Беларуçре пирĕн чĕлхепе киленчĕç

11 Окт, 2018

Пурнăç таçта та илсе çитерет тесе ахальтен каламан ваттисем. Кам шухăшланă эпĕ кăçал Беларуç çĕршывне туя каятăп тесе? Çуллахи илемлĕ кун манăн виççĕмĕш сыпăкри аппа унта качча тухрĕ.
Çĕртмен 13-мĕшĕнче 13 çын «Газельпе» çула тухрăмăр. Водительсем тутар çыннисем пулчĕç, кăмăлĕпе питĕ ырăччĕ. Кăнтăр вăхăчĕ иртсен Чăваш Республикинчен тухрăмăр, Чулхула, Владимир, Мускав, Смоленск облаçĕсем витĕр Ошмяны хулине çити 1500 километра яхăн кайрăмăр. Ошмяны хулинчен 2 çухрăмра вырнаçнă Буденовск ялне тепĕр кунне кăнтăрла иртни 2 сехетре çитрĕмĕр. Каччă енчи çемье пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ.
Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче туй пулчĕ. Эпир чăвашла тумланса хамăрăн йăла-йĕркене кăтартрăмăр. Туй халăхĕ пирĕн тумсенчен питĕ тĕлĕнчĕ. Хăшĕ-пĕри тытса та пăхрĕ. Чăваш чĕлхи шутсăр çепĕç те çемçе пулнине палăртрĕç. Пире татах та чăвашла калаçма ыйтрĕç. Туйра тăватă тĕрлĕ халăх пулчĕ: поляксем, литвасем, белоруссем тата чăвашсем. Полякла тата литвалла ташланине, юрланине курса тĕлĕнтĕмĕр. Католиксен чиркĕвне те кĕрсе куртăмăр. Вăл пысăк та питĕ илемлĕ!
Беларуçра урамсен тасалăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Çул хĕрринче пĕр çум курăк та курăнмарĕ. Урамра хĕвел çаврăнăш вăрри шĕкĕлчеме юрамасть. Çÿпĕленине асăрхасан штраф тÿлеттерĕç. Вăт тасалăх!
Каялла килнĕ чухне Хатынь ялне кĕрсе тухас терĕмĕр. Ку яла 1943 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче ка-рательсен отрячĕ темиçе нимĕç салтакне вĕлернĕшĕн тĕп тунă. 149 çынна сарайне хупса чĕрĕлле çунтарса янă е персе вĕлернĕ. Вĕсенчен 75-ĕшĕ 16 çул тултарман ачасем пулнă. Акă вăл чи хăрушши! Хатынь Минск облаçĕнчи Логийск районне кĕнĕ. 1969 çулта çак ял вырăнĕнче асăну комплексĕ уçнă. Кашни çурт пулнă вырăнта халĕ мăрье кÿлепиллĕ палăк ларать. Вĕсем çине кунта çуралнă тата пурăннă çынсен ячĕсене çырса хунă. Обелисксем çине шăнкăравсем çакнă, вĕсем кашни 30 çеккунтран янăраççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Таисия ВАСИЛЬЕВА, 11-мĕш класс.
Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.