Тĕпел кукринчен тухнă тапхăр

7 Дек, 2013

2013 çулхи чÿк уйăхĕнче «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал тухма пуçланăранпа 85 çул çитрĕ. Унăн пĕрремĕш номерĕ Шупашкар хулинче 2000 экземплярпа кун çути курнă.

Вăл чăваш хĕрарăмне тĕрĕс çул çине тухма пулăшакан, ыррипе усаллине уйăрма вĕрентекен, партипе правительство йышăнăвĕсене тĕплĕ çутатса пыракан журнал пулнă. Çак кăларăм уйăхра пĕрре пичетленнĕ.

Кĕнеке палатин ылтăн çÿпçинче журналăн пур номерĕ те типтерлĕ упранать. Сарăхса кивелнĕ страницăсене тишкернĕ май çав вăхăтри пурнăç куç умне яр уççăн тухса тăрать.

Хаçат парти обкомĕ чăваш хĕрарăмĕсене чĕнсе каланипе уçăлать. Унта çак йĕркесем пур: «Çапах та патша вăхăтĕнче пуринчен ытла хĕсĕкре, тĕттĕмре пурăннă хĕрарăм арçынран юлса пырать. Пирĕн чăваш хĕрарăмĕ татах та каярах юлнă. Вĕсен культура шайне хăпартасси, ĕçе хутшăнтарса пырасси - пысăк ĕç. Парти чăваш обкомĕ «Ĕç хĕрарăмĕ» журнала кăларни хĕрарăмсен культурине хăпартма, ĕçе хутшăнса пыма, ĕçри çитменлĕхсене пĕтерме пулăшĕ. Вăл журнала вулăр, çырăр, сарăр!»

Çакăнтах редакци ĕçченĕсем сăмах илнĕ. Вĕсем журнал мĕнлерех пулассине палăртнă, арçынсене çывăх çынсене çак кăларăма çырăнса пама ыйтнă. Чăваш халăх сăвăçин Петĕр Хусанкайăн сăвви те вырăнлă:

«...Аппасем, йăмăксем, инкесем,

Тухăр, тухăр тĕпел кукринчен!

Çĕр çинче пит нумай-ха кĕсен,

Пайтах сип вăл кĕтет сирĕнтен.

 

Малалла ăнтăлни тĕнчере

Пуринчен те паха, пуринчен.

Йĕччĕрех сÿретке-кĕнчеле,

Тухăр, тухăр тĕпел кукринчен».

«Хĕрарăмсене пурнăçа юсама вĕрентет» корреспонденци те хăйне май кăсăклă. Унта Тутаркас /Муркаш/ районĕнчи Москакасси ялĕнче пурăнакан Кĕркури Ульхи пирки çырса кăтартнă. Çуркунне вăл 12 çухрăмри Кашлăх ялне пахча çимĕç ÿстернине курма кайнă. Унтан таврăнсан юлташĕнчен 3 пăт çурă йĕтĕн вăрри кивçен илсе акса хăварнă. Кĕркунне вара Ульха йĕтĕн вăррипе сÿс сутса 75 тенкĕ услам тунă. Вăл пухусенче ял хуçалăхне мĕнле майпа аталантармалли çинчен тăтăш калаçнă. Çакна шута илсе ăна ял канаш членне суйланă.

Журнал ĕçченĕсем кашни номере кăсăклăрах тума тăрăшни куç умĕнчех. Статьясене тĕрлĕ рубрикăпа пичетленĕ. «Çĕнĕ пурнăç тăватпăр» рубрика уйрăмах вăхăт таппипе тан пынине çирĕплетет. Унта ĕç артелĕсен çитĕнĕвĕсене кăтартнă, сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарнă.

Ялти улах пирки вуласа пĕлме май пур. Хĕрлĕ Чутай районĕнче 63 çĕрте хĕрлĕ улаха пуçтарăннă. Хĕрарăмсем ал ĕç тунă, кĕнчеле арланă, кĕнеке-хаçат вуланă, ташлама-юрлама вĕреннĕ.

Хастар хĕрарăмсемпе паллаштарать журнал. Тĕслĕхрен, Етĕрне райĕçтăвком председателĕ Михеева халăха çутта тухма пулăшни çинчен тĕплĕ çырса кăтартнă.

Сĕнÿ-канашпа пуян «Ĕç хĕрарăмĕ». «Данилов тухтăр канашĕсем», «Ыйтусемпе хуравсем», «Усăллă канашсем», «Ача-пăчана мĕнле пăхмалла?» ятарлă страницăсем кил хуçи арăмĕсен пурнăçне çăмăллатма пулăшни иккĕлентермест.

Журнал чăваш çыравçисемпе, сăвăçисемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Уйрăмах М.Трубинан, В.Краснов-Аслин, Г.Краснов-Кĕçĕннин, А.Алкан, П.Хусанкайăн, Н.Полоруссов-Шелепин, Л.Агаковăн, В.Алагерăн, А.Петоккин, И.Ивникăн хайлавĕсем тăтăш пичетленнĕ. Сăмах ăстисем хăйсен сăвви-юрринче хĕрарăмсене малалла талпăнма йăхравланă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан вулакансен журналпа сыв пуллашма тивнĕ. Вун тăватă çулта 148 номер пичетленме ĕлкĕрнĕ. Редакторĕсем А.Григорьева, И.Разумова, А.Токсина, Е.Ванеркке, Е.Орлова, М.Чупракова, М.Юрьев, А.Митрофанова пулнă.

Çак журнал чăваш пичетĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Унăн ĕçне халĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат малалла тăсать.

Елена АРЛАНОВА,

Кĕнеке палатин тĕп библиографĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.