- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăвашсемпе чеченсен туслăхĕнчи хÿреллĕ пăнчă
— Пĕчĕк куракан хăть ăçта та пĕрех. Ачасем пурте таса чунлă, — пĕр сасăллăн тенĕ пек пĕтĕмлетрĕç чăваш тата чечен артисчĕсем пысăк гастроле пĕтĕмлетнĕ май.
Юпа уйăхĕн 11-17-мĕшĕсенче Чăваш Енри куракана Чечен патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ачасем Павел Морозовăн «Хищный заяц», Евгений Сперанскин «Солдат и ведьма», Анна Ахматовăн «Сказка о золотом скакуне» юмахĕсемпе паллашма пултарчĕç. Çакна та каламалла: Грозный артисчĕсем Шупашкара килесси Раççей культура министерствин гастрольсен агентствин «Пысăк гастрольсем» проекчĕ пурнăçланнипе çыхăннă. Хăнасене йышăниччен Чăваш патшалăх пукане театрĕ те Чечен республикине çитсе килнĕ, унта пилĕк спектакль илсе кайнă. «Ытлашши» билет шыракан чылай пулнă иккен.
— РФ Культура министерстви пĕр-пĕрин патне çÿреме май туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Режиссерсемпе, актерсемпе тăтăш хутшăнса ытти коллектив епле ĕçленине куратпăр. Çакна «квалификацие ÿстерни» теме те пулать.
Пирĕн республикăра уйрăм Пукане театрĕ çук. Çамрăксен театрĕн репертуарĕнче вара 60 процент ытла ĕç — пукане спектаклĕсем. Вĕсене театрта кăтартнипе çырлахмастпăр, ялсене, тĕрлĕ хулана, шкулсене тухса çÿретпĕр.
Эпĕ хам Шупашкарта виççĕмĕш хутчен ĕнтĕ. 2016 çулта çамрăк режиссерсен форумне килнĕччĕ. Пĕлтĕр юлташсем патĕнче хăнара пултăм. Сирĕн тăрăха килесси кунпа çеç вĕçленмĕ-ха. Туслă хутшăнура хÿреллĕ пăнчă лартатпăр. Пукане театрĕ çурла уйăхĕнче иртекен фестивале чĕнчĕ. Киле çитсенех хатĕрленме пуçлăпăр. Ятарласа çĕнĕ ĕç хатĕрлĕпĕр. Чечен халăх культурине кăтартма тăрăшăпăр унта, — палăртрĕ Чечен çамрăксен театрĕн режиссерĕ Рустам Шахгиреев.
Çакна та каласа хăварам. Ку калаçу иртнĕ вырсарни кун, сцена хыçĕнче пулса иртнĕччĕ. Ылтăн юлан ут çинчен хывнă юмаха вара çитсе курма тĕв турăмăр. Кăмăла уçакан самант татах та пулчĕ. Пуç тайма тухнă артистсене чăваш кураканĕ тăвăллăн алă çупса лезгинка ташлама ыйтрĕ.
— Пирĕн халăх ташшине ыттисем те кăмăлланине пĕлетпĕр-ха. Хăть мĕнле уявра та çаптаратпăр ăна. Анчах пуç тайма тухсан ташлама ыйтнине ас тумастăп. Кĕтменлĕх пулчĕ ку пирĕншĕн. Чăваш патшалăх пукане театрĕн сцени çинче виççĕмĕш спектакль кăтартрăмăр. Кашнин хыççăн ыйтаççĕ ăна. Ун валли вырăн нумай кирлĕ. Каччăсем те, хĕрсем те саркаланса ташлаççĕ пирĕн. Сцена умĕнчи пĕчĕк вырăнта та куракан ыйтнине пурнăçларăмăр тесе шухăшлатăп.
Хулапа паллашнă май çынсем ырă кăмăллине те асăрхарăм. Вĕсемпе питех хутшăнман-ха. Анчах мĕн те пулин ыйтсан тĕплĕ ăнлантараççĕ. Пирĕн халăх та питĕ тарават та ырă кăмăллă. Кирлĕ вырăна кăтартма çеç мар, çитес тĕле леçсе яма та пултараççĕ. Туслă пулма пĕлетпĕр те, юрататпăр та, — палăртрĕ Чечен халăх артистки Любовь Васкаева.
Гастрольсем вĕçленнĕ май хăнасене килне ăсатиччен Пукане театрĕнче икĕ ен артисчĕсем тепре пухăнса калаçрĕç. Тĕл пулăва хăнасем те пухăнчĕç. Малалла вулас...
Комментировать