Пĕчĕк пукан тытса «купăс» калаттăм

18 Окт, 2018

Хăш-пĕр ача пĕчĕкренех тĕллев лартать те шăла çыртса çавăн патне талпăнать. Ун пек тума çирĕп чунлисем çеç пултараççĕ. Мĕншĕн тесен çав утăм чунра аталанать, ырăлăх патне илсе пырать, пурнăç илемне туйма май парать. Шăпах чăваш эстрада юрăçĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Шадриков пирки çак сăмахсене калас килет. Вăл юррисене чун хĕлĕхĕ витĕр кăларса шăрантарать тесен йăнăш пулмĕ. Çавăнпах куракана тыткăнлать те сцена çинче хăйне сăпайлă тытакан, залри халăхăн кăмăлне тупма пĕлекен илемлĕ, çамрăк арçын. Паян вара Алексейăн пурте пĕлекен юррисене асăнмăпăр, ачалăхĕнчи кăсăклă саманчĕсемпе паллашăпăр.

1. Правленире. Аннепе атте Людмила Александровнăпа Валерий Алексеевич пире, 3 ывăла, тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратрĕç. Пичче Саша — тăватă çул аслăрахчĕ. Шăллăм Андрей — 10 çул кĕçĕн. Елчĕк салинче çуралнă эпĕ, тăватă çулта чухне асаннен ялне, Таяпа Энтрине, пурăнма куçрăмăр. Эпĕ, пĕрремĕш класс ачи, колхоз фермин сысна кĕтĕвне тепĕр арçын ачапа пăхаттăм. Çăвăрлама вăхăт çитнĕ сыснасем таратчĕç. Вĕсене шыраса тупмаллаччĕ. Çăвăрланăскерсем питĕ усалччĕ. Ытти ача-пăча урамра чупнă чухне, паллах, ялан кĕтÿре çÿрес килместчĕ. Юлташсем кÿлĕ хĕррине шыва кĕме килетчĕç. Вĕсемпе пĕрле канаттăм-ха, тантăшсем кайсан манăн юлмаллаччĕ. Пĕрле выляма чупас килетчĕ. Анчах укçа ĕçлесе илни хавхалантаратчĕ. Пĕлетĕп вĕт-ха, ĕçленĕшĕн шалу тÿлеççĕ. Манăн вара çук та çук. Велосипед туянас килетчĕ. Çавăнпах пĕррехинче правленине çитрĕм те ĕç укçи ыйтрăм. Вăл вăхăтра шалу вырăнне сысна çури, тырă е тата ытти япала панине эпĕ ăнланман-çке. Анне-атте вара вĕсене илнĕ. Пĕчĕкскер пурпĕрех тарăхрăм çавăн чухне. 7-мĕш класс пĕтерсен çулласерен комбайнер пулăшуçинче ĕçлеме тытăнтăм.
Шкул çулне çитиччен вырăсла калаçма лайăх пĕлместĕмĕр. Хуларан килнĕ ачасемпе хутшăнма çăмăл пулман пуль. Теттесемпе вылянă чухне пĕр-пĕрне ăнланманнипе çапăçсах каяттăмăр.

2. Урамра. Хăйăр купи çинче вылямашкăн тетте хамăрах вут татăкĕсенчен ăсталаттăмăр. Машина е трактор пулчĕ те. Велосипедпа ярăнас килетчĕ. Килте пулнă-ха ĕнтĕ, анчах пичче те пур-çке. Кулач е çăкăр татăкĕ çине çу сĕрсе, унтан сахăр сапса урама йăтса тухса çиеттĕмĕр. Ачасен умĕнче тутлăрах вĕт. Камăн велосипед е хăйăр çинче вылямашкăн машина пур, вĕсене: «Пĕрре çырттаратăп, выляма е ярăнма паратăн-и?» — теттĕмĕр. Туслă выляма май тупаттăмăр.

3. Аккордеон. Пилĕк çултаччĕ пулĕ эпĕ, пĕчĕк аккордеон туянса пачĕç. Тăвансенчен пĕри, аппа, мана «Во саду ли, в огороде» юрра калама вĕрентрĕ. Çак пĕрремĕш утăм чунра кĕвĕ ытарлăхне вăратрĕ те. Телекуравпа музыка передачисем пăхнă чухне пĕчĕк пукана тытса / аккордеон çĕмĕрĕлнĕ-ши/ «купăс каласа» юрлаттăм пĕрле. Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Николай Казаков ячĕсем ачалăхра çырăнса юлчĕç. Район Акатуйĕсенче каçченех юлаттăм. Мĕншĕн тесен мана шăпах эстрада интереслĕччĕ, вĕсене курмах ĕнтĕ. Кăштах ÿссен атте-аннерен гитара илсе пама виçĕ çул ыйтрăм. «Пĕлместĕн калама пурпĕрех», — ал сулчĕç малтан. 12 çулта вара ĕмĕт пурнăçланчĕ — гитара парнелерĕç. Çĕмĕрлери йысна 3 аккорд кăна кăтартрĕ, çак музыка инструментне алла илтĕм те. Çулла каникула хуларан килекен ачасемпе урамра гитара каласа юрлаттăмăр.
Пĕрремĕш класа кайни астра чечекĕсемпе ытларах куç умне тухать. Анне нумай ÿстеретчĕ вĕсене. Авăнăн 1-мĕшĕнче çуллахи каникулта ĕçленĕ ачасене хавхалантарса парнесем паратчĕç — тантăшсен умĕнче епле мăнаçлăхчĕ.
Елчĕке музыка шкулне эрнере виçĕ кун — çумăра, çил-тăмана пăхмасăр — çÿреттĕм, пĕр еннелле 3 çухрăм утаттăм. Пĕррехинче Комсомольски салинче иртекен фестивале каймалла пулчĕ. Кĕркуннеччĕ. Каялла таврăннă чухне масар урлă çул выртрĕ. Çурма çĕрти 12 сехетре лăп та шăп масартан иртрĕм. Хăранине ас тумастăп.

4. Урай. Шкулпа çыхăннă тепĕр самант. Дежурнăй пулсан уроксем хыççăн юлса ялан класри урая çумаллаччĕ. Киле васкатпăр-çке. Пĕр парта хушшинче ларакан тантăшпа пурте тухса кайсанах урая витрепе шыв сапаттăмăр та хыççăн щеткăпа çăваттăмăр. Ĕçе ун пек хăвăртрах вĕçлеме аванрахчĕ. Тепрехинче дежурнăй черетĕнче урай çуса каярах юлтăмăр юлташпа. Киле кайма тухас тетпĕр — алăка питĕрнĕ. Пирĕн класс 2-мĕш хутраччĕ. Каялла иккĕмĕш хута хăпарса чÿречерен тухрăмăр. Пит-куçа кăвакартнăччĕ эпĕ ун чухне. Эх, ачапча çав, 1-мĕш хутри чÿречерен тухма юраман-ши?.. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Алексей ШАДРИКОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.