Ял-йыш кăмăллă

17 Окт, 2018

Федераци, республика, муниципалитет программисемпе килĕшÿллĕн автомобиль çулĕсене тăвас, реконструкцилес тата юсас ĕç малалла пырать.

Вăрнар. Районти Кÿстÿмĕр-Кольцовка автоçулăн сыпăкĕсене асфальт хурса хытарнă, айккине вĕт чул сарнă, çул çĕрне хăпартнă. Çак ĕçсене пурнăçлама республика хыснинчен — 2,7 млн, район бюджетĕнчен 0,3 млн тенкĕ уйăрнă. Туçи Çармăс ялĕнчи Вăрман тата Колхоз урамĕсене çыхăнтаракан тăкăрлăкри çула шур чул сарса çирĕплетнĕ. Вăрман Кипекри Шкул урамĕнчине те унпах тикĕсленĕ. Халĕ ялти мĕн пур çул хытă сийлĕ. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче ăна Хапăс ялĕнче те тума пуçланă. Апнерти Хĕвел урамĕнчине юсама Руслан Мамедовпа Светлана Илларионова, Шкул урамĕнчине çирĕплетме Анатолий Белов, Надежда Тверская, Евгений Алексеев, Сергей Ильин, ыттисем хастар хутшăннă. Владимир Никитин çак ялти Çĕнĕ урама тикĕсленĕ. Кĕперлĕ Кÿлхĕрринчи Вăрман урамĕнчине те вĕт чул сарса тĕреклетнĕ. Вăрманкас-Катăш автоçула та çĕнетнĕ. Вăрманкас, Утар ялĕсенчи урамсенчи çулсене шур чул сарнă. Çавалкаспа Хорнсор Çармăсра та çак меслетпех çул хывнă.
Йĕпреç. Эйпеç ялĕнчи Çаран урамĕнчи çула тăршшĕпех вĕт чул сарнă. Паллах, кунта пурăнакансем халĕ кăмăллă. Липовка ялĕнче асфальтобетон сарса çул тăваççĕ. Тăршшĕ 2,3 км, сарлакăшĕ 4,5 м. Объекта ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче хута ямалла.
Канаш. Уçырма ялĕнчи Хĕвел урамĕнчи çула вĕт чулпа çирĕплетме подряд организацийĕпе 622 пин тенкĕлĕх контракт тунă. Тĕллеве кĕске хушăра пурнăçланă. Ял тăрăхĕн администрацийĕн, клубпа библиотека специалисчĕсем Ăвăспÿрт Кипеч масарĕн çулне вак чулпа хытарнă. Унпа тĕреклетнĕрен малашне Анаткас Татмăшри Тĕп урампа, Çĕнĕ Юнтапари Гагарин урамĕпе çул çÿреме çăмăлрах пулĕ.
Красноармейски. ЧР Пуçлăхĕн вырăнти пуçарăва тĕпе хурса общество инфратытăмне аталантарасси çинчен калакан указне пурнăçласа Çеçмер ялĕнчи çула хута янă. Ăна хывма ял-йыш — 1,149 млн, вырăнти хыснаран — 300 пин, республика бюджетĕнчен 2,174 млн тенкĕ уйăрнă. Проекта пурнăçлама Вениамин Ильинпа Валерий Шумилов пуçару тунине палăртас килет.
Сĕнтĕрвăрри. Сĕнтĕрпуç тата Турханкасси ялĕсенчи урамсене юсанă.
Вăрмар. Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Калинин, Маркс, Чапаев урамĕсенчи çулсене йĕркене кĕртнĕ.
Шăмăршă. Пăчăрлă Пашьелти Совет урамĕнчи 1255 метр тăсăлакан урама хытарнăшăн ял çыннисем вырăнти влаçа тав тăваççĕ. Кивĕ Шăмăршăри Чкалов урамне кĕмелли çул сыпăкне çирĕплетнĕ.
Çĕмĕрле. Муниципалитетăн транспорт тытăмне аталантармалли программипе килĕшÿллĕн районта Шупашкар-Сăр-Хутар-Егоркино, Шупашкар-Сăр-Егоркино-Эскетен, Шупашкар- Сăр-Хĕрлĕ Октябрь-Атмал, Шупашкар-Сăр- Тăванкасси-Кĕçĕн Тăванкасси, Сăр-Анат Кăмаша-Тури Кăмаша автоçулсен 2,4 çухрăма тăсăлакан сыпăкĕсене юсанă.
Етĕрне. Тури Мучар ялĕнчи Пролетари, Чаканар ялĕнчи Якунин тата Тăнăç урамĕсенчи çулсене вĕт чул сарса çирĕплетнĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.  Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.