Пурнăçланнă ĕмĕт

21 Ноя, 2018

Çуралнă тăрăхне, тăван ялне, ачалăхне ырăпа аса илет Шупашкар хулин пуçлăхĕн заместителĕ, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертÿçи Виктор Горбунов. «Эпĕ Пăрачкав районĕнчи Любимовка ялĕнче, хресчен çемйинче çуралнă. Атте тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, анне — дояркăра. Ачисене пĕчĕкренех ĕçе вĕрентнĕ вĕсем. Эпир çăкăр хакне пĕлсе çитĕннĕ. Атте-анне ятне ярасран шикленнĕ. Чăн-чăн çын пулма, шкулта лайăх вĕренме тăрăшнă. Хресчен ĕçĕ йывăр пулнине çын каланă тăрăх мар, хамăр куçпа курнă, тÿснĕ», — терĕ вăл калаçăва пуçланă май.

Тăван тăрăхĕн чăн–чăн патриочĕ

Ашшĕ-амăшĕ паянхи кун сывă мар унăн. Çапах тăван ялне манмасть Виктор Александрович. Май пур таран йăмăкĕпе Еленăпа тата унăн çемйипе унта кайса çÿрет. Ашшĕ-амăшĕн çуртне пăхсах тăраççĕ вĕсем. Хăйĕн ывăлне Ваньăна та ял пурнăçне хăнăхтарать: çуллахи вăхăтра вĕсем пулă тытма çÿреççĕ, пахчана çум курăкран тасатаççĕ. Ачисене ĕçпе çитĕнтерме тăрăшать. «Манăн унта мунча пур», — хушса хучĕ вăл. Ял çыннишĕн мунча питĕ пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă.
Вырăнти вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра арçын ача литературăна питĕ юратнă. Сергей Есенин сăввисене каçăхса кайсах вуланă, ун пек çырма ĕмĕтленнĕ. «Çитĕнсен Мускава кайма, унăн вил тăпри çинче пулма, поэта пуç тайма ĕмĕтленеттĕм. Чăн та, хамăн ĕмĕте пурнăçларăм. Мускава каймассерен Ваганьково масарĕнче ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă Сергей Есенин патне «хăнана» кайса килме тăрăшатăп», — ытарлăн калаçрĕ Виктор Александрович.
Аслă поэтăн пултарулăхĕпе кăсăкланнăскер хăй те сăвăсем хайланă. Хĕсметре Казахстанра пулнă май тăван ялне халалласа çакнашкал йĕркесем çырнине те пытармарĕ арçын:
Стоит она, садами украшая,
Стоит весь год, купаясь, и в цвету,
Стоит моя Любимовка родная,
Тая в себе веселье, суету…
Каярахпа сăвă йĕркисем тĕрлĕ темăпа çырăннă. «Халĕ те хăш чухне шухăшсем пуçа килеççĕ, — палăртрĕ вăл. — Унта-кунта çырса хунисем те пур. Вĕсене пĕрле пухса сăвă йĕркелемелле çеç, анчах вăхăт çук». Сăмах май, унăн сăввисемпе юрă та хывнă.
Çуралнă тăрăхне юратни, уншăн тунсăхлани сăмахпа мар, ĕçпе те палăрать. Ял-йыша яланах пулăшма тăрăшать. Вăл тăрăшнипе кунта çулсеренех ял кунне ирттереççĕ. Çавăн пекех вырăнти ял хуçалăхне, фермер хуçалăхне те пулăшу кÿрет. Пăрачкавран Любимовкăна çÿрекен автобус маршручĕ хупăннă хыççăн çĕнĕрен уçăлнинче те унăн тÿпи пысăк. «Ялта халĕ ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ. Паллах, вĕсем чирлемесĕр пулмасть. Вырăнти медпункта хупнишĕн питĕ пăшăрханчĕç, манран пулăшу ыйтрĕç. Çапла вара 2011 çулта пĕр çурт туянтăм та унран медпункт туса хутăмăр. Ăна кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе, эмелсемпе тивĕçтертĕм. Медицина ĕçченне шалу тÿлетĕп, çурт-йĕр тăкакĕсене те хам çине илтĕм. Медпункта сарăмсăр вилнĕ хĕрĕмĕн ятне — «Аленушка» — патăм», — терĕ Виктор Горбунов.
Ырă туни
ырăпа таврăнать
Вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Улатăрти чукун çул транспорчĕн техникумне вĕренме кĕнĕ. «Манăн хамран аслăрах юлташсем пурччĕ. Вĕсем маншăн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Туссем пурте асăннă техникумран вĕренсе тухнă. Çавна май эпĕ те çак çул- йĕре суйларăм, — малалла тăсăлчĕ сăмах çиппи. — Вĕренÿ заведенийĕ хыççăн салтака кайрăм, кайран вара Шупашкарта ĕçлеме тытăнтăм».
Хăйĕн ĕç-хĕлне вăл 1984 çулта тĕп хулари электроаппаратура заводĕнче мастертан пуçланă. Икĕ çултан вара Чăваш Енри Пĕрлештернĕ транспорт хуçалăхĕн Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш цехĕн уча-сток пуçлăхĕнче тăрăшнă. 1987 çулта — Чăваш Енри Пĕрлештернĕ транспорт хуçалăхĕн 2-мĕш цехĕн пуçлăхĕнче, каярахпа – «Чăвашстройтранс» автомобиль транспорчĕн управленийĕн — Юхан шывпа чукун çул транспорчĕн предприятийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче. 1989 çулта чукун çул цехĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. 1993 çултан пуçласа паянхи кунччен — «Пĕрлештернĕ чукун çул хуçалăхĕн» ТМЯО генеральнăй директорĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕвне те ÿстерме тăрăшнă вăл: Раççей патшалăх çул-йĕр çыхăнăвĕн уçă техника университетне, Мускаври гуманитарипе эконо-мика университетне пĕтернĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн никĕсĕ çинче пурнăçланакан Президентăн управлени кадрĕсем вĕрентсе хатĕрлемелли программипе тулли пĕлÿ илнĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.
Малалла калаçу депутат ĕçĕ-хĕлĕ çине куçрĕ. Виктор Александровичăн йышăну пÿлĕмĕнчен çын нихăçан та татăлмасть. Кашнинех пулăшма тăрăшать. Сăмах май, вăл депутата тĕп хулари 4-мĕш суйлав округĕнчен /Калинин районĕ/ суйланнă. «Хула çыннисене ытларах мĕнле ыйту канăçсăрлантарать?» — ыйтрăм эпĕ кăсăкланса. «Ытларах çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, юсав ĕçĕсем, хаксем, управляющи компанисен ертÿçисен йĕркесĕрлĕхĕ пăшăрхантарать халăха. Депутат кунĕсенче те çак ыйтусене час-часх хускатаççĕ», — пулчĕ хурав.

Виктор ГОРБУНОВ тивĕçнĕ наградăсем:
РФ Транспорт министерствин Тав хучĕ, «Шыв çийĕнчи тата çĕр çинчи çул- йĕр çыхăнăвĕн управленине — 200 çул» кăкăр çине çакмалли паллă, РФ Транспорт министрĕн Хисеп хучĕ, «Шупашкар хули умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль, «Чăваш Республикин транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят. 

КĔСКЕН
Килĕшекен тĕс?
— Пĕлместĕп. Кун пирки пĕрре те шухăшламан. Мĕнле тĕслĕ япала тăхăнатăп — çавă килĕшет.
Шанчăклă туссем пур-и?
— Пур, анчах сахал.
Сирĕн кумир?
— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мĕн пур çар пуçĕ.
Мĕн вăл телей?
— Юратнă ĕç, лайăх çемье, шанчăклă туссем.
Ачалăхри ĕмĕтсем пурнăçланнă-и?
— Пурте.
— Эсир телейлĕ-и? Тулли верси...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА. сар.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.