Сĕнтĕрвăррисен савăнăçĕ: çут çанталăк газĕ те, шыв та

8 Ноя, 2018

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туçи ялĕнче пурăнакансен пысăк савăнăç: вĕсем те тинех çут çанталăк газĕпе усă курма пуçлаççĕ. Паян çав ялти темиçе çурта «кăвак çулăм» çитрĕ.

Туçи пысăках мар: пĕтĕмпе 40 ытла кил, çав шутран 24-шĕнче çеç пурăнаççĕ. Хĕл каçакансем вара тата сахалрах. Малтан çынсен çуртне кăмака хутса ăшăтма, çак тĕллевпе вутă туянма тивнĕ. Малашне вара апла нушаланмалла пулмĕ. Яла «Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн газ кĕртнĕ.

Хурапха ялĕнче вара асăннă программăна тĕпе хурса централизациленĕ шыв тытăмĕ туса пĕтереççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников пĕлтернĕ тăрăх — ăна çак уйăхра хута яраççĕ, çавна май çынсем таса шывпа усă курма пултараççĕ. Хальлĕхе вара вĕсем пусăран шыв ăсаççĕ.

Маларах асăннă икĕ яла паян ЧР Строительство министерствин пай пуçлăхĕ Александр Тихонов çитсе курчĕ. Ялсене аталантарассипе çыхăннă программа çав тăрăхсенче мĕнле пурнăçланнипе паллашрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать