«МЧС ĕçченĕ пулас килет»

18 Окт, 2018

Çакăн пек ăмăртусем çирĕп кăмăллă ачасене çитĕнтереççĕ

«На старт! Внимание! Марш!» — янăраса кайрĕ команда. Стартра тăракан арçын ачапа хĕр ача васкаса чупса кайрĕç. Акă вĕсем хÿме тата каçă урлă сиксе каçса çĕр çийĕн çур метр çÿллĕрех вырнаçнă хăмасем патне ыткăнчĕç, унтан анса çĕр çинче выртакан пушар шлангĕсене ятарлă хатĕрпе сыпăнтарчĕç, финиша васкарĕç.

Хăвăрт тата тĕрĕс

Эрнекун Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пушар тата çăлав спорчĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта хулари 10 шкулти пушарпа кĕрешекенсен дружинисем хутшăнчĕç. Çамрăксем икĕ дисциплинăпа вăй виçрĕç. Чи малтанах вĕсем 100 метрлă чăрмав полосине парăнтарчĕç, унтан пусма тăрăх башньăн иккĕмĕш хутне хăпарчĕç. Пĕтĕмпех — хăвăртлăха пăхăнса.
Чăваш Республикинчи ВДПО председателĕн çумĕ Галина Кулагина каланă тăрăх, республикăра пушар тата çăлав спорчĕ ăнăçлă аталанать. Республикăн пĕрлештернĕ команди Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те Чăваш Ен чысне тивĕçлипех хÿтĕлет. «Пирĕн кампа мăнаçланмалли пур», — тет вăл çамрăксен йышĕнче чемпион ятне илнисем те пуррине палăртса.
Пушарпа кĕрешекенсен дружинисем нумай шкулта пур. Ачасем пушар тата сыхлав спорчĕн ăмăртăвне чылай маларах хатĕрленме тытăннă, тренировкăсене çÿренĕ. Хăшĕ-пĕри вара кашни кунах стадиона çитсе хÿме урлă сиксе каçма, пушар шлангне сыпăнтарма вĕреннĕ.
30-мĕш шкултан ăмăртăва 10 ача килнĕ. «Тупăшура хĕр ачасемпе арçын ачасен йышĕ пĕр пек пулмалла. Пĕлтĕр 6 команда пулнăччĕ, эпир те хутшăнтăмăр. Ушкăнпа малти вырăна тухаймарăмăр, çапах та харпăр хăй кăтартăвĕпе палăрнă ачасем пулчĕç. Шанăç пур-ха, тен, кăçал ытларах ăнăçĕ», — пĕлтерчĕ шăпăрлансене ертсе килнĕ вĕрентекен. Инçех мар тренер хăйĕн вĕренекенĕсене ăс пани хăлхана кĕчĕ. «Шланга сыпăнтараймарăр пулсан сирĕн кăтартăва шута илмĕç, — çирĕппĕн каларĕ вăл ачасене. — Тренировкăсенче эпир сирĕнпе пĕтĕмпех туса пăхнă, хăрамалла мар, пур ĕçе хăвăрт тата тĕрĕс пурнăçламалла».

«Урра! Эпĕ ÿкмерĕм!»

«Йĕркеллех тухрăн-и?» — хупăрласа илчĕç 11-мĕш шкулти хĕр ачасем хăйсен тантăшне. «Урра! Ÿкмерĕм!» — хĕпĕртенипе пĕр вырăнта темиçе хутчен сиксе илчĕ Ангелина. Тантăшĕсем те ăна ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Ангелина Доева кун пек ăмăртура пĕрремĕш хут. «Чăннипе, хăрушă пулчĕ, нумайăшĕ ÿкет. Анчах кун пирки старта тухсанах манатăн. Эпĕ тренировкăсене те нумаях çÿремерĕм çав, 2-3 хут кăна, çавăншăн та шиклентĕм. Ÿкессĕн туйăнатчĕ, телее, ÿкмерĕм, мĕн палăртнине веçех пурнăçларăм, çавăншăн савăнатăп», — чĕвĕлтетет хĕр ача. Ангелина умĕнче тепĕр тапхăр — пусма тăрăх 2-мĕш хута хăпармалла. «Улăхса пăхрăмăр — йывăрах мар пек. Анчах арçын ачасем вăр-вартарах, вĕсем хăвăрт кăна хăпарса каяççĕ», — кая юласшăн мар хĕр ача.

Ăна бокс та илĕртет

Каçă урлă вăшт! кăна сиксе каçакан хĕр ача ытти хăнăхтарăва та хăвăрт пурнăçларĕ. Маттурпа паллашма васкарăм. Софья Большова, 6-мĕш шкулта 6-мĕш класра вĕренет. Çăмăл атлетикăпа туслă иккен вăл, çак спорт тĕсĕпе иртекен ăмăртусенче пĕрре мар лайăх кăтартупа палăрнă. Пушар тата сыхлав спорчĕн турнирĕнче вара — пĕрремĕш хут. «Маншăн чи çăмăлли чупасси тата каçă урлă сикесси пулчĕ. Хăшĕ-пĕри сиксе каçас ăсталăхăн техникине пĕлсех каймасть, çавăнпах ÿкет. Эпĕ пĕр уйăх кашни кунах стадиона тренировкăсене çÿрерĕм, ăсталăха аталантартăм. Ăмăрту программинче чи кăткăсси — пусма тăрăх çÿле хăпарасси, алă ыратма тытăнать», — тет вăл ал тупанĕ çинчи хытнă мăкăле кăтартса. Хĕр ача ума çирĕп тĕллев лартнă. «9-мĕш класс хыççăн МЧС енĕпе вĕренме каятăп», — тет вăл. Çавăнпах спортпа туслă, ăна çăмăл атлетика кăна мар, бокс та илĕртет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.