- Чăвашла верси
- Русская версия
Ĕмĕте пурнăçланма ыйтмашкăн — сăрт тăррине
Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче пулма камсене тÿр килнине эпир пĕлетпĕр. Паллах, вĕренÿре, шкул пурнăçĕнче пултаруллисене. Тата хăюллă та маттур, ĕçрен хăраман, йывăрлăха парăнман шкул ачисем тивĕçеççĕ «Артека» кайма. Хура тинĕс хĕрринчи лагерьте канмашкăн, Раççейĕн тата ытти çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ тантăшĕсемпе хутшăнмашкăн Шупашкарти Юлия Иванова та ĕмĕтленнĕ.
Корпораци ертÿçи
Юля хулари 44-мĕш лицейра ăс пухать. Елена Михайлова ертсе пыракан математика класĕнче ăна килĕшет.
— Класра эпир ушкăнсем — корпорацисем — çине пайлантăмăр. Кашнийĕнех ертÿçи пур. Юля хăйĕн ушкăнне лайăх ертсе пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ мероприяти йĕркелесе тĕлĕнтерет. Вĕренÿре те маттур. Нумаях пулмасть хула шайĕнчи темиçе олимпиадăна харăс хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултарчĕ. Пĕтĕм Раççейре иртекеннисенчен те юлмасть, пĕлĕвне тĕрĕслет, — ырăпа асăнчĕ хĕрача çинчен Елена Александровна.
Юля 7-мĕш класра çуркунне интернетри пĕр сайтра «Артека» путевка çĕнсе илме ыйту çырнă. Унта вăл анкетăри ыйтусене хуравласа тĕрлĕ конкурсра çĕнтернине, олимпиадăсенчи çитĕнÿсене, ташă студине çÿренине палăртнă. Хуравне кĕтсе илеймесĕрех вăхăт иртнĕ май çак ĕмĕт манăçăннă.
Манăçа тухнă ĕмĕт
— Пĕррехинче анне патне министерствăран шăнкăравласа манăн «Артека» каймалли çинчен пĕлтернĕ. Эпĕ çакна ĕненмесĕр çухалса кайрăм. Мĕншĕн тесен хам ыйту çырнине манма та тытăннăччĕ. Васкаса сайта кĕрсе пăхрăм, чăн та иккен. Савăннипе лара-тăра пĕлмерĕм. Интернетра лагерь пирки тĕрлĕ информаципе паллашма тытăнтăм. «Артекра» пулса курнă юлташсенчен ыйтса пĕлтĕм. Çывăх çынсенчен аякра хăнăхайăп-ши тесе хăш-пĕр чухне шикленни те пулкаларĕ. Анчах унта тунсăхлама вăхăт çук. 21 кун маншăн питĕ сахал пулчĕ, — каласа кăтартрĕ маттур Юля.
Хура тинĕс хĕрринчи пурнăç хĕрачан асĕнче яланлăхах çырăнса юлнă. Вăл çемйипе унччен те каннă-ха унта, анчах тĕрлĕ хулари, çĕршыври тантăшĕсемпе паллашса çĕнĕлĕхсемпе пайланни, тавра курăма пуянлатни Юльăшăн питех те хаклă. Вăл «Артека» ака уйăхĕнче çитнĕ май сменăна космонавтикăна халалланă. Акан 12-мĕшĕнче Раççейри, Казахстанри, Эстонири, Турцири, Финляндири, Италири, Грецири, Украинăри, Швецири, Ирландири, Хорватири, Беларуçри 3 пин ача «Пуçа çĕкле» флешмоба хутшăннă.
— Кунтах пĕтĕмĕшле диктант çыртăм. Ăна Александр Самойленко паллă кинорежиссер, актер вуларĕ. 12 çĕршыври ачапа эпĕ те хамăн ăс-тăна тĕрĕслерĕм. Анастасия Микульчина актрисăпа тĕл пулни асрах. Вăл артековецсене Борис Васильевăн «А зори здесь тихие...» драмипе паллаштарчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи 5 хĕрĕн паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартни чуна çÿçентерчĕ. Тата акан 12-мĕшĕнче Раççей космонавчĕсемпе тÿрĕ эфира тухрăмăр. Асран кайми кунсем мана наука тĕнчине илĕртрĕç, — ăнлантарчĕ Юля.
Елена ЛУКИНА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн çкерчĕкĕ.
Комментировать