- Чăвашла верси
- Русская версия
Хурăн шывĕ пылак пек туйăнмарĕ
Унăн хайлавĕсене ачасем шкулта ăса хываççĕ. Хăш-пĕр чухне вĕрентекенсем уçă урока автора хăйне те йыхравлаççĕ. Ун пек чылай чĕрĕрех иртет-çке. Канаш районĕнчи Аслăялта çуралса ÿснĕ Лидия САРИНЕ çыравçă шкул ачисемпе тĕл пулма яланах хавас. Лидия Михайловнăн кун çути курнă вун-вун сăвви-калавĕ 8 кĕнекинче вырăн тупнă. Пирĕн рубрикăн тĕпелне чĕнсен сăмах ăстипе тата çывăхрах паллашрăм. Унăн чĕлхи çав тери пуян, кăмăлĕ ырă. Ахальтен мар хайлавĕсем аслă ÿсĕмрисем валли те, пĕчĕккисемшĕн те шăранаççĕ.
1. Хурăн шывĕ. Çуркуннеччĕ ун чухне. Çав тери хитре çанталăк — хĕвел шартса пăхать. Эпĕ 5-6 çулта. Атте кÿршĕ арçынĕсемпе хăма çуратчĕ. Манран аслăрах пичче Толя Юрккапа туслăччĕ. Вĕсем кĕленчепе кăшт пăтранчăк шыв йăтнă. «Литюк, хурăн шывĕ ĕçсе курас килет-и?» — тет Юркка. «Ăхă», — терĕм. Ĕçтерсе кăтартрĕ те — мĕнле пылак. «Ăçтан илтĕр хурăн шывне?» — ыйтатăп хайхи. «Ав, çавăнта, пахчара», — тĕллесе кăтартрĕç. Манăн татах ĕçес килчĕ. Кÿршĕри Лисук тусăм патне вĕçтертĕм. Пылак шыв çинчен каласа кăтартрăм. Ăçтан кайса илмеллине те ăнлантартăм, пĕрле чĕнтĕм. Лисук икĕ кĕленче йăтса килчĕ те пахча хыçне чупрăмăр. Хурăнĕ нумай, анчах шывĕ çук. Ăçтан илмелле? Çуркунне вĕт-ха, кашни путăк- ланкашкари шыва ĕçсе пăхрăмăр. Ниçта та пылак туйăнмарĕ. «Литюк, атя çакна илетпĕр. Кун тути пылак пек», — чĕнчĕ мана Лисук пĕр ланкашка умне ÿпĕнсе. Вара çав пăтранчăк шыва ăсса килтĕмĕр. Вăхăт иртсен çак пулăм çинчен «Тăварлă хурăн шывĕ» калав çуралчĕ. Аса илсен халĕ те куççуль тухать.
2. Пуртă. Улттăн пĕртăван ÿсрĕмĕр. Эпĕ çемьере иккĕмĕш ача. Шăллăмпа Вовкăпа ялан пĕрле выляттăмăр. Шартлама сивĕ çанталăк. Шкула кайман. Атте пÿрте пуртă илсе кĕрсе пукан çине хучĕ. Сивĕ çĕртен илсе кĕнипе вăл шап- шурă пасарчĕ. «Вовка, чĕлхÿне пуртă çине лектерсе пăх-ха. Пĕлетĕн-и, мĕнле интереслĕ япала пулать», — тетĕп шăллăма. Хам пĕлетĕп вĕт-ха мĕн пулассине. «Хăв тĕксе пăх малтан», — тет. Тавлашсан-тавлашсан Вовка çари! çухăрса ячĕ. Чĕлхине хăйпăтма тăрать те пуртти пĕрле çĕкленет. Аннепе атте чупкалаççĕ, мана вăрçаççĕ. Хам кулянса ÿкрĕм. Шăллăмăн чĕлхи чĕп- чĕр юн пулчĕ, пуртă çинех татăлса юлчĕ. Мĕнлерех макăрчĕ тата!
3. Çырла курăкĕ. Анне пире анкартинче çĕр улминеçум курăкран тасатма хушса хăварнăччĕ. Вовкăпа иксĕмĕр шăрăхра ĕçлесе ывăнтăмăр та вăрмана çырла çиме кайма шухăшларăмăр. Каланă — тунă. Хурăн çырли пуçтарса çăка çулçи çине хуратпăр та хуçлатса кукăль туса çиетпĕр. Çулçипех. Ай тутлăччĕ! Хайхи анне пахчари ĕçе пăрахса кайнăшăн вăрçасран хăраса ун валли те çырла татас терĕмĕр. Хупах çулçи çине çырла самаях пуçтартăмăр. Ял çывăхрах мар. Каçа май кăна çаврăнса çитрĕмĕр. Киле çитеспе шăллăм: «Мана пар çырлана, аннене эпĕ тыттарăп», — тет. Манăн та парас килет. Тавлашса кайрăмăр. Турткаласа тăнă вăхăтра пирĕн хупах çинчи çырла çĕре тăкăнса кайрĕ те çумăр çуманнине пула хулăнлансах кайнă тусан çинче йăваланчĕ. Пĕтрĕ çырла! Тĕнче пĕтрĕ! Мĕн тумалла? Пĕрре çырли çук, тепре пахчине çумламан. Вара ирĕксĕрех пахчана кĕрсе çум çумлама тытăнтăмăр.
4. Çăмарта. Çакăнпа икĕ пулăм та çыхăннă. Ялта пирĕн вăхăтра пан улмиллĕ пахча сахал пулнă. Пĕччен кун кунлакан пĕр мучин садĕнчи улмисем çав тери тутлăччĕ. Хăй ватă, сухаллăскер. Вăрмана ялан пушăт касма çÿретчĕ. Эпĕ ют пахчана кĕме хăранă. Пĕррехинче мачча тăрринче çывăратпăр. Пичче хĕп-хĕрлĕ анис илсе килчĕ. Пире çитерчĕ. Шăллăм шухăрахчĕ. Ялти ытти арçын ачапа çăмартапа пан улми улăштарма чупатчĕ. Чăх йăвине сыхласах тăнă ача-пăча. Пирĕн çемьере ача нумай та çăмарта мана лекмессе те пултарнă.
Мăнкунра çăмарта пуçтарма çÿреттĕмĕр. Халĕ те тĕлĕнетĕп, çăмартана сухан хуппипе те пулин мĕншĕн хĕретмен-ши? Пире шурринех тыттарса яратчĕç. Çавсене хĕрлĕ кăранташпа кунĕпе сăрласа лараттăмăр. Каçхине хĕрлĕскере кăмăлпа шуратса çиеттĕмĕр. Кÿршĕри пĕр кинемей курупкари витамина ªдражеº 7-шер шутласа паратчĕ. Вăл тĕрлĕ тĕслĕччĕ.
5. Вырмара. Аннесем тырă вырма каятчĕç. Çанталăк питĕ шăрăхчĕ. Çумăр çуманран çĕр хытса çурăлкаланăччĕ. Пире, аслăраххисене, кĕçĕннисене пăхма хăваратчĕç. Чи асли Толя, эпĕ, Вовка, Женя, Лена, Света. Ял пысăках мар. Çемьесенче пурин те тенĕ пекех кăкăр ачисем пур. Çав пĕчĕкскерсене хул пуççи çине лартаттăмăр та уя тырă выракан аннесем патне утаттăмăр. Темиçенччĕ эпир. Ялти ватă çынсем: «Ачисене çитерме кайрĕç-ха», — тесе пăхса юлатчĕç. Çитеттĕмĕр те кĕтсе тăраттăмăр. Пĕр ушкăн çамрăк хĕрарăм пепкисем патне васкатчĕ. Эпĕ Ленăна çитерме илсе пынă. Анне пирĕн пата çитрĕ те юриех ун патĕнчен иртсе кайрĕ. Пĕчĕкскер тутине пăчăртарĕ-пĕркелерĕ те лĕр-р! макăрса ячĕ. Эпир кулатпăр. Çак ÿкерчĕк асра çырăнса юлчĕ.
6. Çĕпĕрте. 1962 çул. Ялтан темиçе çемье Красноярск крайĕнчи Буденовка ялне пурăнма тухса кайрăмăр. Унта çитме патшалăх çул укçи те, пурăнма çурт-йĕр те уйăрнă. Çуркуннеччĕ. Пуйăспа ултă кун кайрăмăр. Банкăпах повидло пачĕç. Пылак çимĕç ытлах астивсе курманскерсем çисе савăнтăмăр. Пирĕн 5 ачаччĕ. Света Çĕпĕрте çуралчĕ. Тĕрлĕ халăх ачисем вырăс шкулĕнче вĕрентĕмĕр. Кайса курнăшăн ÿкĕнместĕп. Хĕлле 50 градус сивĕччĕ. Унти пурнăç интереслĕччĕ. Шурă çăкăр çеç çиеççĕ. Пирĕн патри пек ыраш çăкăрĕ çук. Аслăялта пурăннă чухне ĕне тытман пирĕн çемье. Çĕпĕрте вара çак выльăха та усраттăмăр. Тайга çывăхĕнче пурăннăран атте чабанра ĕçлетчĕ. Хĕлле те сурăхсене уя илсе тухатчĕç. Унти çут çанталăка хăнăхнă выльăх хĕлле те юра чавса курăк тупса çиетчĕ. Питĕ хăрушă çил-тăман пулатчĕ. Сурăхсене те вĕçтеретчĕ çил. Атте Михаил Федорович тăлăп тăхăнса, лаша утланса каятчĕ уя. Анне Александра Федоровна килте ача пăхатчĕ. 2-3 çул пурăнсан тăван тăрăха таврăнтăмăр. Аннепе атте чăваш чунĕллĕ пулнăран-ши ку? Тăвансенчен çыру илсен уйрăмах киле каялла таврăнас килетчĕ. Унта пурăнма та аванччĕ — пур енчен те çителĕклĕ. Ĕне пур, пÿрт пы-сăк, вырăс шкулĕнче вĕренни. Çĕпĕре çитсенех хура çăкăр çиеттĕмĕр те пирĕнтен тĕлĕнетчĕç. Унта кайса курнă хыççăн питĕ уçăлтăмăр. Каялла таврăннăшăн ÿкĕнни те пулнă.
7. Музыка урокĕ. Кÿршĕри Лисукпа,Улькапа шкулапĕрле çÿреттĕмĕр. Ирхине кашниех сумкăна мĕн те пулин чиксе тухаттăмăр: кăмпа, шăратнă çу, çăкăр çине тип çупа сахăр сапса... Шкула каяс килместчĕ. Унта çитме тарăн çырма урлă каçмаллаччĕ. Çырмара вылярăмăр-йăвалантăмăр. Çерем çине ларса сумкăри апата çирĕмĕр. Выляса тăрансан шкула пурпĕрех çитрĕмĕр — 3-мĕш урока. Халь мĕнле кĕмелле? Намăс. Малтан шухăшлама пĕлмерĕмĕр-ши? Класс умĕнче пире, пуç усса тăраканскерсене, вĕрентекен: «Лида, Оля, Лиза, текех нихăçан та кун пек ан тăвăр», — терĕ. Вăрçманни тĕлĕнтерчĕ. Малалла вулас...
Елена ЛУКИНА. Лидия САРИНЕ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментировать