«Çăмарта патшисен» йĕрĕпе

26 Ноя, 2018

Чăваш халăхĕн пултаруллă, çĕршывра е тĕнчере палăрнă ывăл-хĕрĕ йышĕнче тĕрлĕ хутлăхра чапа тухнисем пур. Апла пулин те пуянлăхпа, суту-илÿ анлăшĕнчи çаврăнăçулăхĕпе ят-сум çĕнсе илнисем йышлă тееймĕн. Çавнашкал несĕлсем çинчен аса илни çитĕнекен ăрăва, пасар экономики хуçаланнă саманара çуралнăскерсене, тăван халăхпа тата ытларах мăнаçланма хавхалантарĕ-и тен? Хресчен ĕçĕпе пурăннă чăвашсем хăйсен паха таварĕпе ют çĕршыва та çул уçнă-çке — хăпартланмалăх пур.

Суту-илĕве çемйипех иленнĕ

Куславкка районĕнчи Чашлама ялĕ пы-
сăках та мар, 100-е яхăн хуçалăх кунта.
/Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче вара 220
таранах пулнă/. Шăп çак тăрăхра ХIХ-ХХ
ĕмĕрсенче чăвашсен суту-илÿ тытăмĕ-
нчи династийĕ — Селивановсем — пурăн-
нă. Купсана çаврăннă /халăхра Селива-
новсене «çăмарта патшисем» тесе кала-
нă/ хресченсем çинчен аса илтерекен па-
лăксем — виçĕ çурт — телее, паянхи кунч-
ченех упранса юлнă.
Камсем-ха вĕсем Селивановсем? Ĕçĕ-
хĕлĕ мĕнпе çыхăннă?
Истори тĕрлĕ çăл куçне тишкернĕ май,
асăннă йăхра чи малтан Шупашкар уесĕ-
нчи Пăрмасра тĕпленнĕ хресчен Афана-
сий чапа тухни паллă. Селиванов хушама-
та унăн мăнукĕ Селиван тĕне кĕнĕ хыççăн
тивĕçнĕ-мĕн. Палăртса хăвармалла: ясак
чăвашĕсен асăннă йăхĕ ялта чылайăшĕ
христиан тĕнне йышăнсан та çакнашкал
утăма тумашкăн тăхтаса тăнă. 1848 çулта
тĕне кĕнĕ Селиванăн хут çинчи ячĕ — Дор-
мидонт Иванович. Вăл хресченсене тара
тытса ĕçлеттернĕ, вĕсем ăсталанă япала-
сене, капăрлăх хатĕрĕсем, кĕмĕл укçа сут-
нă. Коммерци ĕçне ачисене те явăçтарнă
купса çăкăр та, çăмарта та тăтăш сут-
нă. Çăкăрлăх тырă çитĕнтерес тĕллевпе
1904-05 çулсенче ывăлĕсемпе — Тимофей-
пе тата Петрпа — пĕрле Шупашкар уесĕнче
876 теçетке çĕр туяннă.
Малалла çырса кайиччен çакна каласа
хăварам: хальхи вăхăтра Чулхулара Се-
ливановсен йăхĕнчен тухнă Татьяна Гра-
чева пурăнать. Вăл — Дормидонт Ивано-
вичăн тăххăрмĕш сыпăкĕнчи тăванĕ, кĕçĕн
мăнукĕ. Хăйĕн йăх-несĕлне тĕплĕн тĕпчесе
хатĕрленĕ анлă ĕçре çапла çырнă: «1850
çулта çу уйăхĕнче Дормидонт авланнă.
Пăрмас ялĕнчен аякра мар пурăннă, хăйĕн-
чен 2 çул кĕçĕнрех Татьяна Платоновнă-
па пĕрлешнĕ. 1853 çулта вĕсен хĕр Авдо-
тья çуралнă. Унсăр пуçне Дормидонтпа Та-
тьянăн тата 4 ывăл /Тимофей, Петр, Гри-
горий, Кузьма/, 3 хĕр /Ульяна, Василиса,
Анна/ çуралнă.
Чăвашсенчен ытларахăшĕ вырăсла
пĕлмен, пĕлекенсене вара «куштан» тенĕ.
Çавнашкаллисем ял халăхне полици çын-
нисем, тĕрлĕ пуçлăх умĕнче хÿтĕленĕ. Яп-
шар чĕлхеллĕ, шут ĕçне лайăх пĕлекен,
сыпкалама кăмăллакан, анчах хаяррине
нихăçан та пуçне çухатасла ĕçмен Дор-
мидонт Иванов шăпах çавнашкал куштан
шутланнă та».
Ахăртнех, çынсене хÿтĕлеме пултарни
тупăш пысăклатмалли никĕс пулса тăнă.
Тÿре-шара тапăнăвĕнчен çăлакан куçĕнчен
пăхакан йышлансах пынă, вĕсем Дорми-
донта кирек мĕнпе пулăшма хатĕр пулнă.

Тĕнчепе çыхăнтаракан кĕпер

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕ-
сен институчĕн ĕçченĕ Юрий Гусаров чă-
ваш тăрăхĕпе ют çĕршывсен хушшинче
ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче — ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче
предпринимательлĕх еплерех йĕркеленни-
не тĕпченĕ. Çĕр чăмăрĕн пĕчĕк кăна лап-
тăкне йышăнакан халăхăмăр тĕнче рынок-
не «чÿрече касма» пултарнин сăлтавне
тĕпчевçĕ уçăмлă палăртнă: «Раççейри та-
вар пахалăхĕ — пысăк шайра, хаксем вара
Европăринчен йÿнĕ пулнăран ют çĕршыв
предпринимателĕсем пирĕн хутлăхри па-
сара куç хывнă».
Кайăк-кĕшĕк продукцине сутасси ту-
пăшлă ĕç пулнине Селивановсенчен
хăшĕ чи малтан шухăшласа илни пал-
лă мар. Апла-и, капла-и, Хусан кĕпĕрнин-
че чăваш усламçисен тавар йышăнмал-
ли тата суту-илÿ темиçе «точки» пулнă.
Чĕрĕ тата пуснă чăх, çăмарта, мамăк-тĕк
пĕр вăхăт Селивановсем сутакан тĕп та-
вара çаврăннă. Вĕсене Дормидонт Ивано-
вич, унăн ывăлĕсем чăваш ялĕсенче пурă-
накансенчен пуçтарнă. Суту-илÿ хутлăхне
«пуçĕпех» кĕрсе кайма, тавара чикĕ урлă
ăсатма Атăл юхан шывĕ çывăххи пулăш-
нă. Пурлăх-тупăш ÿссе пынă май Селива-
новсен çемье бизнесĕ Чулхула ярмăрккин-
че те, Ĕпхÿ, Омск, Самар, Сарă ту тăрăхĕ-
нче те сарăлать.
Хусанта суту-илÿ çуртне чи малтан
Дормидонтăн аслă ывăлĕ Тимофей уçнă.
1908 çулта никĕсленĕ вăл ăна. Ют çĕршы-
ва тавар ăсатма пуçласси — Дормидонтăн
иккĕмĕш ывăлĕн Петрăн тÿпи. 1866 çулта
çуралнăскер пасар ĕç-хĕлне 14-15 çул-
тах пуçăннă. Каярах Хусанта фирма йĕр-
келенĕ. 1920-мĕш çулсен тĕлне тĕрлĕ ху-
лара çăмарта темиçе склачĕ йĕркеленĕ,
вĕсемсĕр пуçне юхан шыв карапĕсем,
Атăл çинче пристань тытса тăнă. 1914
çулта Хусантан пĕртен-пĕр купса Лон-
донра суту-илÿ кантурне уçнă, Германие,
Францие çăмарта ăсатнă. Тăванĕсенчен
хăшĕ-пĕри Хусан архивĕнче Петр Селива-
новăн ют çĕршывсене тухса çÿремелли па-
спорчĕ упраннине çирĕплетет. Çак хулара
тĕпленнĕ Лапинсен çемйинче Константин
Лапинăн, Петрăн кĕрÿшĕн, Лондонра çапнă
сăн ÿкерчĕкĕ упранать-мĕн. Вăл Британи
тĕп хулинче приказчик пулнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА хатĕрленĕ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.