Интернетра Чăваш Енри 5 çын улталаннă

8 Окт, 2018

ЧР ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре иртнĕ кану кунĕсенче кăна 5 çын интернетри ултавçăсен аллине çакланнă.

Вăрнар районĕнче пурăнакан 24-ри хĕрарăм соцсетьри пĕлтерÿ тăрăх кредит илме шухăшланă. Счет çине укçа куçарса париччен ăна 3 пин тенкĕ тÿлеме ÿкĕте кĕртнĕ. Хĕр хăйĕн укçине электрон енчĕк çине куçарнă, анчах та шантарнă кредита кĕтсе илеймен.

Çĕрпÿри 49 çулти арçын патне палламанскер шăнкăравланă, хăйĕнпе банкра ĕçченĕ тесе паллаштарнă. «Сирĕн карточка çинчи укçана вăрлама тăнă, сире ку енĕпе пулăшма пултаратăп», — тенĕ вăл. Чееленсе арçыннăн реквизичĕсене ыйтса пĕлнĕ хыççăн туххăмрах карттă çинчи 10 пин тенкĕ çухалнă.

Йĕрке хуралĕ асăрхаттарать: реквизитсене, уйрăмах карттăн хыçалти енчи виçĕ цифрăна пĕлтермелле мар.

www.hypar.ru

Елена АТАМАНОВА.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать