«Чебоксары» хоккей клубĕ «Мордовия» командăна çĕнтернĕ

4 Дек, 2018

Раштавăн 3-мĕшĕ хоккей юратакансемшĕн ырă хыпарпа çырăнса юлĕ. Шупашкарти спортсменсем Саранскрисене 5:0 шутпа çĕнтернĕ.

Пăр çинчи тупăшу кăсăклă иртнĕ — «Мордовия» команда хастар вылянă, анчах Шупашкарсен хусканăвĕсем çивĕчрех пулнă. Çавăнпа пĕрремĕш тапхăрта вăйсем пĕр пек курăннă. Каннă хыççăн «Чебоксары» хоккей клубĕн командинчи Максим Приступлюкпа Иван Красноперов хирĕç выляканăн хапхине шайба çапса кĕртнĕ, 20 минутран Егор Карп тепĕр очко хушнă. Теприне — Игорь Дубровин, 5-мĕшне команда капитанĕ Игорь Созонов çапса кĕртнĕ.

Çĕнтерÿ 5:0 шутпа Шупашкарсен аллинче мăнаçланнă. Паттăрсем ăмăрту таблицин малти виçĕ командăсен йышне кĕнĕ.

Тепĕр хут вĕсем паянах, рашатавăн 4-мĕшĕнче, 18.30 сехетре ăмăртĕç. Раштавăн 7 тата 8-мĕшĕсенче Саратоври «Кристалл» хоккей командипе выляма палăртнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать