Тăван тăварпа пиçнĕ

31 Мая, 2014

Нумай ача çуратакан хĕрарăм ватăлмасть, çамрăк курăнать теççĕ. Ахальтен каламаççĕ пуль çав. Пилĕк ачаллă амăшне çемьери аслă хĕрĕ вырăнне йышăнтăм малтан. Хĕрĕх çултан каçнине тем тесен те ĕненес килмерĕ. Пысăк Улаксарта пурăнакан Васильевсен - виçĕ хĕрпе икĕ ывăл. Чи асли Кристина 16 çулта, кĕçĕнни Милена шкула каяймасть-ха. Виççĕшĕ килтехчĕ, Аньăпа Алăша шкултан çитейменччĕ. Эпир килнĕ çĕре пĕчĕк хĕрсем урай çуса тухма та ĕлкĕрнĕ. Ачисем ĕç патне туртăннишĕн, кирек мĕн хушсан та ÿркенменшĕн тем пекех хĕпĕртет амăшĕ.

- Камшăн мĕнле пуль, пирĕншĕн вара пилĕк ача нумай пек туйăнмасть. Пысăк çемье ĕçре те, сĕтел хушшинче те илемлĕ. Ÿссен пĕр-пĕрне пулăшĕç. Тăван тăварпа пиçнĕ. Пĕр хуранри яшка-пăтă пурин валли те çитет. Çĕтĕк, выçă çÿретместпĕр. Эпир пĕчĕк чухне килсерен пилĕк-ултă ача пулнă, - тет хĕрарăм.

Васильевсем пысăк çуртра пурăнаççĕ. Пиллĕкмĕшĕ çуралнă тĕле хăпартса лартма ĕлкĕрнĕ ăна. Патшалăх тавăрса памалла мар субсиди парса пулăшнă вĕсене, 165 пин тенкĕ самаях курăмлă пулнă вĕсемшĕн ун чухне. Ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкренех ĕçе явăçтараççĕ шăпăрлансене. Куршанакĕ тахçанах пурне те çыпăçнă. Пĕчĕккĕллех выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахчара утă пуçтарма пулăшаççĕ. Хĕр ачасем урай çăваççĕ, апат пĕçереççĕ. Кашнийĕнех юратнă ĕçĕ пур. Сăмахран, вун тăватă çулти Аня çÿç тирпейлеме, тĕрлĕ çивĕт тума ăста. Ÿссен парикмахер пуласшăн вăл. Шухăшĕ унччен çĕр тĕрлĕ те улшăнĕ-ха хĕр ачан, çапах мал ĕмĕтлĕ пулни паха. Кристина чечексемсĕр пурăнаймасть. Пÿрт умĕнчи пахчара темĕн тĕрлине те çитĕнтерет. Килте хăтлăх, тирпей-илем хуçаланнине юратать хĕр упраç. Ывăлĕсем Сашăпа Алеша ашшĕнчен ниçта та юлмаççĕ.

- Картишĕнче пĕтĕмпе тăхăр чун, икĕ ĕне, пăрусем... Выльăх усраса пăртак тупăш илес килет. Çавăнпа та ĕçĕ пирĕн кил-çуртра пурин валли те çитет, - тет кил хуçи арăмĕ.

Николай тата Галина Васильевсем «Сормовский» хуçалăхра тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплекен, çур сăмахран ăнланакан мăшăр малашлăх пирки ĕмĕтленет. Ачисем çитĕнсе пынине кура Пысăк Улаксарта пĕчĕк йывăç çурт туяннă. Унти хуçалăха та тирпейлесе тăраççĕ, çĕрĕ çинче утă туса илеççĕ. Амăшĕн капиталĕпе те тахçанах усă курнă, Канашра пÿлĕм илнĕ.

Ялти хĕрарăмăн пĕрмаях ĕç нумай. Галина ир-ирех тăрать те çур çĕр иртмесĕр те куç хупаймасть. Хĕллесенче алса-чăлха çыхать. Халь пахчара ĕç туллиех, унсăр пуçне сĕт-çăвне тирпейлемелле, утă çулса типĕтмелле. Çав вăхăтрах хаçат-журнал та вулама юратать маттур хĕрарăм. Çитес çур çуллăх валли пĕр пин тенкĕлĕх тĕрлĕ кăларăм, çав шутрах - «Чăваш хĕрарăмне», çырăнчĕ Галина. Ачисене те вуласа аталанма, ĕçе юратма, пĕрмай ырри патне туртăнма хистет амăшĕ.

 

Канаш районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.