Шупашкарта – Евразин Вырăнти влаçĕсен конгресĕ

5 Окт, 2018

Паян Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Евразин Вырăнти влаçĕсен конгресне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Конгресс ларăвне Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрлештернĕ Хуласем тата Вырăнти Влаçсем» /вырăсла кĕскен ОГМВ/ организацин Еврази регион уйрăмĕ Шупашкар хулин мэрийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тĕнчери 10 çĕршывăн, 100 ытла хула представителĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем малтан «Еврази хулисем тăнăçлă аталану тĕллевĕсен çул-йĕрĕпе» куравпа паллашрĕç.

Савăнăçлă мероприяти «Шупашкара ырă сунса кĕтетпĕр» театрализациленĕ прологран тата Шупашкар хули пирки ÿкернĕ видеоролика кăтартнинчен пуçланчĕ. Конгреса хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Алексей Симонов, Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрлештернĕ Хуласем тата Вырăнти Влаçсем» организацин президенчĕ Мфо Паркс Тау, ОГВМăн Еврази регионĕ уйрăмĕн президенчĕ, Хусан хулин мэрĕ Ильсур Метшин саламларĕç.

Çакăн хыççăн «Тăнăçлă аталану тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрпе» ятпа пленарлă сесси иртрĕ. Унта Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев «Культура — хуласен тăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ» темăпа доклад турĕ, Шупашкарта пурнăçланакан проектсен ăнăçлăхĕ пирки каласа кăтартрĕ. Пленарлă сессие хутшăнакансем хăйсен хулисемпе регионĕсенче тăнăçлă аталану тĕллевĕсене ĕçе мĕнле кĕртнипе паллаштарчĕç.

Паянах ОГВМăн Еврази уйрăмĕн генеральнăй ассамблейин отчетпа суйлав сессийĕ иртет, унта Еврази уйрăмĕн президентне, вице-президенчĕсене, канашăн çĕнĕ йышне /2018-2021 çулсем валли/ суйлаççĕ. Паянпа ыран муниципалитетсемпе вырăнти влаçсен ассоциацийĕн ĕçченĕсем валли «çавра сĕтел» формачĕпе вĕрентÿ семинарĕсем йĕркелеççĕ.

Шупашкарта паянах Атăлçи хулисен ассоциацийĕн членĕсен пĕрлехи пухăвĕ иртет.

Ильсур МЕТШИН, Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрлештернĕ Хуласем тата Вырăнти Влаçсем» организацин Еврази уйрăмĕн президенчĕ, Хусан хулин мэрĕ:

Паянхи политика лару-тăрăвĕнче муниципалитетсене пĕр-пĕрин практикипе паллашма май паракан лайăх площадка пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пурте хăйсем ăçта вырнаçнине пăхмасăр — Америкăра-и, Индире-и, Китайра-и е Раççейре-и — халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăрăшаççĕ: йăлари хытă каяша турттарса тухасси, общество транспорчĕ, сывлăх сыхлавĕ, ачасен сывлăхĕ т.ыт.те. Çак ыйтусем пĕтĕм мэра, муниципалитетсен пуçлăхĕсене пăшăрхантараççĕ. Çавăнпа эпир политикăна пăхмасăр пĕрле пухăнса калаçма пултарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тăнăçлă аталану тĕллевĕсем пирки калас тăк — Раççей ку енĕпе çул пуçламăшĕнче çеç-ха. Еврази уйрăмĕн хулисен мэрĕсемпе эпир çак çулпа пĕрле утăпăр. Пĕрле ĕçлĕпĕр, лайăххине вĕренĕпĕр тата пурнăçа кĕртĕпĕр.

Мфо Паркс ТАУ, Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрлештернĕ Хуласем тата Вырăнти Влаçсем» организацин президенчĕ:

Шупашкар хулин Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрлештернĕ Хуласем тата Вырăнти Влаçсем» организацин Еврази уйрăмĕн пĕрлехи ĕçне — тăнăçлă аталану тĕллевĕсем енĕпе — хăйĕн тÿпине хывмашкăн пысăк вăй-хăват пур. Шупашкар вĕрентÿ, культура, хула инфратытăмĕн строительстви тĕлĕшпе пысăк çитĕнÿсем тунă ĕнтĕ. Унăн пуçарăвĕсене асăрхамасăр хăвармаççĕ. Çак пуçарусене пирĕн организаци ĕçне хутшăнакан 240 пин хулара трансляцилеççĕ, вĕсене ООН шайĕнче хула аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе тăвакан отчетсенче шута илеççĕ. Шупашкар опычĕпе пĕтĕм тĕнчипе паллаштарма юрать.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать