- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕсен чĕрисенче ырăлăх тапса тăрать
Çĕнĕ Шупашкарти волонтерсем ватăсене пулăшма çÿреççĕ
Ватă çын кăмăлне çĕклеме нумай та кирлĕ мар: чун-чĕререн каланă пĕр ăшă сăмах та ăна чылайччен хавхалантарса тăрать…
Ăшă сăмах чуна сиплет
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан
Василиса Трофимовна 91 çул
çинче пырать. Ывăлĕ те, хĕрĕ те,
мăнукĕсем те, вĕсен пĕчĕк ачи-
сем те пур унăн. Çывăх çыннисем
ăна тунсăхлама памаççĕ, килсех
тăраççĕ, хуçалăхри ĕçсене тума
пулăшаççĕ. Пĕчченлĕхре кичем-
ленсе лармасан та ватă çын кил-
не волонтерсем пырсан питĕ са-
вăнчĕ.
— Чей вĕретрĕм. Сивĕниччен
ĕçер-ха, — хăнасене сĕтел хушши-
не йыхравланă май савăнăçлăн
калаçрĕ вăл. Çĕнĕ Шупашкарти
Технологи тата управлени ака-
демийĕн студенчĕсем, Васили-
са Трофимовна патне хваттере
тирпей-илем кĕртес тĕллевпе
килнĕскерсем, ватă çын кăмăл-
не хуçас темерĕç. Чейпе сăйлан-
нă май калаçу çăмхи те ерипен
сÿтĕлчĕ… Кинемей кун-çулне
аса илсе хаваспах калаçрĕ. Çам-
рăксем унăн пурнăçĕпе кăсăклан-
ни те хавхалантарчĕ ĕнтĕ ăна.
Василиса Таланцева Укра-
инăра çуралса ÿснĕ. Вăл 20-
ре чухне, 1949 çулта, ашшĕ
çемйине унтан Сахалина куçарса
кайнă. «Эпир ялта пурăнаттă-
мăрччĕ. Колхозра ĕçленĕ. Питĕ
йывăрччĕ. Атте ачисене, çиччĕн
пулнă эпир, çăмăллăх кÿрес
тесе-ши аякри çĕре тухса кайма
килĕшрĕ. Пире ăсатнă чухне тă-
вансем хытă макăрса юлчĕç», —
аса илчĕ Василиса Трофимов-
на. Вырăна çитсен çемье Кор-
саковри тинĕс суту-илÿ портне
ĕçлеме вырнаçнă. Василисăна
малтан кадрсен пайне илнĕ, кай-
ран шифрсемпе ĕçлекен вăрт-
тăн пая куçарнă. «Ĕçе мĕнле
хăнăхмалла-ши тесе питĕ пă-
шăрханнăччĕ. Пай пуçлăхĕ лай-
ăх çынччĕ. Вăл пулăшнипе шифр
паллисене пĕр-пĕринчен уйăрма
çăмăллăнах вĕрентĕм», — çам-
рăклăхне куç умне кăларчĕ ве-
теран. Ĕçе хăнăхнă çеç мар, пы-
сăк çитĕнÿсем те тунă вăл. Васи-
лиса Трофимовна ĕçчен çемйи
пирки телевизорпа Валентина
Леонтьева ертсе пыракан «От
всей души» кăларăмра кăтар-
тни çинчен те каласа пачĕ. Ку
çав çулсенче питĕ пысăк пулăм
шутланнă.
Корсаковра çамрăк хĕр хăйĕн
шăпине те тĕл пулнă. Аякри
ишеве çÿрекен карап капитанĕ-
пе Глеб Таланцевпа паллаш-
са çемье çавăрнă. Кунтах вĕсен
ывăлпа хĕр çуралнă. 1961 çулта
çамрăк çемье Чăваш Ене куçса
килнĕ, Çĕнĕ Шупашкар хули-
не çĕклес ĕçе пуçăннă. «Эпир
килнĕ чухне хулара пĕр çурт
кăна ларатчĕ. Мăшăр 4-мĕш тре-
ста вырнаçрĕ, кайран парторг
та пулчĕ. Эпĕ ЖКУра паспор-
тистра ĕçлеме пуçларăм. Вăхăт
иртни сисĕнмерĕ. Упăшкапа 66
çул пĕрле пурăнтăмăр. Çак ху-
шăра темле те пулнă пулĕ, ан-
чах нимшĕн те ÿпкелешместĕп.
Лайăх пурнăçпа пурăннă эпĕ.
Икĕ çул каялла пирĕнтен уйрăл-
са кайрĕ», — шывланнă куçне ту-
тăр хĕррипе шăлса илчĕ Васили-
са Трофимовна. Унтан шкапран
мăшăрĕн медалĕсене тирнĕ
пĕчĕк минтер кăларчĕ. Малалла вулас...
Валентина ДАНИЛОВА.
Комментировать