- Чăвашла верси
- Русская версия
Лицейра вĕренме аван-и?
Ыран, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче — Пĕтĕм Раççейри лицейçăсен кунĕ. Мĕншĕн шăпах çав кун паллă тăваççĕ-ха ăна? 19-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Раççейри чи чаплă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри Патша салинчи (Царское село) Император лицейĕ пулнă. Ăна 1-мĕш Александр император хушăвĕпе 1811 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче уçнă.
Паянхи лицей ахаль шкултан мĕнпе уйрăлса тăрать-ши? Ачасене унта ăс пухма килĕшет-и? Хăйсене сăмах парар-ха.
Елена МАЛИНОВСКАЯ [Шупашкарти 2-мĕш лицей]:
— Çакăнта ăс пухма тÿр килнĕшĕн питĕ савăнатăп, мана кунта килĕшет. Паллах, ахаль шкултинчен ытларах пĕлÿ илме пулать. Эпĕ кунта 9-мĕш класран вĕренме пуçларăм. Çакна калам, шкулта та, лицейра та пĕрешкел ачасемех вĕренеççĕ. Вĕрентÿ меслечĕ тата хушма пĕлÿ илесси вара уйрăлса тăрать. Республикăри лицейçăсене уявпа саламлатăп! Чăтăмлăх, çирĕплĕх тата ăнăçу сунатăп!
Динара ЗАМАЛИЕВА [Шупашкарти 4-мĕш лицей]:
— Эпĕ кунта 5-мĕш класранпа вĕренетĕп. Шкулти тата лицейри пурнăç питех уйрăлса тăмасть. Урокра ăнлантарни, хушма пĕлÿре тарăнрах вĕренни тата пÿлĕмсен илемĕ — кунти лайăх енсем. Çавăнпа çакăнта вĕренме мана питĕ килĕшет. Тепĕр тесен, пирĕн лицей ыттисемпе танлаштарсан — чи илемли. Кашни çулах юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче лицейçăсен кунне паллă тăватпăр. Унта тин çеç вĕренме кĕнисене лицейçăсен ретне йышăнаççĕ, ятарлă паллă /лицейçă значокĕ/ параççĕ. Çак уявпа çыхăннисене пурне те саламлатăп, лайăх вĕренме сунатăп!
Анна АЛЕКСЕЕВА [Канаш хулинчи Патшалăх службипе управлени лицейĕ]:
— Мана лицейра килĕшет тени кăна сахал. Кунта паха пĕлÿ илетĕп, пур енлĕн аталанатăп. Эпĕ лицейри «Лига будущего» хăй тытăмлăхра челинг- администратор. Кашни кунах кĕçĕннисемпе ĕçлетĕп, хамăн пĕлĕве вĕсемпе пайлатăп, пуласлăха пĕрле утăм тăватпăр. Лицейра 6-мĕш класранпа вĕренетĕп. 4 çул хушшинче куншăн пĕрре те ÿкĕнмерĕм. Кунта пире çар енĕпе ĕçлекен аслă шкулсене кĕме хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех право, обществознани, ОБЖ тата ытти предмета тарăннăн вĕрентеççĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăмшар классенче ăс пухнине ырлатăп, кун пек пĕлÿ çирĕпрех пулать. Унсăр пуçне бал ташшине, ирĕклĕ кĕрешĕве, линиллĕ алгебрăна, шахматла выляма çÿретĕп. Эпĕ лицейри медиа ушкăн ертÿçи те.
Паян стройра манпа юнашар тăракансене шанатăп, вĕсем те мана ĕненеççĕ. Эпир сумлă политиксенчен, общество тата культура деятелĕсенчен тĕслĕх илетпĕр. Эпир — çамрăк патриотсем. Хулпуççи çинче — пакун, чĕрере — ырă пуласлăха шанни. Лицейçăсене пурне те калатăп: нихăçан та ан парăнăр! Тапаланăр, ыттисемшĕн маяк пулăр. Тĕнчепе паллашăр. Чи кирли, хăвăра вĕрентекенсене ан манăр!
Лариса ПЕТРОВА ыйтса пĕлнĕ.
Комментировать