлă каяш хуçисем — нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттерсен хуçисем, уйрăм çуртсен хуçисем, производствăра çÿп-çап кăларакан юридици сăпачĕсемпе предпринимательсем.
Килĕшÿ туманни е килĕшÿ тăвасран пăрăнса çÿрени коммуналлă хытă каяшсене тирпейленĕшĕн тÿлессинчен хăтармасть. Регион операторĕпе килĕшĕве нумай хваттерлĕ çуртсен управляющи организацийĕ /управляющи компани, ТСЖ, ЖСК тата ыт. те/ урлă та, çавăн пекех тÿррĕн те килĕшÿ тума юрать.

Тăвай районĕнчи Чутей ял тăрăхĕн специалисчĕсем çапла ăнлантарчĕç:
— Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче ялти клубра шăпах çак ыйтупа пуху иртнĕ. /Çыру пĕр кун маларах çитнĕччĕ. Ăна пухуччен маларах янă./ Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов, «Экоцентр» представителĕ Дим Иванов халăха ăнлантарчĕç, ыйтусене хуравларĕç. Килĕшĕве каяшсен хуçисен хăйсен тумалла. Килĕшÿ çырманни квитанцие тÿлемелле маррине пĕлтермест. Пропискăра тăраççĕ, анчах кунта пурăнмаççĕ тĕк вăхăтлăх регистраци тăнине çирĕплетекен документ кирлĕ, вара ун пеккисемшĕн тÿлеме тивмĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.